Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫак кунах Раҫҫейре автотуризма аталантарасси ҫинчен иртнӗ ҫавра сӗтелте ку тӗлӗшпе Чӑваш Республики пилотлӑ регион пулма пултарасси ҫинчен те калаҫу пынӑ.
Республикӑпа туллин паллашма май пулнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/05/%d1%80%d0%b ... %83%d0%bb/
Ҫавӑн пекех ҫавра сӗтелте ҫыравҫӑ, поэт тата таврапӗлӳҫӗ, Ҫӗрпӳ районӗн Хисеп гражданинӗ Александр Ильин пулнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнче чӑваш чӗлхи тавра ҫавра сӗтел иртнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31616.html
— Конвертсем сӗтелте, сулахай ещӗкре.
Кӗтмен экзамен // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Чӑваш Ен стенчӗ туристсене ытларах чӑваш тӗррипе тата экологилле таса апат-ҫимӗҫпе илӗртни пирки те хускатнӑ ҫавра сӗтелте.
Чӑваш Ене туристсене «Вӑтам Раҫҫей тайгипе» илӗртесшӗн // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах
Пӑхать — сӗтелте ещӗк тулли укҫа.
XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ку сӗтелте тӗрлӗ тӗслӗ татӑксем, пӗр-икӗ телефон наушникӗ, велосипед насосӗн тимӗр вӗҫӗ, чӑлха ҫыхмалли шӑмӑран тунӑ йӗп, тулли мар карт колоди тата ҫӑмран арланӑ ҫип ҫӑмхи ҫеҫ выртатчӗҫ.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Шӳрпе хуранта, ҫӑкӑр сӗтелте, шыв ҫӑлра, пуҫу хулпуҫҫи ҫинче…Щи в котле, каравай на столе, вода в ключах, а голова на плечах…
Мальчиш-кибальчишпа унӑн ҫирӗп сӑмахӗ ҫинчен хывнӑ халап // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 147–157 с.
Ксени лӳчӗркеннӗ кӗпине хыврӗ, тӗкӗр умӗнче пӑртак тӑртаннӑ пит-куҫне пудрӑ сапрӗ, пӗчӗк сӗтелте тахҫан илнӗ помадӑ тупса, тутине пурнӑҫӗнче пӗрремӗш хут кӑшт хӗретрӗ.
26 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Унӑн ӗҫӗ чӑн-чӑн ӑсчахсене те кӑсӑклантарса ячӗ: Яковлев Петр Яковлевич (Петӗр Яккусен) пытарса тӑмарӗ, ҫавра сӗтелте итленӗ докладсенче хӑйне валли ҫӗнӗ япала сахал мар илтни пирки пӗлтерчӗ.
Академиксемпе чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем пӗрле Николай Ашмарин ӗҫне хакларӗҫ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/24445.html
Манӑн сӗтелте вӑрман тӑрӑхӗсен картти выртатчӗ.
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кам чаваланма пултарнӑ ман сӗтелте?
III. Икӗ тӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫӑра уҫҫисем правленире, манӑн сӗтелте выртаҫҫӗ, факт!
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
- 1