Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврӑнатчӗ (тĕпĕ: таврӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анна Федоровнӑпа пӗрле вӑл кашни кунах киле таврӑнатчӗ, пӳрте кӗнӗ-кӗменех ман пата чупса пыратчӗ, «пичче килтех!» — тесе савӑнса, ман чӗркуҫҫи ҫине хӑпарса ларатчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Кашни ир тата каҫхине пирӗн урампа самаях пысӑк йышлӑ тӑватӑ кӗтӳ пӗрре уя тухатчӗ, тепре фермӑна таврӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Раман анатри складран «Хурӑн ҫулҫи» ҫуммипе таврӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

49 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Занятисем хыҫҫӑн хваттерне таврӑнатчӗ леш Рамана вӑл хӑйпе пӗрле чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

19 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Лешӗ, пысӑк пӗсехеллӗ, шурӑ кӑвак кӑвакарчӑн, сутса янӑ ҫӗртен темиҫе кунтанах калле вӗҫсе таврӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӗрлӗ пӗсехеллисен йӗрки какаласа, дистанцие тытса таврӑнатчӗ, Шарик чаплӑ кӗтӳҫӗ пек мӑнкӑмӑллӑн хыҫалтан лӗпсӗртететчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ванюш ӗҫне пӗтерсе тимӗрҫӗ лаҫҫинчен таврӑнатчӗ, Ваҫиле лавккана тӑварпа шӑрпӑк туянма килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗррехинче, сӗм-тӗттӗм каҫхине, Васса фермӑран таврӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Киле шӑннӑ ҫӗр улми илсе таврӑнатчӗ, пиччесемпе тата аппасемпе ҫавна ҫиеттӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

«Эпӗ Турӑ курасса шанатӑп...» // Руслан ХАФИЗОВ. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... -p-3388934

Е пӗр турилкке помидор, е хӑяр, е купӑста йӑтса таврӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Вӑл, колхоз пахчинчен таврӑнатчӗ пулас та, хупах ҫулҫисенчен хыр йӗппипе тиркелесе тунӑ миххе, туллиех кишӗр тултарнӑскере, ҫурӑмӗ ҫине ҫавӑрса хума питӗ тӑрӑшатчӗ, анчах миххи унӑн, пӗрре пӗр еннелле, тепре тепӗр еннелле йӑвалана-йӑвалана кайса, тачлаттарса-нӑчлаттарсах ҫӗре ӳкетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Ашшӗ те ҫавӑн пекехчӗ: тимӗрҫӗ лаҫҫинчен таврӑнатчӗ те, пӗрле ӗҫлекен рабочисем каҫхине хӑй патне калаҫса ларма пухӑнсан, сӑмавара ҫапла вӗрсе чӗртетчӗ.

Так и отец бывало, вернувшись из кузницы, раздувал самовар, когда вечером у них собирались потолковать друзья-рабочие.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Каҫ пулсан ҫеҫ таврӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Выльӑхӑн та чунӗ пур // Александр ЛЕОНТЬЕВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44271-vyl-k ... a-chun-pur

Ҫавӑ хӑнана-мӗне кайсан ҫак юрра юрласа таврӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ют ҫӗртен мар, хӑнаран та вӑл килне ҫурма выҫӑ таврӑнатчӗ.

Он не то что здесь, а и дома из гостей всегда возвращался полуголодным.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Лашапа таҫтан таврӑнатчӗ.

— Да на лошади откуда-то возвращался один.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сунара кайнӑ чухне вӑл сумкӑна мулкач вилли чиксе каятчӗ, килнӗ чухне вара ӑна, мулкач тытрӑм тесе, пилӗкри пиҫиххийӗйчен ҫакса таврӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӗтерне, акана каякансем валли апат пӗҫермешкӗн васкаса, фермӑран килне таврӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Малтанхи кунсенче Сехре каҫсерен барака чылаях ывӑнса таврӑнатчӗ, унӑн апат тумасӑрах выртса ҫывӑрас килетчӗ, ӗҫленӗҫемӗн кун пек халтан каясси иртсе пычӗ, вӑл алсенче вӑй хутшӑнса пынине туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тукай Кивӗ хуларан киле таврӑнатчӗ, Урасмет ялтан таҫта кайма тухнӑ пулас.

Куҫарса пулӑш

3. Урасмет хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех