Шырав
Шырав ĕçĕ:
тавӑрнӑскерсем (тĕпĕ: тавӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫара уранскерсем, ҫаннисене тата йӗм пӗҫҫисене тавӑрнӑскерсем, Павлушпа Тимуш, иккӗш те шӑп пулӑҫӑсем пекех утрӗҫ вара ял вӗҫӗнчи юханшыв хӗррине.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Аманнисен суранӗсене пӑхма лайӑхрах пултӑр тесе, фельдшерсем вӗсен умӗнче ҫурта тытса тӑраҫҫӗ, салху сӑн-питлӗ докторсем вара, ҫанӑсене тавӑрнӑскерсем, аманнӑ ҫын умне чӗркуҫленеҫҫӗ те, пульӑпа суранланнӑ вырӑнсене пӳрнисене чикеҫҫӗ, хыпашласа пӑхаҫҫӗ, асапланаканнисем темӗн пек йынӑшса йӑлӑнсан та уяса тӑмаҫҫӗ вӗсем, сусӑрланнӑ е хуҫӑлнӑ пирки ҫакӑнса тӑракан ал-урасене тепӗр май ҫавӑра-ҫавӑра пӑхаҫҫӗ.
8 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Тӗме патӗнчен райком машинистки Нюра Баркова комсомолка тӑрать, хӑй ҫине вӑл шурӑ саппун ҫакнӑ, аллине пысӑк ҫӑпала тытнӑ; унран сулахайра — Великолужск колхозӗн икӗ колхозници, ҫаннисене тавӑрнӑскерсем;аллисем ҫинче супӑнь кӑпӑкӗ типе-типе ларнӑ: вӗсем ҫырма хӗрринчен, кӗпе-йӗм ҫунӑ ҫӗртен чупса килнӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Тӗпсакай варринче хӗрлӗ кӗпе тӑхӑннӑ пӗр вунӑ ҫын, ҫаннисене тавӑрнӑскерсем, вӑрӑм ҫӗҫҫисене хӑйраҫҫӗ…
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Страницăсем:
- 1