Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӗтӗрет (тĕпĕ: сӗтӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Харлаттарсах ыйхӑ чӑпти сӗтӗрет.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хыҫалти Улюкӑнне каялла сӗтӗрет, тормоз тытми пулать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Тукмак хӳре кӗпе ҫаннинчен ҫыртрӗ те мана урапа ҫинчен аялалла сӗтӗрет.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Вӗсемпе те килӗштереймест Сехенер, час-час судсем-мӗнсем тӑрӑх сӗтӗрет, мӗн те пулин шыраса илесшӗн тепеҫленет.

Куҫарса пулӑш

Шӑлӗ витменнипе // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 32–34 с.

Пуҫлӑх тесе майӗпен, Ӗҫри ҫынсем сисиччен Мӗскер лекет аллине Сӗтӗрет хӑй йӑвине.

Куҫарса пулӑш

Ҫитет! // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 23 с.

Путене ют йӑвари пурлӑха хӑйӗн йӑвине сӗтӗрет.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Темле тапаҫлансан та хӑватлӑ шыв юхӑмӗ хӑйпе пӗрле анаталлах сӗтӗрет.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кӗҫен кӗрӳ такмаклать, Сарӑ хӗре пӑркалать, Ташламашкӑн сӗтӗрет, Хӗре ташша илтерет.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Каҫӗ вара, ҫӳлевӗҫ хир качаки патне лӑппӑн-лӑппӑн йӑпшӑнса, хырӑмӗ ҫинче шуса пынӑ пек, хура юпӑнчине вӑрман ҫинелле ытлашши хыпаланмасӑр, анчах ҫине тӑрсах сӗтӗрет те сӗтӗрет.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Халӗ вӗсене кам мӗнле пӗлет - ҫапла тустарать: кирпӗч хӑйпӑтать, хӑма сӗтӗрет

Куҫарса пулӑш

Ялта клуб ҫук // Хыпар. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 14 с.

Пӗр япалана ҫирӗм ҫул сӗтӗрет.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Арҫынни ӑна малалла сӗтӗрет пулас, ку тек утасшӑн мар.

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Альберт туратсем иртсе сӗтӗрет.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Катя мана класалла, хӑйпе юнашар ларма сӗтӗрет.

Куҫарса пулӑш

Шкула ҫӳреме пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ӑҫта пӗр-пӗр «хуҫасӑр» япала курать — килне сӗтӗрет, ҫийӗнчех ӑна ӗҫе вырнаҫтарать.

Увидит где какую-нибудь бесхозную вещь — тут же утащит к себе в дом.

Ҫухалнӑ ҫынна тупни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл хӑйӗнчен темиҫе хут пысӑк кукамай виллине ҫаклатнӑ та, ӑна путӑксенче чӗтреткелесе тулалла сӗтӗрет.

Взвалив на себя в несколько раз больше самого гусеницу бабочки, он волочит ее через неровности иа земле куда-то наружу.

Утарта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Укахви, ун кӑмӑлне пӗлсе, ӑна вӑйпах хӑйсем патне сӗтӗрет.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кашни чӗр чун ӑҫта та пулин васкать, мӗн те пулин йӑвантарать, сӗтӗрет, шырать.

Куҫарса пулӑш

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӳрне вӗҫӗнчи йӗпӗс вӗҫӗмсӗр ҫип сӗтӗрет.

Куҫарса пулӑш

5. Ҫураҫнӑ хӗр // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗр хӗрхенӳсӗр вирхӗнекен пӑравус мана инҫетрен инҫете сӗтӗрет.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех