Шырав
Шырав ĕçĕ:
23. Ситтим йывӑҫӗнчен сӗтел ту, тӑршшӗ икӗ чике, сарлакӑшӗ пӗр чике, ҫӳллӗшӗ чике ҫурӑ пултӑр, 24. ӑна таса ылтӑн сӑр, ун тавра [эрешлесе] ылтӑн кӑшӑл ҫавӑр; 25. ун тавра ывӑҫ тупанӗ сарлакӑш шакӑлча туса ҫаврӑн, шакӑлчи тавра ылтӑн кӑшӑл ту; 26. ун валли тӑватӑ ылтӑн ункӑ ту та ункисене тӑватӑ кӗтесе унӑн тӑватӑ ури ҫумне ҫыпӑҫтар; 27. сӗтеле каштапа ҫӗклесе ҫӳреме каштине чикмелли ункисем шакӑлча ҫумӗнче пулмалла; 28. каштисене вара ситтим йывӑҫӗнчен ту, вӗсене [таса] ылтӑн сӑр, ҫакӑ сӗтеле ҫав каштасемпе ҫӗклесе ҫӳрӗҫ; 29. ҫаплах тата ун валли тирӗксем, тӗтӗркӗчсем, чашӑксем, ӑсса ямалли куркасем ту: вӗсене таса ылтӑнран ту; 30. сӗтел ҫине Ман умӑма яланах Турӑ умне хумалли ҫӑкӑрсем хурса тӑр.
Тух 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл виҫҫӗр-тӑватҫӗр тӑваткал метрлӑ пысӑк зал илчӗ, вӑйӑсем выляса кӑтартма мана валли утмӑл метр сарлакӑш сӗтел тупса лартрӗ; эпӗ сӗтел ҫинчен ӳкесрен сӗтел хӗррипе, виҫӗ фут ҫӳлӗш решетке тытса ҫаврӑнчӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Вара пурте пӗрле пухӑнса юман сӗтел хушшине лараҫҫӗ, сӗтел ҫине ҫитӗпе витнӗ, тутлӑ апат-ҫимӗҫ сӗтел йӑтайми хурса тултарнӑ, пыл та сӑра нумай; ҫиеҫҫӗ, ӗҫеҫҫӗ, уҫӑлаҫҫӗ, пӗр-пӗрне ӑшӑ сӑмахпа йӑпатаҫҫӗ.
Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.
Юлташӗсемпе сӗтел хушшине вырнаҫса ларсан, Крикс пӳлӗмӗн пӗр кӗтессинчи пӗчӗк сӗтел ҫинче апат юлашкисем выртнине тата сӗтел умӗнче такам тенкелӗ ларнине асӑрхарӗ.
VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн эпӗ, чи хаваслӑ кӑмӑлпа сиккелесе, зал еннелле пыраттӑм, сасартӑк алӑк хыҫӗнчен аллине сӗтел ҫитти тытнӑ Наталья Савишна сиксе тухрӗ, мана ярса тытрӗ те, эпӗ мӗнпур вӑйран хирӗҫ тӑнине пӑхмасӑр: «Ан варала сӗтел ҫиттине, ан варала сӗтел ҫиттине!» — тесе, питрен йӗпе япалапа сӑтӑрма пикенчӗ.
XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Бурмистров аллисене ҫурӑмӗ хыҫнелле тытнӑ, куҫӗсене мӑч хупмасӑр сӗтел ҫине пӑхса тӑрать, сӗтелӗ ҫине тӗрлӗрен тӗлӗнмелле япаласем питӗ типтерлӗн хурса-лартса тултарнӑ: сарӑ пӑхӑртан шӑратса тунӑ вӗшле йытӑ-кӗлетки, хурҫӑран тунӑ кубик, кӗске кӗпҫеллӗ хура револьвер, чеччерен ӑсталанӑ ҫаппа-ҫарамас хӗрарӑм, этем пуҫ-чашки евӗр шӑмӑ алтӑр, алтӑрӗнче — сигаретсем, сӗтел ҫинчех тата хутсем чиксе тултарнӑ темӗн чухлӗ папкӑсем выртаҫҫӗ, пуринчен те ҫӳлерех мрамор колонӑллӑ, тӑваткал абажурлӑ ҫӳллӗ лампа ҫӗкленсе ларать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Чи ансат мел — тӑсмалла кӑна пек ӗнтӗ калаҫӑва сӗтел хушшинче малалла, анчах Альбина Альбертовна шухӑшӗ ку тӗлӗшрен пачах урӑхла: апат сӗтелӗ хушшине «философипе айкашма» мар, апат ҫиме лараҫҫӗ, унсӑрӑн мӗнпе уйрӑлса тӑтӑр-ха вӑл ӗҫ ҫыру сӗтелӗнчен?
10 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Молебен хыҫҫӑн хӗрарӑмсем поселок урамне сӗтелсем ҫӗклесе тухрӗҫ вара рабочисем сӗтел хушшине, така какайӗпе пӗҫернӗ ҫуллӑ лапша тултарнӑ йывӑҫ чашӑксем умне, мӑнаҫлӑн кӗрсе ларчӗҫ, кашни сӗтел ҫинче пӗр витре килте тунӑ хаяр сӑра тата пӗр четверть эрех тӑнӑ; ҫакӑ вара кӑмӑлсӑр, ӗшенсе ҫитнӗ ҫынсене часах савӑнтарса ячӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫыру сӗтелӗ ҫумне заседанисем ирттермелли вӑрӑм сӗтел тӗкӗнтерсе лартнӑ, сӗтел хушшинче Залкинд ларать.Залкинд сидел за длинным столом для заседаний, приставленным к письменному столу.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ку сӗтел умӗнче чи йышлӑ ушкӑн ларать: ҫыхса тунӑ ҫӗнӗ архалук тӑхӑнса янӑ ҫамрӑк та уссисӗр офицер чейнике вӗретнӗ шыв тултарать (архалукне хӗрарӑм халатӗнчен тунӑ, пулас, вӑл); пӳлӗм кӗтессисенче, унта та кунта, тата тепӗр тӑватӑ офицер лараҫҫӗ, леш офицер пекех, пурте ҫамрӑкскерсем хӑйсем: вӗсенчен пӗри, пуҫ айне темӗнле кӗрӗк хунӑ та, диван ҫинче ҫывӑрать; тепри, сӗтел умӗнче тӑраканни, сӗтел хушшинче ларакан алӑсӑр офицере така ашӗ касса парать.
3 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Чижик алӑк уҫса пӑхать, пӳлӗмре пӗр япала та хӑй вырӑнче мар: Лена кровачӗ ҫук, сӗтеле урай варрине кӑларса лартнӑ, ҫыру сӗтелӗпе буфет ҫинче хӑйсен тата ют ҫынсен чашӑк-тирӗкӗ ларать, пукансемпе диван ҫинче тӗрлӗ ҫыхӑсем выртаҫҫӗ, Лена тӑватӑ юлташӗпе сӗтел хушшинче, пӗҫертнӗ пӳрнисене вӗре-вӗре, пӑсланакан ҫӗрулми шуратса ларать.
Вӗренсе тухакансем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Сӗтел ҫитти сӗтел хӗрринчен пӗр 20 см чухлӗ усӑнса тӑрсан, сӗтел капӑр курӑнать.
Апат лартнӑ сӗтел // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Анчах Ким пичче Баин-Цаганск ҫапӑҫӑвӗ ҫинчен калама пуҫласан, вӑйлӑ аллисемпе сӗтеле хӑвӑрт ҫӗклесе хӑй умне хӑяккӑн лартсан, ҫакӑ вӑл — юханшывӑн ҫӳллӗ ҫыранӗ, партӑсем ларакан ҫӗрте — пирӗн ҫар вырнаҫнӑ, кашни парта — танк, кунта пирӗн командовани вӑй пухать, ак кунтан, сӗтел хыҫӗнчен шыв хӗрринелле японцӑсем упаленсе килеҫҫӗ тесен (Ким пиччен пӳрнисем сӗтел хыҫӗнчен курӑнчӗҫ), — ытарайми кӑтартуллӑ каласа панине юратнипе хӑнан пур айӑпне те каҫарчӗ Светлана.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Захар ӑҫта та пулин пӑрӑнсанах, Анисья сӗтелсем, дивансем ҫинчи тусана шӑлса илет, форточкӑна уҫса ярать, чӳрече каррисене тӳрлетет, урай варрине ывӑтнӑ атӑсене вырӑна илсе лартать, параднӑй кресла ҫине ҫакса янӑ панталонсене илсе хурать, кӗпесене пурне те йӗркелесе хурать, сӗтел ҫинчи хутсене, кӑранташсене, пӗчӗк ҫӗҫӗсене, ҫырмалли хур тӗкӗсене — пурне те йӗркелесе хурать; лучӑрканса пӗтнӗ тӳшеке ҫемҫетет, минтерсене юсать — йӑлтах пӗр самантра тӑвать; кайран пӗтӗм пӳлӗме пит хӑвӑрт пӑхса ҫаврӑнать, мӗнле те пулин пукана шутарса лартать, комодӑн ҫурри уҫса хунӑ ещӗкне хупать, Захарӑн чӗриклетекен атӑ сассине илтсенех, сӗтел ҫинчи салфеткӑна илет те кухньӑналла тухса шӑвӑнать.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫав хушӑра илемлӗ тирпейленӗ столовӑйра саламлӑ ҫутӑсем йӑлтӑртатма пуҫлаҫҫӗ, ҫаврака пысӑк сӗтел ҫине апат-ҫимӗҫ лартаҫҫӗ; кӑвакарнӑ бакенбардлӑ Захар, мажордом ятне илнӗскер, сӗтел ҫине шӑнкӑртаттарса хрусталь савӑт-сапасем лартать, кӗмӗл кашӑксем хурать, час-часах стакан е вилка урайне ӳкерет; сӗтел тулли лартса тултарнӑ апата ҫиме пикенеҫҫӗ; кунтах Обломовӑн ачаранхи ҫывӑх тусӗ Штольц та, ытти палла-тӑран та пур; унтан ҫывӑрма выртаҫҫӗ…
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫав кун эпӗ тулӑх сӗтел хушшинче, темиҫе сӗтелсене пӗрлештерсе лартнӑ тӗлӗнмелле пысӑк сӗтел хушшинче ларатӑп.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
41. Хапхан икӗ айккинче пӗр енче — тӑватӑ сӗтел, тепӗр енче — тӑватӑ сӗтел: пурӗ сакӑр сӗтел, унта парне валли илсе килнӗ выльӑха пусаҫҫӗ.
Иез 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫутаткӑҫсемпе ылтӑн лампадӑсем валли, кашни ҫутаткӑҫпа лампада виҫине палӑртса, ылтӑн панӑ; ҫавӑн пекех кӗмӗл ҫутаткӑҫсем валли, кашни ҫутаткӑҫӑн, кашни лампадӑн виҫине палӑртса, вӗсемпе хӑш тӗлте усӑ курмаллине шута илсе, кӗмӗл панӑ; 16. парне ҫӑкӑрӗсем хумалли сӗтел тума, ылтӑн сӗтелсем тума, кӗмӗл сӗтелсем тума ылтӑн тата кӗмӗл панӑ; 17. таса ылтӑнран тумалли кашни япалан виҫине палӑртса, юплешкесем, чашӑксем, сирпӗтмелли савӑтсем валли ылтӑн панӑ; кашни савӑтӑн виҫине палӑртса, кӗмӗл савӑтсем валли кӗмӗл панӑ; 18. ырӑ шӑршӑ тӗтӗрсе кӳмелли парне вырӑнне шӑратнӑ ылтӑнран тума, виҫине палӑртса, ылтӑн панӑ; Турӑ урапине, саккун арчи ҫийӗн ҫунаттисене сарса тӑракан херувимсене, тума ылтӑн панӑ.
1 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ситтим йывӑҫӗнчен сӗтел тунӑ: тӑршшӗ икӗ чике, сарлакӑшӗ пӗр чике, ҫӳллӗшӗ чике ҫурӑ пулнӑ, 11. ӑна таса ылтӑн сӑрнӑ, ун тавра ылтӑн кӑшӑл ҫавӑрнӑ; 12. ун тавра ывӑҫ тупанӗ сарлакӑш шакӑлча туса ҫаврӑннӑ, шакӑлчи тавра ылтӑн кӑшӑл тунӑ; 13. ун валли ылтӑнран тӑватӑ ункӑ шӑратса тунӑ, вӗсене унӑн тӑватӑ кӗтессине, тӑватӑ ури ҫумне ҫирӗплетсе лартнӑ; 14. сӗтеле каштапа ҫӗклесе ҫӳремешкӗн каштине чикмелли ункисем шакӑлча ҫумӗнче пулнӑ; 15. сӗтеле ҫӗклесе ҫӳреме ситтим йывӑҫӗнчен каштасем тунӑ, вӗсене ылтӑн сӑрнӑ.
Тух 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Чаршав тулашне сӗтел ларт, сӗтеле хирӗҫ кӗлӗ чатӑрӗн кӑнтӑр енне ҫутаткӑҫ ларт; сӗтелне [кӗлӗ чатӑрӗн] ҫурҫӗр енне ларт.
Тух 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.