Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӗтеле (тĕпĕ: сӗтел) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр куннех председатель сӗтеле шаккама, колхозниксене кӳрентерме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Яшка-ҫӑкӑрлӑ сӗтеле вилеймен шӑнасем сӑрса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Упӑшки, арӑмӗ ҫумӗнче хӑрӑк турат пек ҫеҫ курӑнаканскер, мӗнле тӑнӑ ҫаплах пӗр еннелле сулӑнса каять, сӗтеле пырса ҫапӑнать, икӗ турилккене урайне ӳкерсе сӗлӗ пӗрчи тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Не мошӑт пыть! — сӗтеле ҫӑмлашка чӑмӑрӗпе шаплаттарса ҫапрӗ ӳсӗрӗлнӗ Ҫӗпритун.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ванюк, ку ют ҫын ырӑ шухӑшлӑ маррине туйса, кашӑкӗпе сӗтеле ҫатлаттарма тытӑнчӗ, макӑра пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Безбородов сӗтеле тӑрӑслаттарнипе телефон аппарачӗ пӗр вырӑнта сиккелесе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Чарӑн, ухмах, — Дорфман чӑмӑрӗпе сӗтеле ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Халӑх тӑшманӗ вӗт эсӗ! — кӑшкӑрса ячӗ влаҫ хуралҫи, сӗтеле чӑмӑрӗпе ҫапса.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Заем! — урисемпе тапӑртатрӗ чӗнмесӗр килни, чӑмӑрӗпе сӗтеле, тӗнче пуҫланнӑранпа та шуратман кӑмакана ҫапкаларӗ…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Упӑшка кивӗ сарӑлакан сӗтеле туртса кӑларчӗ те, ку конструкцие ӗҫлеме майлаштарса ҫитерчӗ.

Муж достал старый раскладной стол, и эту конструкцию довел до рабочего состояния.

Пӗрле ытларах тума пултаратпӑр // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -r-3475759

Осокин тӗксӗмленет, пӳрнисемпе сӗтеле шаккать.

Куҫарса пулӑш

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Оля сиксе тӑнӑ, анчах следователь сӗтеле чышкипе ҫапнӑ, Ольӑна ларма хушнӑ, ун хыҫҫӑн вара вӑрӑм документ вуласа пама тытӑннӑ, ҫав документ тӑрӑх, акӑ мӗн пулса тухнӑ: Арсентий Павлович Соколов, вӑтӑр ҫиччӗмӗш ҫулта хӑйӗн виҫҫӗмӗш сыпӑкри тӑванне вӑл халӑх тӑшманӗ пулнӑшӑн суд тунине пытарса пурӑннӑскер, хӑй ют ҫӗршыв агенчӗ пулса тӑрать, ӑна вӑрҫӑ пуҫламӑшӗнчех лешсем хӑйсем майлӑ ҫавӑрнӑ, халӗ, хӑйӗн хуҫисем хушнине пурнӑҫласа, юрӑхсӑр ҫӗнӗ топливо хатӗрленӗ, ҫав топливӑпа усӑ курнипе куҫ кӗретех катастрофа пулмалла пулнӑ…

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Чӑнах, интереслӗ ӗҫсем пулса иртеҫҫӗ сирӗн унта, — пӳрнипе сӗтеле шӑк-шак тутарса илчӗ райком секретарӗ.

Куҫарса пулӑш

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Сӗтеле ҫапатӑр.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫапла шавласа ларсан-ларсан, Мустай алтӑр пек чышкипе сӗтеле тӑрӑс! тутарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑрӑм пӳрнипе сӗтеле икӗ хутчен шак! шак! шаккарӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Сӗтеле шӑлса тасатрӗ.

Куҫарса пулӑш

IX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӗсем ҫак мероприятие йӗркеленӗшӗн савӑннине палӑртрӗҫ, ҫавра сӗтеле хутшӑнакансене ашшӗн ҫутӑ сӑнарне асра тытнӑшӑн тав турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ кун-ҫул // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d0%bf%d0%b ... %83%d0%bb/

«Ҫавра сӗтеле» Издательство ҫурчӗн директорӗ-тӗп редакторӗ Татьяна Вашуркина ертсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗп редактора, вӗрентекенӗмӗре асӑнтӑмӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/tep-redaktor ... -asantamar

Вӑл кӳпшек пӳрнисемпе сӗтеле тӑкӑртаттарса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех