Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврӑнса (тĕпĕ: таврӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрманта пӗтӗм юман ҫурӑлса пӗтнӗ, — терӗ Палюк мучи хӑнаран таврӑнса пӳрте кӗрсенех.

Куҫарса пулӑш

Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.

Тытаймарӗ пулмалла ҫерҫие, акӑ халь кантӑр уйне тепӗр хут таврӑнса Нестӗр тунӑ катемпи ҫине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Паллах, тиллӗн сехри хӑпрӗ, вӑл, ҫав самантрах каялла таврӑнса, ут кӑшкар тӗмӗсем хушшине «чӑмрӗ».

Куҫарса пулӑш

Тимлӗ хуралҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 26–28 с.

Качча та кайрӗ Улюк, кӑҫал, Борис яла куҫсан, калле таврӑнса килчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Эпир, каялла таврӑнса, ташлама тытӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Каҫ пулса тӗттӗмленсен тин барака таврӑнса апат ҫисе выртаҫҫӗ те ирхине кӑвак ҫутӑллах тӑрса ӗҫе тытӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

«Эп халех» тесе Ярмулла сасартӑк картишнелле тӑрса чупрӗ те, — ҫав хушӑра вӑл пӳртне кӗрсе тухма ӗлкӗрнӗ-мӗн, — каялла таврӑнса Михапара тӑм катӑкӗ пек япала тыттарчӗ.

Ярмулла со словами «я сейчас» вдруг забежал в дом и вскоре вернулся во двор, вручил Михабару что-то наподобие глиняной лепешки.

Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Михапар пӗрре тӗпеле кӗрсе тухрӗ, сӗтел ҫинчи шыв куркине кӑмака кӗтессине пырса ҫакрӗ те паҫӑрхи вырӑна кутник хӗррине таврӑнса ларчӗ.

Михабар прошел к столу, взял ковш и так же молча повесил его на место, затем вернулся и присел на край кровати.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Унтан каялла таврӑнса алӑка уҫрӗ те пӑлтӑртанах Уккапа калаҫса илчӗ.

Но вскоре вернулся и через сенную дверь еще раз сверился с Уккой:

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Макӑрать, — тет вӑл каялла таврӑнса.

— Плачет, — сказал, вернувшись к столу.

Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӗнер Силпи ялӗнчен Туйӗ килчӗ таврӑнса.

Куҫарса пулӑш

Хушӑлкара // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Хиртен таврӑнса каллех киле пуҫтарӑнсан, Кӑтра Михала ачисене халиччен каламаннине каласа хучӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӳрт мӑрйинчен тӗтӗм тухать, апла пулсан, амӑшӗ те килтех, ӗҫрен таврӑнса каҫхи апат ҫакса янӑ пулӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах тӑван тӑрӑх хӑй патнех туртнӑ Ольга Федоровнӑна, ҫавӑнпа тӑван килне таврӑнса унта тӗпленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлет те, ҫыхать те, ҫывӑх ҫыннисене савӑнтарать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/8873-t-rlet- ... sav-ntarat

Волковсен ҫамрӑк ҫемйи пӗр ҫултанах района, Маргарита Михайловнӑн тӑван ялне, Яманкассине таврӑнса тӗпленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫре хӑйӗн телейне тупнӑ // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11009 ... lejne-tupn

Митрополита вӑл хапха патне ҫитичченех ӑсатса ячӗ, унтан хӑйӗн палатине таврӑнса дьякпа пӗрле ҫыру ҫырма ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫар ҫула тухать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ватӑ ҫын таврӑнса ҫывӑрма выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗнӳ // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫав каҫхине аллӑ нукертен виҫҫӗшӗ кӑна Танук-нойон станне таврӑнса ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шурӑ мӗлке ӑҫта ҫухалать? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Йӑвисенчен тухса тарнӑ кайӑксем пек, вилӗм хӑрушлӑхӗ иртсен каялла таврӑнса малалли пурнӑҫ ҫинчен уйлама пуҫланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

1236 ҫ. Пӑлхар шӑпи камра? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пӗр ҫул иртиччен элле Тӗнче Чӗтреттерекен (Чингисханӑн) мӑнукӗ тӑван ҫӗршывне, мангулсем юратнӑ Керулен юханшывӗ хӗррине, таврӑнса кайӗ?

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех