Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тапратас (тĕпĕ: тапрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анатолий Семенович произведенийӗсене эпӗ хам мӗнлерех хаклани ҫинчен сӑмах тапратас пулсан, эпӗ художество выставкисене чи малтанах унӑн ҫӗнӗ ӗҫӗсене курас ӗмӗтпе, курсан вара кӑмӑлӑм тулас шанчӑкпа кайни ҫинчен калӑттӑмччӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Хам пирки тӳрех пӗлтерсе, тӳрех салтак калаҫӑвне тапратас терӗм!

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хамӑн тапратас пуль, терӗ мӑрса калаҫу вӗҫленсе пынине туйса.

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ылханатӑп сана, Урасмет! — лашана вырӑнтан тапратас умӗн каялла ҫаврӑнчӗ Эрнепи.

Куҫарса пулӑш

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тепӗр хут халӑха тапратас пулать! — вӑйпа туртса илсе, хаҫат ҫыххине сулахай хул айне хӗстерчӗ Чернов.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кӳрентернине манаймасть, ҫавӑнпа та хӗрӗн сӑмахӗсем ҫине хурав памарӗ, суранне татах та тапратас темерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Анчах сурана тепӗр хут тапратас мар тесе аллипе сулчӗ те Тоньӑна хывӑнма пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Ҫапах та килнӗ кунах тапратас килместчӗ ун ҫак калаҫӑва.

И все же ей не хотелось затрагивать эту тему в день приезда.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Унпа калаҫса чӗре суранне тапратас килмерӗ.

Разговаривая с ним, не хотелось бередить сердечную рану.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Ҫук, таҫта чун тӗпӗнче упранакан шухӑш-туйӑма, Алексей Михайловичпа ҫыхӑннӑскарне, тапратас мар, тӗрӗм.

Но я старалась не ковырять глубину своих отношений к Алексею Михайловичу.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Тапратас, каласа чарас-тӑк ҫав каҫри пӑтӑрмаха — каллех усӑсӑр пӑшӑрхану Нинӑшӑн, каллех чун асапланӑвӗ, ытлашши куҫҫуль уншӑн.

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫавӑнпа апла-капла тапратас та темерӗ Дина.

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Чее те хаяр ҫынна эсир ҫеҫ ӗненме пултаратӑр; анчах эпӗ Рутилие консул пуҫласа янӑ калаҫӑва ҫӗнӗрен тапратас шутпа янине пит лайӑх ӑнланса илтӗм.

— Это вы можете верить хитрому и коварнейшему человеку… но не я, которая отлично поняла, что Рутилий отправился в Рим, чтобы возобновить переговоры, начатые лично с самим консулом.

XVIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Машин пирки тапратас та темерӗм.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Хирон карапӗпе тухас та Испание ҫитес, унта ҫынсем тата укҫа пухас, икӗ-виҫӗ карап хӗҫпӑшаллантарас, кунта таврӑнас та мӗнпур ҫырансенче пӑлхав тапратас.

 — Выйти на Хироновом судне, добраться до Испании, там собрать людей и деньги, снарядить три — четыре вооружённых корабля, вернуться сюда и поднять мятеж на всём берегу.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Ыттисем, Роговпа пӗрле, ҫур километр тӑршшӗ тӑсӑлса выртакан сыпӑксене тракторсемпе ҫыран хӗррине туртса тухма тытӑнчӗҫ, анчах вӗсене вырӑнтан та тапратас ҫуккине часах ӑнланса илчӗҫ.

Другие, с Роговым во главе, попытались с помощью тракторов затащить на берег распластанные на льду полукилометровые плети сваренных труб, однако быстро убедились в невозможности сделать это.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ытти-хытти, выртса тӑмалӑх вырӑн, кравать пирки тапратас тесен…

А уж всё остальное, перина, подушки да одеяла…

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Шывсӑр мӗнле апла? — аллисене саркаласа вӑл хӑйӗн сӑмаххине каласа пӗтерчӗ те, нимӗн те пулман пек чул ҫине ларчӗ, нумайччен кӑмӑллӑн калаҫма тапратас пек пулса.

Как можно без воды? — разведя руками, закончил он и невозмутимо сел на камень, собираясь вступить в длинный и благодушный разговор.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Ӗҫлеме ӗмӗтленнӗ чух ӑмӑрткайӑк пекех хӑпартланатӑн: ҫӗре вырӑнтан тапратас пекех — ӗҫне тума тӑрсан, тӳрех хавшаса ӳкетӗн те ывӑнатӑн.

Пока мечтаешь о работе, так и паришь орлом: землю, кажется, сдвинул бы с места — а в исполнении тотчас слабеешь и устаешь.

III // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.

Асту, ват тӑмана, сӑмах-мӗн тапратас пулсан, чарма ан шутланӑ пул.

Гляди, старая дура, не вздумай ее удерживать, ежели разговор зайдет.

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех