Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврӑнтӑм (тĕпĕ: таврӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑнтӑрлахи тӑхтав вӑхӑтӗнче столовӑйран апат ҫисе таврӑнтӑм кӑна — мана редактор хӑйӗн пӳлӗмне чӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ирхине общежитие кӑмӑлсӑррӑн таврӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

— Эпӗ сана Аванкай патне ӑсатса таврӑнтӑм кӑна, Карлайпа Савантер тата унӑн хӑрах алӑллӑ тарҫи вӑркӑнса кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эсӗ мана пулӑшасса эпӗ ялан шанса тӑнӑ, ҫавӑнпа Килтеше таврӑнтӑм та ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Ват ҫын — тӑват ҫын // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халӗ Урха вӑрттӑн хушса янипе Киле эпӗ таврӑнтӑм утсӑрах ҫуран, Лаша вилчӗ ҫул ҫинче выҫнипе, Хам та, куратӑр, аран-аран…

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

«Сӑрт хӗрринче утӑ тавӑртӑм Крепле ҫине тайӑлса, Каҫпа киле эпӗ таврӑнтӑм Юлташпала ыталанса».

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тӑватӑ кун иртсен, каллех хамӑр ротӑпа таврӑнтӑм, ҫул ҫинчех ентешӗме тӗл пуласси, унпа калаҫасси ҫинчен хаваслансах шухӑшласа пытӑм.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Эпӗ каялла таврӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Киле мӑнукӑм валли велосипед йӑтса таврӑнтӑм эпӗ, пӳлӗмсем тӑрӑх сӑмсана каҫӑртса ҫеҫ уткалатӑп.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ туссем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 36–38 с.

Пӗррехинче эпӗ ача садӗнчен таврӑнтӑм та чӳрече умӗнче ларатӑп.

Куҫарса пулӑш

Тилли Куҫми // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпӗ ӑна шывран тытса илтӗм те тумтир аркипе чӗркесе киле йӑтса таврӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс учитель // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ӗҫе ӑнӑҫлӑ тӑрланӑ ятпа ӳт-пӗвӗме пӑртак лӑш парас, чун-чӗрене канӑҫлӑх кӳрес килчӗ: хулари хӑш-пӗр паллӑ вырӑнсене ҫитсе куртӑм, пур-ҫук укҫана типӗтсе ҫак хула ҫинчен асӑнмалӑх пӗр-ик алӗҫ япали туянтӑм, пасарта хӗвел ҫинче кӑвӑртнӑ пулӑпа та, ытти анӑш-тӑнӑшпа та тӑкӑнтӑм, вара «киле» таврӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Каян-киленсен ҫуртне тӳрӗрен, малтан пӗр ӗретлӗ тӗркӗш урампа, унтан, йӑнк-янк, лӑнк-ланк лӑнклатакан сайхах кӗпер урлӑ каҫса, тӑкӑрлӑкпа таврӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

— Чаҫри ачасем нумайӑшӗ БАМ тунӑ ҫӗре кайрӗҫ, эпӗ вара ак ялах таврӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

1946 ҫулта тин яла таврӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Март уйӑхӗ вӗҫӗнче, семинаринчен вӗренсе тухса, учитель ятне илтӗм те, семинарипе яланлӑхах сывпуллашса, киле, хамӑр яла, таврӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Ҫапла эпӗ Арӑсланӑм пулӑшнипе ҫавӑн чух пӑшалсӑр-мӗнсӗрех виҫӗ упа тытрӑм, этеме сарӑмсӑр вилӗмрен хӑтартӑм, хам та киле сывах таврӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Киле питӗ савӑнса, пысӑк ӗҫ тунӑ пек чуна пусарса таврӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Пӗлтӗр кӑна ҫартан таврӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Паллашу // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 74–76 с.

Эпӗ те анчах вӗренсе таврӑнтӑм, ӗнер икӗ эрне ҫитрӗ диплом «ҫуни».

Куҫарса пулӑш

Алла — алӑ ҫӑвать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 39–41 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех