Шырав
Шырав ĕçĕ:
Темле плансем тӑватчӗҫ, тавлашатчӗҫ, кулатчӗҫ, вара уроксем пӗтсен ушкӑнпа тухса каятчӗҫ.
Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.
Пикпулатпа ҫапӑҫса каяс пек тавлашатчӗҫ, те ҫавӑнпа кӑмӑл тумарӗ.
4. Иртнӗ кунӑн ҫути ҫук // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Пӗр каласан, вӗсем ӗҫме ҫеҫ мар, пӗр-пӗринпе урса кайсах тавлашатчӗҫ.
XXIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Час-часах вӗсем пӗрле пухӑнса кӗнекесем вулатчӗҫ, вуласа тухнӑ хыҫҫӑн ун ҫинчен калаҫатчӗҫ, чарӑнайми тавлашатчӗҫ, кроссвордсем, викторинӑсем, ребуссем шухӑшласа кӑларатчӗҫ.
«Ан кулян, анне» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Шӳт туса, савӑнӑҫлӑн калаҫкаласа, хуҫа вӗсене, вӗсем хуҫана улталама тӑрӑшатчӗҫ, хӑш чухне тата хыттӑнах тавлашатчӗҫ, анчах пуринчен ытларах пӗрле харӑссӑн савӑнса кулатчӗҫ.
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хампа мӗн пулса иртни ҫинчен эпӗ пиччене те, туссене те нимӗн те каламарӑм, вӗсем тем ҫинчен хӗрсех тавлашатчӗҫ те, эпӗ, ҫак пулса иртнӗ тӗлӗнмелле ӗҫ ҫинчен шухӑшласа, пӗр кӗтесе пӗччен лартӑм.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Занятисем хыҫҫӑн вӗсем мастерскойӗнче, Алексей Саввич сӗтелӗ патӗнче пухӑнатчӗҫ, кӑшкӑратчӗҫ, тавлашатчӗҫ, пӗр-пӗрне пӳлсе калаҫатчӗҫ.
56 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Сӑмахран, икӗ ушкӑна уйрӑлатчӗҫ те, леш ҫырана хӑшӗ малтарахран ишсе каҫса, унта хӑвӑртрах йӗркеленсе тӑрӗ? — тесе тавлашатчӗҫ.
35 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Каторжансем ҫав хӗвел пайӑрки синче ларассишӗн тавлашатчӗҫ:
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Калаҫатчӗҫ вӗсем, хирӗҫетчӗҫ, тавлашатчӗҫ, хӑш чухне чуптӑватчӗҫ, ҫавӑнпа ӗнтӗ вӗсем — аттепе анне.Они разговаривали, ссорились, спорили о чем-то, иногда целовались, но ведь на то они — мать и отец.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Ксени каҫ пулсан кунта пӗтӗм ҫемье пуҫтарӑннине, пурте пысӑк сӗтел тавра пурҫӑн шерепеллӗ хӗрлӗ сарӑ абажур айне вырнаҫса ларнине аса илчӗ — чей ӗҫетчӗҫ, доминолла, картла вылятчӗҫ, радио итлетчӗҫ, сасӑпа интереслӗ кӗнеке е хаҫатра тухнӑ статьяна вулатчӗҫ, тавлашатчӗҫ, савӑнатчӗҫ, уявсем ирттеретчӗҫ — ҫакӑ пӗтӗмпех уҫҫӑн, шавлӑн, пурин куҫӗ умӗнче пулса иртетчӗ.
2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пуринчен ытларах вӑтам хресченсем тухрӗҫ, вӗсем колхоза кӗрессе те чи кайран кӗнӗччӗ, пухусенче яланах нимӗн чӗнмесӗр ларса ирттеретчӗҫ, нарядчиксемпе пӗрехмаях тавлашатчӗҫ, ӗҫе тухасшӑнах марччӗ.
29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
- 1