Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврӑнас (тĕпĕ: таврӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унсӑр мӗнле киле таврӑнас?

Куҫарса пулӑш

Кукрашка // Апаш ачи. «Капкӑн», 1970. — 4№ — 3 с.

«Спорта таврӑнас кӑмӑл пысӑк.

«У меня есть огромное желание [вернуться].

Татьяна Акимова спорта таврӑнасшӑн // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35752.html

Таврӑнас вӑхӑтра таврӑнмасан, Пире атте-анне ҫилленет.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнчи туй йӑли-йӗрки // Лариса Коротаева. https://phsreda.com/e-articles/79/Action ... -43529.pdf

Тӗрмере пӗрре ларса курнӑ та, тек вӑл курорта таврӑнас килмест.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Коля темӗнле уйрӑм сӑлтавсене пула халех киле таврӑнас ҫукки, ун патне пит тӑтӑш ҫыру ҫырма та юрасах кайманни ҫинчен ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Унчченхи ҫырӑвӗсене таврӑнас кӑмӑлпа ҫырнӑччӗ те, каҫару ыйта-ыйта, ҫилленменнине палӑрта-палӑрта ҫырнӑччӗ те — халь тата, чӗнсе ярсан, улшӑнмарӗ-ши шухӑшӗ?!

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Таврӑнас мар тесе пурӑнмасть-ши вӑл?

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Вӑрмантан шӑлан чечекӗ татса килсен ашшӗ тӗрмерен ырӑ ятлӑн таврӑнас пек, йӑмӑкӗ йывӑр чиртен сывалас пек, хӗр библиотекарӗн кӑмӑлӗ йӑшӑлах ҫемҫелес пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Эп Канаша кайса килесшӗнччӗ кӑна, — терӗ вара вӑл, — анчах автобус ҫинче вырӑн ҫук, пуйӑс кайнӑ, ҫавӑнпа та киле таврӑнас терӗм…

Куҫарса пулӑш

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Уйрӑмах Ейӗк хусахӗсем каялла часрах таврӑнас тесе ҫине тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Киле таврӑнас килет, — ӑна чарсах каларӗ тӑрнаккаййи.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫурҫӗр иртсен вӑл вара Улатӑра таврӑнас мар тесе хӑйне хытарсах каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсен ирӗкӗ текех каялла таврӑнас ҫук!

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Утаманшӑн ытлах мар, Урта ҫыншӗн пит паха: «Шур Атӑлта шурас мар, Таврӑнас тӑван улӑха»…

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Аппа хӑй ҫӗрле таврӑнас пулсан, эпир тӑнине юратмасть.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ кунсем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

«Те киле таврӑнас ӗнтӗ? — шухӑшларӗ Элеонора.

«Вернуться? — подумала Элеонора.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хамӑн сӑмаха вӗҫленӗ май, хисеплӗ ӗҫтешсем, ҫак ҫулшӑн пӗлтерӗшлӗ шутланакан тема - ачасем патне таврӑнас тетӗп.

Завершая свое выступление, уважаемые коллеги, хочу вернуться к теме наступившего года – нашим детям.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Киле епле таврӑнас?

Куҫарса пулӑш

Паллашу // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 74–76 с.

Таврӑнас ман кӗперӗм Ҫийӗнче вут-кӑвар!

Куҫарса пулӑш

Кӗпер // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 58 с.

Ҫунтарса эп хӑвартӑм Таврӑнас кӗпере.

Куҫарса пулӑш

Кӗпер // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 58 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех