Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тавралӑхра (тĕпĕ: тавралӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Платниксенчен чи вӑйпиттийӗ Раюк Ҫтаппанӗ ялта анчах мар, пӗтӗм тавралӑхра паллӑ ҫын.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Уншӑн халь тавралӑхра пуш-пушӑ, икӗ айкки те тӑвайкки.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Чӑнкӑр-чӑнкӑр! илтӗнет шӑпланнӑ тавралӑхра.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫапла вара куҫа курӑнакан мӗнпур тавралӑхра — сӑртсем тата ҫӗр шӑтӑкӗсем.

И так насколько хватает глаз – холмы и земляные норы.

Кубер-Педи — ҫӗр айӗнчи хула // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6392.html

Ҫак тавралӑхра, ачалӑхпа тачӑ ҫыхӑннӑскерӗнче, хыҫри инҫе-инҫе вӑхӑтри темӗнле ӑрӑмлӑ та илемлӗ ӗмӗрлӗх япала, юмахлӑ-тӗлӗклӗскер, пур пек туйӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫак сӗрме купӑс шӑратакан музыка та ача каланипе мар, тавралӑхра хӗлӗхсем ҫеҫ сисмелле сасӑпа юрлакан япаласенчен янӑраса пулать пуль.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Лайӑххӑн ҫутӑлса ҫитеймен чухнехи пек тӗксӗм тавралӑхра сасӑсем теме пырса тӑрӑннӑн — уяртма пӗлмен ҫанталӑка пула вӗсем те шӳсе кайнӑ, тейӗн — кӗскен те хуппӑн кӑнт! кӑнт! илтӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн тавралӑхра шӑп кӑна пулса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Кимӗ ҫумне Атӑл хумӗсем йӑмпӑлт-йӑмпӑлт ҫапӑнкаласа илеҫҫӗ, кас-кас мӗнпур тавралӑхра илемлӗ-илемлӗ музыка янӑраса кайнӑ пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Кунти тавралӑхра унсӑр пуҫне урӑх улпутсем те пур.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Ҫак асамлӑн туйӑнакан тавралӑхра манӑн чӗрем кас-кас ҫӗкленсе, кас-кас канӑҫсӑр тапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Вӑл, тӳпене перӗнеслех ҫӳлелле кармашаканскер, тӑван тавралӑхра мӗн пуррине, унта мӗн пулса иртнине витӗртен витӗр курас пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Эпӗ тӑван тавралӑхра нумай ҫӳресшӗн мар.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ниҫта та тавралӑхра ним сас-чӳ илтӗнмест.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тавралӑхра хаяррӑн улани илтӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах хальхинче вӑл хӗвел те хитре маррине, тавралӑхра та хитре сасӑсем ҫуккине ҫеҫ асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тавралӑхра вут-хӗм, тӗтӗм-сӗрӗм явӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Хура кӗр хуҫаланакан тавралӑхра мӑрт-март мӑртӑхнӑ варкӑш вӑш-ваш тукалать пулин те курткине йӳле ячӗ, вара «Сталин» еннелле пуҫне тайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Тавралӑхра йӑшӑлт та илтӗнмест, курӑксем хӑйсен ешерлӗхне ҫухатнӑ ӗнтӗ, вӗсем ҫине такам юри тӗллӗн-тӗллӗн сивӗ кӗл сапаланӑ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Тавралӑхра ӳсен-тӑран тӗнчи, чӗрӗ пурнӑҫ сӗткенӗпе кӳпчес картне ларса, тӗксӗм симӗсленме те ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех