Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тапратичченех (тĕпĕ: тапрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сяо Ван Лю Шэн бригада начальникӗпе сӑмах тапратичченех шкултан тухса кайрӗ.

Еще до начала разговора Лю Шэна с начальником бригады Сяо Ван ушел из школы.

VIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӑл хӑйӗн хӑрушла чӗмсӗрлӗхӗпе сехрене хӑпартӗ, хӑй айӗнчен ҫурхи шыв сӑрхӑнса юхма тапратичченех е ӑна, хӑйӗн йывӑрӑшне аран чӑтаканскерне, чалӑшшӑн вӗрекен ҫил тӗртсе яричченех ҫапла ҫакӑнса тӑрӗ.

Будет она, грозная безмолвием, висеть до поры, пока не подточит ее из-под исподу оттепель или, обремененную собственной тяжестью, не толкнет порыв бокового ветра.

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кун хыҫӑн вӑл, чышкисене чӗрни айӗсем ыратма пуҫличченех ҫав тери вирлӗн чӑмӑртаса, шӑлӗсене пӗтӗм ӳт-пӳре сивӗ сӑрӑлтату чупкалама тапратичченех шатӑрин ҫыртса хурса, хӑйӗн мӗнпур хастарлӑхне хӗрӳн тармакланса, асӗнче ҫине-ҫинех хистеме пикенчӗ:

Тогда, сжав кулаки так сильно, что под ногтями сделалось больно, сцепив судорожно челюсти, с ощущением холодных мурашек по всему телу, он стал твердить в уме, страстно напрягая всю свою волю:

XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Эпир иртнӗ кӗркунне ҫӗр шӑнтма тапратичченех кӗрхи ҫӗртме турӑмӑр, вӗсем вара пукравранах кӗрӗк арки йӑвалама тытӑнчӗҫ.

Мы до заморозков прошлую осень пахали зябь, а они с Покрова хворост зачали делить, шило на мыло переводить.

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех