Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӳнтересшӗн (тĕпĕ: сӳнтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Завьялов хӑйӗн шанчӑкне тӳрех сӳнтересшӗн пулмарӗ, ҫав шанчӑка пӑрахма та пултараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ахӑртнех, тавӑру вутне вӗсен асапӗпе сӳнтересшӗн пулчӗҫ пулас.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпир тӑватсӑмӑр та пиншака тата ҫунса пӗте пуҫланӑ бомбӑна сӳнтересшӗн тӗрмешетпӗр, тимӗр тӑрӑх шӑвакан ҫулӑма таптатпӑр.

Мы вчетвером тушили куртку и догоравшую под ней зажигалку, и сбивали языки пламени, которые ползли по листам железа.

1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Халӗ вӗсене эпир хӑрушӑ чуралӑхра пурӑнни ҫитмест, вӗсем ӗнтӗ хӑйсен йӗрӗхӗсене тупа турӗҫ — вӗсем Санӑн ӳкӗтне аркатасшӑн, Санӑн еткерне тӗп тӑвасшӑн, Сана мухтаса юрлакансен ҫӑварне хупласшӑн, Санӑн Ҫуртун чапне, Сана парне кӳмелли вырӑнӑн чапне сӳнтересшӗн, халӑхсене суя турӑсене мухтаттарасшӑн, ӗнтӗ этем-патшана ӗмӗр-ӗмӗрӗпе аслӑласшӑн.

А ныне они не удовольствовались горьким рабством нашим, но положили руки свои в руки идолов своих, чтобы ниспровергнуть заповедь уст Твоих, и истребить наследие Твое, и заградить уста воспевающих Тебя, и погасить славу храма Твоего и жертвенника Твоего, и отверзть уста народов на прославление тщетных богов, и царю плотскому величаться вовек.

Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех