Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврашӗн (тĕпĕ: тавраш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир тӗрлӗ плансемпе паллашрӑмӑр: шкул участокӗ планӗпе, шкул таврашӗн планӗпе тата топографи планӗпе.

Мы познакомились с различными планами: с планом школьного участка, окрестностей школы, с топографическим планом.

Географи картти мӗн вӑл? // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ара, пуян таврашӗн мӗн шухӑш?

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

1838 ҫул патшалӑх пурлӑхӗсӗн министрӗ Киселев хысна аллинче тӑракан хресченсен управленийӗн, полици тата суд таврашӗн уставӗсене хатӗрлесе ӑна патша (I Микулай) ҫирӗплетсен хресченсен пурнӑҫӗ тата ытларах хӗсӗнет.

После подписания в 1838 году царем Николаем I уставов крестьянского управления, полиции и суда, подготовленных министром госимущества Киселевым, положение крестьян еще больше ухудшилось:

Малтан калани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Виҫҫӗмӗш кӗнекере вара Элкей таврашӗн кӗҫӗн ӑрӑвӗ ҫинчен сӑмах пырать.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Малтанхи икӗ кӗнекинче эпир Элкей таврашӗн чылай вӑрӑм тапхӑрти кун-ҫулне вуласа пӗлнӗччӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Ҫапах та халӑх йӑлине тӑвас пулать: Тоскиней таврашӗн тӗмескисем курӑкланса пӗтнӗ пулсан та, паллисем пурах.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Вӑл пӗр-пӗр пысӑк улпут чунӗн пулӗ е патша таврашӗн

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Григорий Дормидонтӑч, Эливан таврашӗн тӗп хуҫи, ҫӑмӑлттай ывӑлне, Матвие, юратман ҫавӑншӑн.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӗсен авторӗ чӑвашсен паллӑ писателӗ Петр Николаевич Осипов кунта хӑй ҫуралса ӳснӗ Куславкка районӗнчи Кутемер ялӗн, ҫав ялти Элкей таврашӗн вуншар ҫулсем хушши пынӑ вӑрӑм историне каласа кӑтартма тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Ҫӳхе вырӑн таврашӗн тасалӑхӗпе ӑшшин шӑрши кӗрет.

Пахло чистотой и теплом тонкого белья.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ҫак тӗлелле Упи таврашӗн ҫӑм тата кӗрпе арманӗсем пулнӑ, ҫил вӑйӗпе ӗҫленӗ.

В этих местах располагались шерстяная и крупяная мельницы рода Уби, они работали силой ветра.

Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.

Ҫак мӗнпур хӗҫпӑшал таврашӗн йывӑрӑшӗ ҫирӗм килограмран та иртнӗ.

Все это вооружение весило более двадцати килограммов.

Панцырь // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Ут таврашӗн шерепи сӑран пулнӑ.

Богатая конская сбруя украшалась кожаными кистями и бахромой.

Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Пирӗн инкеке, шӑпах ҫак тӗлтен сӑрт-ту таврашӗн инҫетри анлӑ ӳкерчӗкӗ курӑнса выртатчӗ, кунтан хамӑрӑн завода, ансӑр сукмак пек тӑсӑлакан пӗвене, тусем ҫинчен анса ҫав пӗвене кӗрекен виҫӗ йӑлтӑркка юхан-шыва та асӑрхама пулать.

На беду, с этого пункта горы открывался далекий широкий горный вид, так что можно было рассмотреть и наш завод, узкую полоску заводского пруда и блестящие нити трех горных речек, вливавшихся в него.

II // Николай Григорьев. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 36–48 с.

Эпӗ тӳссе пурӑнмашкӑн пултараймастӑмччӗ, хӑш чухне эпӗ выльӑх-чӗрлӗхӗн, йывӑҫӑн, чул таврашӗн ырӑ енне палӑрткаланӑ пулсан та ӑна эпӗ хама-хам сӑнас тесе тата хам вӑйсен запасне, ҫӗр ҫинче хам мӗн таран тӗреклӗ тӑнине пӗлес тесе ҫеҫ палӑрткаланӑ.

Я был плохо приспособлен к терпению, и если иногда проявлял эту добродетель скота, дерева, камня — я проявлял ее ради самоиспытания, ради того, чтобы знать запас своих сил, степень устойчивости на земле.

XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

— Мафӑран ыйтса пӗлме тӑрӑш-ха, ачам, — хушрӗ вӑл Володькӑна, — ҫав вӑхӑтра Чолмыпа Чилму таврашӗн сулахай енче шыв нумай сарӑлнӑ-и?

— Попробуйте узнать у Мафы, голубчик, — обратился он к Володьке, — сильно ли затоплялся во всех этих случаях левый берег в районе Чомы и Чилму?

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Кирек мӗнле пулсан та, Янаш таврашӗн халь пурӑнакан ӑрӑвӗ валли шутласа кӑларайми мул юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Каргинӑри тимӗрҫӗ ывӑлӗ Иванков Михаил, — вӑл хӑй те ӑста — йӑранасемпе ҫӑварлӑхсем ҫутатма пулӑшать, ыттисем тӑрӑшсах учӗсене хырчӑклаҫҫӗ, йӗвенӗсене тасатаҫҫӗ, трензельсемпе ут таврашӗн ытти хатӗрӗсене кирпӗч ҫӑнӑхӗпе сӑтӑрса ҫутатаҫҫӗ.

Иванков Михаил, сын каргинского коваля, — сам знающий коваль, — помогал лудить стремена и удила, остальные сверх нормы скребли коней, чистили уздечки, терли битым кирпичом трензеля и металлические части конского убора.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫыртмалли-ҫимелли таврашӗн йӑхӗ-йӗрӗ те ҫук.

Не было видно никаких следов закуски.

XIX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Пурҫӑн ялавсене кӗмӗл укапа арӑслансем ӳкере-ӳкере тӗрлерӗҫ, — арӑсланӗсем те вара мӗкӗрсе яманни кӑна; пӑлхавҫӑсен вӗҫкӗн тумӗ, пуп таврашӗн йӑлтӑр-ялтӑр ризисем, вӗсен хӗресӗсемпе хоругвийӗсем — пулас ҫапӑҫӑвӑн декорациллӗ курӑмӗ пулса тӑчӗ.

А шелковые знамена с расшитыми серебряной мишурой ревущими львами, вычурные повстанческие одеяния, блестящие облачения духовенства, кресты и хоругви составляли декоративное оформление наступающей борьбы.

XVI. Ӳсӗрӗлнӗ халӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех