Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврӑнӑпӑр (тĕпĕ: таврӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир, сывӑ юлнисем, ҫӗнтерӳ ялавӗсемпе киле таврӑнӑпӑр, пире тӑван кил-йыш савӑнса кӗтсе илӗ, ҫав вӑхӑтрах вара таврӑнайманнисен кил-йышӗ татӑлса макӑрӗ, «ҫук, вӗсем вилмен, вӗсем килеҫҫех», тесе, станцӑсенчен килекен ҫулсем еннелле пӑхӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫӗнтерӳпе таврӑнӑпӑр эпир.

Куҫарса пулӑш

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Турӑ пулӑшӗ-ха, — шухӑшларӗ вӑл, — Пинерпе иксӗмӗр кунта пӗрле таврӑнӑпӑр та Хунчар йӑхне пӗтӗмпех тавӑрӑпӑр».

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗр эрне пӗрле пурӑнӑпӑр та яла таврӑнӑпӑр тенӗскер, Ваҫук ҫывӑрнӑ чух тухнӑ та тарнӑ.

Сначала говорила: погостим неделю у тетушки Анны и возвратимся домой, а сама убежала одна, когда Васек спал…

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кайран каллех таврӑнӑпӑр, института та кӗрӗпӗр…

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

«Киле таврӑнӑпӑр та, салтаксем, турӑ телей парасса кӗтсе выртӑпӑр» тени пулмасть-и вара вӑл?

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тӗрӗс-тӗкелех таврӑнӑпӑр та ӗмӗрех пӗрле пулӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кӑмӑлу пур-и, паянах ларатӑп та Ленинграда вӗҫсе ҫитетӗп, Шупашкара каялла пӗрле таврӑнӑпӑр, вара — яла.

Куҫарса пулӑш

VI // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Малтан вӑл мӗн тунине каласа парӑпӑр, унтан Редотт патне таврӑнӑпӑр.

Сначала скажем, как действовал он, потом вернемся к Редотту.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.

Ҫапла вара Магеллан экспедицийӗн пӗтӗм инкекӗ те пӗтнӗ теме пулнӑ, малалла ӗнтӗ юлнӑ виҫӗ караппа утравран утрава, гавӑньрен гавӑне ишсе, майӗпе тӑван Европӑна чиперех таврӑнӑпӑр, тесе шухӑшланӑ вӗсем.

Казалось, что дальше все пойдет тихо и мирно и что, плывя от острова к острову и от гавани к гавани, три оставшихся корабля со славой вернутся на родину, в Европу.

Тӗнче тавра пӗрремӗш хут ҫаврӑнни // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Таврӑнӑпӑр, таврӑнӑпӑр, — тенӗ ӑна амӑшӗ.

— Вернёмся, вернёмся, — кричала мать.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Нимӗҫсене хӑваласа ярсан, хулана каялла таврӑнӑпӑр.

А выгонят фашистов — вернёмся в город.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

— Манӑн ҫунатлӑ трон пур, — терӗ ӑна хирӗҫ пике, — иксӗмӗр те ун ҫине ларӑпӑр та, кунтан вӗҫсе кайса, сан аслаҫусен ҫӗршывне таврӑнӑпӑр!

— Есть у меня крылатый трон, — сказала тогда красавица, — давай оба сядем на него, улетим отсюда и вернемся в страну твоих предков!

Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

— Унта кайса килӗпӗр, вара ман патӑма таврӑнӑпӑр та каллех пикетла выльӑпӑр.

— Съездим туда, а потом вернемся ко мне и будем продолжать пикет.

XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ӗҫе туса пӗтерсен, эпир каллех хамӑр тӑракан вырӑна таврӑнӑпӑр, Анюта, акӑ унта, тӑшман ҫавӑрса илнӗ крепоҫре, вут-ҫулӑмпа вӑрҫӑ шавӗ ӑшӗнче тӑрса юлать.

Мы затем вернемся к себе, а Анюта останется там, в осажденной крепости, среди огня и взрывов…

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

— Кӗт пире, — терӗ сержант, — ҫӗнтерӳҫӗсем пулса таврӑнӑпӑр е… пачах таврӑнмӑпӑр!

— Жди нас, — сказал сержант, — вернемся победителями или… не вернемся совсем!

II // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Томпа иксӗмӗр ҫак икӗ кун хушшинче мӗнле те пулин яла е кунти ҫынна тупаймасан, эпир ҫӗр хӑвӑлне таврӑнӑпӑр.

Если мы с Томом не найдем какого-нибудь селения или местного жителя самое большее за два дня, мы вернемся в грот.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Часах таврӑнӑпӑр.

Скоро вернемся.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Кӗҫех акӑ каялла таврӑнӑпӑр, ун чухне хӑналӑр пире!

Вот вернемся, тогда попотчуете нас!

22 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Те таврӑнӑпӑр каялла, те таврӑнаймӑпӑр, — терӗ Иҫливан, илемлӗ те патвар каччӑ.

То ли вернемся живыми, то ли нет, — заоправдывался за всех Исьливан, высокий красивый парень.

XVI. Ял ҫывӑрмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех