Шырав
Шырав ĕçĕ:
4. Вӑл ӗнтӗ вӗсене хамӑр таврари патшалӑхсене пӑхӑнтарчӗ, Ҫӳлхуҫа вӗсене таврари халӑхсен хушшине салатса ячӗ те ҫавсен мӑшкӑлӗ турӗ, вӗсене ҫавсем ҫаратса-тустарса тухрӗҫ.
Вар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Гимнази учителӗ Буркин П. графсем патӗнче кашни ҫурах хӑна пулса пурӑнать, ҫавӑнпа ӑна ку таврари ҫынсем тахҫантанпах хамӑр ҫын тесе шутлаҫҫӗ.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Вӑй ҫитменнипе аяла пулнисен мӗскӗн сасси таврари тискер кӑшкӑрашупа хутшӑнса каять; вӗсене аякка сирсе ывӑтнӑ та, халь ӗнтӗ вӗсем, выҫӑ пирки, тутӑ чухнехи пурнӑҫшӑн мӗскӗнленсе макӑраҫҫӗ; анчах ҫав пурнӑҫшӑн кӗрешме пултараймаҫҫӗ вӗсем, хӑравҫӑскерсем, вӑйсӑрскерсем.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Ҫын сасартӑк антраса каять, ҫав ҫутӑ ун ӑс-тӑнне лапчӑтса хурать, пуҫри шухӑшне пӗтерсе лартать, вара вӑл хӑй таврари ҫын ушкӑнӗн пӗр татӑкӗ ҫеҫ пулса тӑрать.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Ҫав таврари пӗвелесе лартнӑ пек хусканми пурнӑҫ, ҫын чунне пӗтӗмпех вӗлереймесен те, мӗн чухлӗ пурӑннӑ — ҫавӑн чухлӗ асапланмалла тӑвать…
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Сӑмахӑмӑрсем пирӗн ҫавсемех — ӗнерхисемех, ӗлӗкхисемех: мӗншӗн тесен, вӑл та, эпир те, пирӗн таврари пур япала та ялан пӗр пек, ӗнерхи пекех…
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Киммӗн сылтӑм енче те, сулахай енче те темскерле ҫуртсем — баржӑсем, салху та таврари шыв пекех йӑмӑх-хура мӗлкесем курӑнса кайрӗҫ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Ҫыннисем те, малтан ҫав шава хӑйсем пуҫарса янӑскерсем, кулӑшла та мӗскӗн: вӗсем тусанлӑ, ҫӗтӗк-ҫатӑк, вӗлтӗркке, — вӗсен хӑйсен ҫурӑмӗсем ҫинче выртакан йывӑр тавар айӗнче ӳпӗннӗ кӗлеткисем, шӑрӑхпа шӑв-шавра, пӗлӗт пек тусан ӑшӗнче унталла та кунталла васкаса чупса ҫӳреҫҫӗ; вӗсем, таврари хӑйсене хупласа тӑракан темӗн ҫӳлӗш тимӗрсемпе, тавар куписемпе, кӗмсӗртетекен вагонсемпе, хӑйсем тунӑ япаласемпе танлаштарсан, пӗтӗмпех ҫухалса каяҫҫӗ.
Челкаш // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Ачасемшӗн вара ҫакӑ таврари пур вӗҫен кайӑксем те Захар пӳртне кӗрсе тулнӑ пекех туйӑнчӗ.И ребятам казалось, что все птицы с округи слетелись в старую Захарову избу.
7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Чиркӳрен пуҫласа хупах патне ҫити тӑсӑлакан пысӑк симӗс майтан йӑлтах урапасен вӑрӑм йӗркисемпе тулса тӑвӑлнӑ, арӑмӗсемпе те ачисемпе таврари ялсенчен — Волошӑран, Зульнӑран тата Печаловкӑран — хресченсем уява килнӗ вӗсемпе.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
— Хӑҫан та хӑҫан сирӗн ӑшчикре пӗтӗм вӑй выляма пуҫлать, ун чухне сирӗн таврари пурнӑҫ та выляма пуҫлӗ, вара эсир халӗ мӗн курманнине курӑр, мӗн илтменнине илтӗр: нервсен кӗвви выляма пуҫлать, тавралӑх шавне илтӗр, курӑк ӳснине тимлӗр.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ӗнтӗ Верхлёвӑра, Обломовкӑран пилӗк ҫухрӑма яхӑн ларакан салара, пысӑках мар пансионра вӗренет; ку пансиона управляющи пулса ӗҫлекен Штольц ятлӑ нимӗҫ таврари дворянсен ачисем валли уҫнӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл, Гомер пекех, ҫӑмӑллӑн та ырӑ кӑмӑллӑн, ҫавӑн пекех тӗплӗн те яр-уҫҫӑн курӑнмалла сӑнарласа, вырӑс пурнӑҫӗн Илиадине каласа парать; ҫав халапа ӗлӗк-авалах пирӗн гомеридсем хывнӑ; ун чухне этем ҫутҫанталӑкри, пурнӑҫри вӑрттӑнлӑхсене чухлайман, ун чухне вӑл тухатмӑшран та, арҫурирен те чӗтренӗ, таврари пӗтӗм инкекрен хӑтӑлма Алеша Попович ҫумӗнче хӳтлӗх шыранӑ, ун чухне сывлӑшра та, шывра та, вӑрманта та, уйра та тӗлӗнмелле ӗҫсем пула-пула иртнӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кайӑк юрри хуллен-хулленех вӑйсӑрланса пырать, часах вӗсем йӑлтах шӑпланаҫҫӗ, пӗри ҫеҫ, кутӑнскер, ыттисене хирӗҫленӗ евӗр, таврари шӑплӑхра, чарӑна-чарӑна, пӗчченех пӗр евӗрлӗ чӗриклетет, анчах лӑпланнӑҫемӗн лӑпланса пырать, унтан вара юлашки хут хуллен шӑхӑрса илет, хӑй таврашӗнчи ҫулҫӑсене ерипен хускатса чӗтренет те… ҫывӑрса каять.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӗҫсӗр тарҫӑсем урам алӑкӗ умӗнче лараҫҫӗ; унта хаваслӑ шӑв-шав, кулни, тӑмра сасси илтӗнет, хӗрсем хурчкалла выляҫҫӗ; Обломов тавра ун ачисем ҫуйӑхса чупаҫҫӗ, ун чӗркуҫҫийӗ ҫине хӑпарса лараҫҫӗ, мӑйӗнчен ҫакӑнаҫҫӗ; сӑмавар умӗнче… ҫак таврари патша майри, Обломовӑн турри… хӗрарӑм ларать!
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл, темле, ирӗлсе, таврари япаласемпе, вӗсен шӑршисемпе, сасӑсемпе, тӗссемпе хутшӑна кайнӑ пек пулать…Он как бы растворялся в окружавшем его мире, превращаясь в запахи, звуки, цвета…
XLIII. Парус // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл хӑй таврари япаласенчен уйрӑм иккенне пӗлми пулать.Сознание, отделявшее его от всего, что было не им, медленно таяло.
XLIII. Парус // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ун таврари ҫынсем тӗрмере лараканнисен тӑванӗсем.
XXIX. Александровски участок // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Анчах хӑрах хӑлха таврари тӗрлӗрен сасӑсене хӑй ӑшне вырнаҫтараймасть.
XXVII. Асатте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл сывӑ мар ҫынна чей ӗҫтересшӗн, анчах чей мар ӗнтӗ ку, чей вырӑнне вӗсем аслашшӗ кӗркунне таврари сӑртсем ҫинче пуҫтарнӑ тутлӑ шӑршлӑ курӑка яраҫҫӗ.
XV. Кимӗ тинӗсре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949