Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

такамӑн (тĕпĕ: такам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Шинелӗ салтакӑн, папаххи генералӑн, хӗҫҫи… кам пӗлет — такамӑн, тен, шуйттанӑн, — ахӑлтатрӗҫ матроссем.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Чӑн малтан вӑл санӑн чӗлхӳне пӗр виҫӗ сантиметр касса кӗскетет… — илтӗнчӗ такамӑн сасси.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Самарина юлташ пулмарӗ-и ҫав? — сасартӑк илтрӗҫ хӗрсем такамӑн лӑпкӑ та кӑштах тытӑнчӑклӑрах калаҫакан сасса.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вара такамӑн уҫӑ сасси юрӑ пуҫласа ячӗ, самантрах ӑна пӗтӗм зал ярса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Миша! — илтӗнчӗ ҫав вӑхӑтра такамӑн шӳтлӗ сасси.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Варринче таса ҫӑлкуҫӗ шӑнкӑртатса выртать, унта такамӑн ырӑ алли пӗчӗк валак туса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Такамӑн ҫӗнӗ йӗрне асӑрхарӗ Укань.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юланутҫине йӗнер ҫинчен ывӑтнӑ хыҫҫӑн ҫилхине вӗҫтерсе ҫӳрекен кӗсре пек кӗҫенсе ҫӳрекенскере такамӑн вӑйлӑ алли чӗлпӗртен ҫавӑрса тытрӗ, ҫӑварлӑхларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫиҫӗмӗ ҫине-ҫинех ялкӑшса илет — такамӑн шӑрпӑкӗ ҫилпе сӳнет те, хуҫи ӑна татах чӗртме хӑтланать тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ансӑртарах вырӑна такамӑн ӗҫчен алли вӑрӑм вӗрлӗксенчен каҫма хывнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫӑмӑл мар професси вӗсен, — илтӗнчӗ Иринӑна такамӑн уҫӑ сасси.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Аллисем кӗҫ-вӗҫ колоннӑран вӗҫерӗнес пек, урисем пӑрӑсран шуса каяс пек тӑракан Иринӑна Миша: «Ан хӑра, аллусене пушат та — малалла!» — тесе хушнипе вӑраннӑ пек пулса хӑйӗн вӑйне хӑй шанмасӑр такамӑн пысӑк атӑ тӗпӗн йӗрӗ яланлӑхах тӑрса юлнӑ бетон плита ҫине ярса пусрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ку чухне, асту, такамӑн Сӗреки те капронтан.

Куҫарса пулӑш

Сӗреке // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 56–57 с.

— Кунта, — терӗ Раман, — такамӑн пуҫӗ ҫитместех.

Куҫарса пулӑш

14 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ешӗлпи хӑйне такамӑн сивӗ алли перӗннипе тӑна кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

— Мӗн те пулин пулнӑ-им? — илтӗнчӗ такамӑн кӑшт тӗлӗннӗрех сасси.

Куҫарса пулӑш

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эпир хамӑра ҫӗрӗн-кунӗн такамӑн хаяр та усал, пире шанман «пӗрре хупӑнман куҫ» сӑнаса тӑнине туяттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ун пекки такамӑн та пулма пултарать.

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ун пек ҫылӑх такамӑн та тупӑнать-ҫке.

Куҫарса пулӑш

XXV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Сасси, куҫӗ — Петӗрӗн, кӗлетки, сӑнӗ — эп палламан такамӑн.

Куҫарса пулӑш

Юлашки тӗлпулусем // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех