Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӳнменнине (тĕпĕ: сӳн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
– Вӗсем ҫулсем иртсен те юрату хӑвачӗ чакманнине, шанӑҫпа ӗненӳ сӳнменнине ҫирӗплетнисӗр пуҫне пурнӑҫри йывӑрлӑхсене пӗрле парӑнтарма ҫӑмӑлрах пулнине те ӗнентереҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

«Атте-анне пилне ӑса хывнӑран эпир телейлӗ» // Валентина БАГАДЕРОВА. http://www.hypar.ru/cv/news/atte-anne-pi ... ir-teleyle

Кӗтерук чылаях ырханланнӑ пулин те, Ваҫли унӑн салхуллӑ куҫӗсенче чунне тыткӑнра усракан ӑшпиллӗхпе ҫепӗҫлӗх сӳнменнине асӑрхама ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Плитка сӳнменнине пула тата Клавдя виртленипе пушшех макӑра пуҫларӑм.

И стал плакать ещё больше, зачем плитка не тухнет и Клавка дразнит.

Газ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Федя малалла туртӑнчӗ; хӑйӗн чӗри вӗриленсе кайнине туйса илчӗ вӑл: чӗринчи юратӑвӗ те сӳнменнине ӑнланса илчӗ: Федя Голубев хӑйӗнчен инҫетре пулсан та, каҫхи тӗтре витӗр унӑн куҫӗсем хаваслӑн выляса тӑнине Катя асӑрхарӗ.

Федю качнуло; почувствовав, как светло и жарко стало у него на душе, он понял: Федор Голубев жив, и любовь в его сердце жива: Даже на расстоянии, даже сквозь голубовато-серый ночной воздух Катя увидела, как радостно вспыхнули глаза Феди Голубева.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Вӑл мӗнле пурӑннине, унӑн ӑс-хакӑлӗ мӗнлине, пурнӑҫ хӗлхемӗ сӳннипе сӳнменнине — ют ҫын пӗлеймӗ…

А что с ним, как он переносит свою жизнь, умер ли он нравственно или еще тлеет искра жизни — этого посторонний не узнает…

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫын вилсен хӑшӗн ҫинчен ҫийӗнчех манаҫҫӗ, теприн ҫинчен вара сыпӑкран-сыпӑка ырӑпа асӑнаҫҫӗ, ҫакӑ вӑл туса хӑварнӑ ӗҫсен хӑвачӗ сӳнменнине пӗлтерет.

Куҫарса пулӑш

Манӑҫми ырӑ ӗҫсем // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех