Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тавлаш сăмах пирĕн базăра пур.
тавлаш (тĕпĕ: тавлаш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ан тавлаш.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Угрозыска кай, следователь патне пыр, ху мӗн пӗлнине пӗтӗмпех каласа пар, ӗнентер, тавлаш, майсем пур пулсан — йӗкӗте хӳтеле…

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эпӗ сана: «Тавлаш унпа, Виктор. Ӗнентер ӑна. Уҫҫӑнах ҫапӑҫ, ҫынсем умӗнчех, тӗрӗслӗхшӗн тӑр, тӗмсем ӑшне ан пытан!» тейӗттӗм.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ан та тавлаш!

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

☀️ Ватӑ ҫынпа ан тавлаш теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тавлашу ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1300

☀️ Хаяр чӗлхелле ҫынпа ан тавлаш, ун вучӗ ҫине вут хурса ан амалантар.

Куҫарса пулӑш

Тавлашу ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1300

Ялсене тухса ҫӳренӗ чух ҫынсемпе йӗркеллӗ калаҫ, хӑвна сӑпайлӑ тыт, ваттисене ан кӳрентер, ҫамрӑксемпе ҫепӗҫ пулма тӑрӑш, шалӑпсене лайӑх тӗрӗсле, эрех хыҫҫӑн ан кай, аслисем каланине пурне те итле — пурнӑҫла, ан тавлаш, пӗр-пӗр ыйтӑва татса панӑ чух йӑнӑш тусан — хӑв ҫине ил, ман ҫине ан йӑвантар, — каланӑҫемӗн калать ҫак.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентеҫҫӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 23–26 с.

Вӑйлӑ ҫынпа ан кӗреш, пуян ҫынпа ан тавлаш, теҫҫӗ вӗт пуянсем.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пурнас килсессӗн ан тавлаш.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Асту, ытлашши ан тавлаш манпа, Сахвине инке…

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Асту, кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗртен ан тавлаш.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эсӗ кала, ан тавлаш!

— А ты рассказывай, не спорь!

IX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Эс ан тавлаш, атте! —

Ты не спорь, отец!

7 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Павел Григорьевич хирӗҫлесе те пӑхнӑ — ӗҫ тухман: ун чухне: «пуянпа ан тавлаш», текен ниҫта та ҫырман закон пулнӑ ҫав.

Пробовал Павел Григорьевич бороться, — ничего не вышло, тогда царил неписаный закон: «С богатым не судись».

Пӗрремӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.

— Нихӑҫан та пуҫа хурса ан тавлаш.

— Не ручайся никогда головой.

23. Ҫаврӑма пӗтерни // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

— Малютин, ан тавлаш!

— Малютин, не спорь!

27 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

— Ан тавлаш, тете!

— Не спорь, дядя!

XVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

— Анне, ан тавлаш вӗсемпе, — хӑраса пӑшӑлтатрӗ Людмила.

— Мамочка, не спорь с ним, — в ужасе зашептала Людмила.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ӳлӗмрен нихҫан та ан тавлаш — паллӑ пур-тӑк, вӑл ахаль мар, мӗне те пулин пӗлтеретех, асту ман сӑмаха!

И не говори лучше в другой раз — примета, она и есть примета, попомни мое слово!

Юлашки сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Эсӗ ан тавлаш.

Ты не спорь.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех