Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унӑн алли чӗтрет: сӗтелрен шаклатрӗ те флакон вырӑнтах тӑрать, — хӗрхенӳҫӗ эшафота тивӗҫлӗ туйӑмсен чӗмсӗр кӳнтелене.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Унтан сӗтелрен ҫатӑрласа тытрӗ, аялалла шуса анчӗ те тӑсӑлса выртрӗ.
XXVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
— Выльӑр, — терӗ Дэзи сӗтелрен черчен путӑклӑ шурӑ чавсисемпе тӗревленсе тата питне ал тупанӗсемпе хӗстерсе тытса, — эпӗ вара сӑнатӑп.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Гез ҫывӑха пырсанах айккинелле пӑрӑнтӑм, кӳлепи ман ҫине ӳкесрен шикленетӗп; Гез сылтӑм аллипе сӗтелрен таянчӗ, сулахаййипе каҫӑрӑлса ҫӗкленчӗ.
XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Атте тепӗр чух, — ку ытларах вӑл вӑйлӑ ӳсӗрӗлсен пулкалатчӗ, — манпа ҫыхӑнусӑр та ҫепӗҫҫӗн калаҫатчӗ; ас тӑвасса — вӑл карап пурнӑҫӗнчи ӗҫ-пуҫ, ишевсем ҫинчен кала-кала кӑтартатчӗ, калаҫу пӗтеспе вара ялан тенӗ пекех сӗтелрен чӑмӑрӗпе тӳнклеттере-тӳнклеттере хушса хуратчӗ:
I. Биографи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Шакмаксем сӗтелрен ҫапӑнма — самантлӑх — чарӑнчӗҫ; килсе тӑнӑ ҫынран сӑн-питсен саланкӑрлӑ аптӑравӗ тирӗнчӗ.На мгновение кости перестали ударяться о стол; рассеянное недоумение лиц было обращено к пришедшему.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Пӑрахса хӑварнӑ сӗтелрен аякра юлнисем — вӗсем йышлах мар — темӗн пирки канашлаҫҫӗ.Немногие оставшиеся советовались о чем-то по сторонам, вдалеке от покинутого стола.
XIX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ганувер пӑхнӑ еннелле тӗмсӗлсе кӳпчем питӗнчи мӑн кӑмӑллӑ сӑнлӑ, йӗкӗлтевлӗ куҫ харшиллӗ, килпетсӗр тумлӑ ватӑ ҫынна куратӑп; итлесе пӗтерсен Дегуст йывӑррӑн ҫӗкленчӗ, сӗтелрен ал тупанӗсемпе тӗревленчӗ, айккӑн пӑхкаласа хуравларӗ:
XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Кресло ҫинче, чӳрече еннелле тӳртӗн, урисене хуҫлатса, хаклӑ сӗтелрен чавсисемпе тӗревленсе, пуҫне каҫӑртса мода ӳкерчӗкӗсенчи евӗр тумланнӑ йӗкӗт ларать.
XIV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Кӗрекенсем лармаҫҫӗпе пӗрех — вӑйӑ терчӗ вӗсене каллех залсене, ҫӳллӗ алӑксен ҫути еннелле хӑвалать; унта, табак тӗтӗмӗпе пайӑркасенче, ҫӗкленӳллӗ е айккӑн-хӑяккӑн пӑхакан сӑнлӑ ҫынсем сӗтелрен сӗтел патнелле хыпаланса чупкалаҫҫӗ.
VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Сантус ҫӗкленчӗ те — унӑн сӗтелрен тӗревленме тиврӗ.
Шурӑ шар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 136–139 с.
Мард сӗтелрен чавсаланчӗ, ӑслӑ сивлек куҫӗсене ҫиҫтерсе журналӑн таса страници енне лашалла пичӗпе тайӑлчӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Гусев — саланкӑрлӑн — Лося тӗсерӗ те сӗтелрен шаклаттаракан пӳрнисем ҫине куҫӗсене антарчӗ.Гусев, словно рассеянно, взглянул на Лося, опустил глаза на свои постукивающие по столу пальцы.
Ҫулташ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Эпӗ мана пӗлме юраманнине вуласа илнине асӑрхаса пулас, аллине ман хулпуҫҫи ҫине хучӗ те атте, хуллен тӗртсе, сӗтелрен аяккарах пӑрӑнма хушрӗ.
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сенкертерех ҫутӑ чӳрече витӗр шалалла кӗнӗ, пӳртри сӗтелрен, тенкелрен, урайӗнче тӑракан витререн тӗлӗнмелле хӑратакан мӗлкесем ӳкнӗ.
II // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Павел сӗтелрен Окунев браунингне илсе, кӗсъене чикрӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Вӑл, аллисемпе сӗтелрен тытса, ҫамкине хаяррӑн пӗркӗлентерсе, пурте майӗпен шӑпланма пуҫличченех зал ҫине пӑхрӗ.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Амӑшӗ сарӑхса кайнӑ фронтри хаҫата сӗтелрен кӑларать, унта Кры фрончӗн 1942 ҫулхи мартӑн 1-мӗшӗнчи приказне пичетленӗ:
Володя урамӗ (Эпилог) // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Мойсей Мойсеич тепӗр пӳлӗмрен хыҫсӑр тенкел илсе тухрӗ те сӗтелрен кӑшт айккинерех вырнаҫса ларчӗ.Мойсей Мойсеич принес из другой комнаты табурет и сел на некотором расстоянии от стола.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Чӳрече патӗнчи шурӑ сӗтел, чертежнӑй сӗтелрен ҫеҫ тунӑ пулин те илемлӗскер, паллах ӗнтӗ Сашӑн.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1
- 2