Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

танлаштарма (тĕпĕ: танлаштар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Танлаштарма: аргентинозавр (тӗксӗм хӗрлӗ), Mamenchisaurus (симӗс), суперзавр (хӗрлӗ-сарӑ), диплодок (сирень тӗсли), Futalognkosaurus (ҫутӑ-кӑвак)

Сравнение: аргентинозавр (тёмно-красный), Mamenchisaurus (зелёный), суперзавр (оранжевый), диплодок (сиреневый), Futalognkosaurus (светло-синий)

Аргентинозавр // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D1%80%D ... 0%B2%D1%80

Хальхи тупӑсене ӗлӗкхисемпе танлаштарма ҫук ҫав.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хальхи, паянхи тӗнче вӗркӗшӗпе танлаштарма пикенетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Ятарласа хатӗрленӗ йывӑҫ пичкене сарӑ-хӑмӑр тӗслӗ, тутипе те, шӑршипе те пуян, нимӗнпе те танлаштарма ҫук техӗмлӗ сӑра тултарса хураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӗнӗ этем ҫурални — Ваҫиле шухӑшӗ тӑрӑх, халиччен нимӗнпе те танлаштарма ҫук, тӳпери пулӑм — яланхи пурнӑҫри чи хаклӑ мул.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Танлаштарма кирлӗ мар, юратуҫӑм манӑн.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Монреальпе танлаштарсан, хӑйсен тӑван пек акӑлчан чӗлхине палӑртакансен проценчӗ питӗ пӗчӗк — 1,9% яхӑн кӑна (танлаштарма, испан чӗлхине тӑван чӗлхе пек палӑртакансем — 3%).

В отличие от Монреаля, процент жителей с родным английским языком очень мал — около 1,9 % (для сравнения, жителей с родным испанским языком — 3 %).

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

Квебекри халӑх йышлӑхӗн виҫи пӗр тӑваткал километр ҫине 216,4 ҫынпа танлашать, пӗтӗм провинцине танлаштарма илсен — унта ку кӑтарту 5,3.

Плотность населения Квебека 216,4 человек на квадратный километр, по сравнению со средним значением 5,3 для провинции в целом.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

1996 ҫулпа 2001 ҫул хушшинчи пилӗк ҫулта Квебекра пурӑнакан халӑх йышӗ 1,7% ӳснӗ, Квебек провинцине танлаштарма илсен — унта ку кӑтарту 1,4% кӑна.

В пять лет между 1996 годом и 2001 годом, население Квебека выросло на 1,7 %, по сравнению с увеличением на 1,4 % в провинции Квебек в целом.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

Вӑтам ӳсӗм — 39,5 ҫул, Канадӑна пӗтӗмӗшле танлаштарма илсен — 37,6 ҫул.

Средний возраст составляет 39,5 лет по сравнению с 37,6 лет для Канады в целом.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

2001 ҫулта Квебекра ниҫта та куҫман халӑхӑн 13,0% пенсионерсем (арҫынсемпе хӗрарӑмсемшӗн — 65 ҫул е аслӑрах) пулнӑ, Канадӑна пӗтӗмӗшле танлаштарма илсен ку виҫе — 13,2%.

В 2001 году 13,0 % постоянного населения в Квебеке были пенсионного возраста (65 лет и старше для мужчин и женщин) по сравнению с 13,2 % в Канаде.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

8–9 пин ҫын пурӑнакан хулана (танлаштарма: Монреальте вӑл вӑхӑтра 5 пин ҫын кӑна пулнӑ) йӗри-тавра вӑрмансем, ялсем, уйсемпе кӗтӳ ҫӳретмелли вырӑнсем ҫавӑрса илнӗ пулнӑ.

Леса, деревни, поля и пастбища окружали город с 8—9 тыс. жителей (для сравнения, населения Монреаля на тот момент составляло лишь 5 тыс. жителей).

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

Ҫак йышлӑ ҫар ӗҫӗн тикӗс кӗвви-ҫеммине балет ӑстисен хусканӑвӗпе танлаштарма пулать.

Движения этой армии подчинялись точнейшему ритму, совсем как в балете.

XVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

— Географи кӗнекисен хакне нимӗнле урӑх кӗнекесемпе те танлаштарма ҫук, — ӑнлантарчӗ географ.

— Книги по географии — самые драгоценные книги на свете, — объяснил географ.

XV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Иккӗмӗш пайлӑ ӗҫ — пирвайхипе ниепле те танлаштарма ҫук ӗҫ ҫинчен пурӗ те темиҫе ҫын кӑна пӗлнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Педагог профессине урӑххипе те танлаштарма ҫук, мӗншӗн тесен ку ӗҫ кӑна мар, вӑл сайра тӗл пулакан чун парни.

Куҫарса пулӑш

Чӗрин пӗр пайне ачасене парать // Ильшат ХАЙРЕТДИНОВ. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... at-3447604

Танлаштарма, юман ҫулталӑкра 20 сантиметр ӳсет пулсан, ӑвӑс ҫак тапхӑртах 2 метра яхӑн тӳпенелле кармашать.

Куҫарса пулӑш

Хунавран йывӑҫ ӳстермешкӗн сахал мар вӑй хумалла // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/09/15/%d1%85%d1% ... b9-%d1%85/

Павӑл тем чухлӗ шухӑшласан та унпа танлаштарма никама та тупаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пӗр специалист пире: вӑл чӗрепе те ӑспа юрлать, ҫавӑнпа унӑн нимӗнпе те танлаштарма ҫук тембр пур, терӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпир пулмасан кам пултӑр? // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... -r-3435572

Танлаштарма: пӗлтӗрхи кӑрлач-ҫӗртме уйӑхӗсенче унашкаллисен шучӗ чылай пӗчӗкрех, 204 ҫын, пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Китай бизнесӗ каллех Чӑваш Енре тымар ярасшӑн // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/kitay-biznes ... -yarasshan

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех