Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пулмасть тек сан упӑшка, ма тесен ӗҫ, нуша, ачасем сана, типӗтсе, нӗрсӗрлетсе янӑ; пулмасть сан манкаллӑ, ҫӗтӗк-ҫатӑк ачусен ашшӗ; хӑвах эсӗ, вӑй ҫитменнипе сывлӑш ҫавӑраймасӑр хӑшкӑлса, суха тӑвӑн, сӳрелӗн, косилка ҫинчи валемсене иле-иле пӑрахӑн, лав ҫине тийӗн, виҫӗ вӗҫлӗ йывӑҫ сенӗкпе тулӑ улӑмӗн йывӑр ҫӗклемӗсене йӑтӑн; туйса илӗн вара эсӗ пилӗк айӗпе темӗн касса кайнине, туйса илӗн те — ҫӗтӗк ҫитӗпе витӗнсе хутланса выртӑн, юн кайнипе антӑхса асапланӑн.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Страницăсем:
- 1