Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

танлаштарать (тĕпĕ: танлаштар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ашшӗпе вӑл арӑсланпа танлаштарать, амӑшне ӑмӑрт кайӑкпа, пиччӗшне — пӗрхӗтпе, инкӗшне — илӗртӳллӗ хӗрарӑмпа, аппӑшне — акӑшпа, йӑмӑкне — йӑпӑртанпа.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Унти йӗкӗтсене вӑл ӑмӑрт кайӑкпа танлаштарать.

Куҫарса пулӑш

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Ванюк курӑка татса малтанрах татнипе танлаштарать.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Унсӑр пуҫне, чӑваш юмахӗсенчи паттӑр мӗнле-мӗнле асамлӑ мелсемпе ҫуралнине тишкерет, ҫавӑн ҫинчен калакан мотив типологийӗсене уҫса парать, курӑмлӑ тӗслӗхсем илсе кӑтартать, ытти халӑх сӑмахлӑхӗнчи текстсемпе танлаштарать.

Кроме того, Салмин подробно анализирует, каким чудесным образом происходит появление в различных сказках героя-батыра, исследует типологию данного мотива, демонстрируя множество ярких примеров и сравнивая с образцами словесного творчества других народов.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Сулагаевӑн авӑ хӑйӗн юрри: ырӑ ятлӑ пулас тесе хӑш-пӗр писательсене йӑмпӑлтак пулӑпа танлаштарать.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Апла пулсан вӑл тӗрлӗрен каччӑсене пӗр-пӗринпе танлаштарать, вӗсен япӑх е лайӑх енӗсене тӗрӗслет, юлашкинчен хӑйне килӗшнине яланлӑхах куҫ хывать.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Вуланӑ пулсан астӑватӑр пуль: ҫав драмӑри пӗр герой пурнӑҫа илӗртӳллӗн ҫеҫкеленекен капӑр чечекпе танлаштарать те: «Анчах ҫав чечеке пӗрпӗр кун сӗмсӗр качака ҫисе яма пултарать», — тет.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Л. Н. Толстой малалла произведение чӗрчун организмӗпе танлаштарать.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Ҫав самантра ҫын темиҫе майсем шутласа кӑларать, вӗсене танлаштарать, хӗсӗк вырӑнӗсене курать, вара пӗрремӗш юрӑхлӑ йышӑну суйлать.

Куҫарса пулӑш

Интуици ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1294

Амӑш сассине Марине ҫак хӗвел шевлисемпе танлаштарать.

Куҫарса пулӑш

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Тӑван ҫӗршыва вӑл анне сӑнарӗпе танлаштарать.

Куҫарса пулӑш

Сӑввисем витӗмлӗ, юррисем чуна ҫывӑх // А. АСТРАХАНЦЕВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44270-s-vvi ... una-cyv-kh

Тепри чӑвашсене выльӑхпа танлаштарать.

А один «ученый»-невежда даже со скотом нас уравнивает.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Курӑр, акӑ! — пысӑк кӑҫат йӗррисене хӑйӗннипе танлаштарать Кӗпӗрьян.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Виҫсе пӑхать, хаклать, танлаштарать, шайлаштарать те, турӑҫӑм, мӗн чухлӗ йӑнӑш утӑм тунӑ пурнӑҫра!

Куҫарса пулӑш

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ҫав хушӑрах ун ҫинче (влаҫа шухӑш — ирӗксӗрех — капӑрлӑхпа танлаштарать) — ахаль батист шлепке, матрос ҫухавиллӗ ҫавнашкалах блузка тата кӑвак пурҫӑн юбка.

Между тем на ней были (мысль невольно соединяет власть с пышностью) простая батистовая шляпа, такая же блузка с матросским воротником и шелковая синяя юбка.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Вӑл ҫак арҫынна фермӑсенчи тӗреклӗ йӗкӗтсемпе танлаштарать.

Она сравнивала этого человека с дюжими молодцами ферм.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Хӑйӗн кӑткӑсах мар, анчах преступник ӗҫӗсене, — вӗсен тӗшши вулаканшӑн паллӑ ӗнтӗ, — сӑмах купипе тултарсах лартрӗ; вӗсене пурнӑҫа кӗртмешкӗн темӗн тӗрлӗ чӑрмав тупӑнни пирки шухӑшласа кӑларчӗ; пӗтӗмӗшпе — ҫак ӗҫе чӑлханса ларнӑ ҫип ҫӑмхине питех те йывӑррӑн салтнипе танлаштарать Сногден, кӑтартмӑшсен ӑстине Баркета хӑйсен енне ҫавӑрма мӗн таран йывӑр тивни ҫинче, — тӗрӗссипе ытла та хытӑ суять, — уйрӑмах нумай чарӑнса тӑчӗ.

Окружив словесным гарниром свои нехитрые, хотя вполне преступные действия, результат которых уже известен читателю, придумав много препятствий к осуществлению их, Сногден представил дело трудным распутыванием свалявшегося клубка и особенно напирал на то, каких трудов будто бы стоило ему уговорить мастера вывесок Баркета.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Торисемпе вигсен хаяр кӗрешӗвне сӑнаса пырса, ӑна вӑл хӑйӗн пӗр ҫырӑвӗнче кушаксемпе йытӑсем вӑрҫнипе танлаштарать.

Наблюдая ожесточенную борьбу тори и вигов, он сравнивает ее в одном из писем с дракой кошек и собак.

1 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.

Шуррисем ӑна чавса ан кӑларччӑр тесе, вилтӑприне ҫӗрпе танлаштарать.

А чтобы беляки могилу не раскопали, сровнял ее с землей.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

— Тӑван аннеҫӗм, вӑл мана хӑйӗн Алексей Ковшовӗпе танлаштарать! — ҫухӑрашса илчӗ Либерман.

— Маменька родная, он меня сравнивает со своим Алешей Ковшовым! — взвизгнул Либерман.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех