Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӗрӗм сăмах пирĕн базăра пур.
сӗрӗм (тĕпĕ: сӗрӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӗрӗм, сӗрӗм кунта сирӗн, сӗрӗм! — терӗ вӗсене вырӑсла Гуев.

— Чад у вас, чад, чад, — сказал им Гусев по-русски.

Ӑнсӑртран пӗлни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Анчах кун пек аптраканни пӗр Сӗрӗм анчах мар пулнине каярахпа вӑл хӑех курнӑ; чыслӑрах ҫынсенчен нумайӑшӗ тата Америкӑна тарҫӑ е кухарка пулса ӗҫлеме каякан датчанкӑсемпе шведкӑсем те Сӗрӗм пекех карлӑк урлӑ усӑна-усӑна выртнӑ, вӗсем те Сӗрӗм пекех асапланнӑ.

Но потом увидел, что это не с одним Дымой; многие почтенные люди и даже шведские и датские барышни, которые плыли в Америку наниматься в горничные и кухарки, так же висели на бортах, и с ними было все то же, что и с Дымой.

III // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

«Пытараймастӑп эп санран: Пӗл, канӑҫ ҫук; тем, кунӗн-ҫӗрӗн Пуҫра тӑрать пек сӗрӗм, сӗрӗм

Куҫарса пулӑш

IV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ача пысӑк та йывӑр пулнӑ, анчах пилӗк уйӑхранах сӗрӗм тивнипе вилсе кайрӗ, унпа пӗрлех сӗрӗм тивнипе амӑшӗ те кӑштах вилсе каймарӗ.

Ребёнок родился крупный, тяжёлый, но через пять месяцев умер от угара, мать тоже едва не умерла, угорев вместе с ним.

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Матвей вырӑнӗ умӗнче тӑракан ҫын та Сӗрӗмех пулнӑ, анчах вӑл та темӗнле Сӗрӗм пек мар, урӑххи пек курӑннӑ…

И человек, стоявший над кроватью Матвея, был тоже Дыма, но как будто какой-то другой, на Дыму не похожий…

X // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Ку хут татӑкне малтан Матвей, унтан Сӗрӗм тытса пӑхнӑ, унтан Борк хӗрне те, вӑл вуласа параймӗ-ши тесе, чӗннӗ вӗсем, юлашкинчен Сӗрӗмӗн ҫӗнӗ пӗлӗшӗ — ирландец та хутшӑнса пӑхнӑ, анчах вӑл та ҫак хут татӑкӗ ҫине мӗн ҫырнине вуласа тухайман.

Осмотрели этот клочок сперва Матвей, потом Дыма, потом позвали девушку, дочь Борка, не догадается ли она потом вмешался новый знакомый Дымы — ирландец, но ничего и он не вычитал на этой бумажке.

VIII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Ун пек чухне Сӗрӗмпе чех хӑйсемпе пӗрле акӑлчана е паллакан нимӗҫе чӗнсе пӗр-пӗр кӗтесе кайса вырнаҫса ларнӑ, Сӗрӗм вара калаҫма вӗреннӗ.

В это время Дыма с чехом усаживались где-нибудь в уголке, брали к себе еще англичанина или знающего немца, и Дыма учился разговаривать.

III // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Ҫакӑн пек самантсенчен пӗринче, тинӗс тӗпӗнчен ҫӗкленекен ҫутӑ хӗлхемсем пек хӑйӗн тӗттӗм чунӗ тӗпӗнчен халиччен ӑнланмалла мар шухӑшсем капланса килнӗ вӑхӑтра, вӑл палуба ҫинче Сӗрӗме шыраса тупнӑ та: — Итле-ха, Сӗрӗм. Эсӗ ҫавах та мӗнле шухӑшлатӑн: мӗнле ирӗклӗх-ши унта вӗсен? — тесе ыйтнӑ.

В одну из таких минут, когда неведомые до тех пор мысли и чувства всплывали из глубины его темной души, как искорки из глубины темного моря, он разыскал на палубе Дыму и спросил: — Послушай, Дыма. Как ты думаешь, все-таки: что это у них там за свобода?

III // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Сӗрӗм Матвей ҫине пӑхса илнӗ, Матвейӗ те Сӗрӗм ҫине пӑхнӑ та: — Мӗн тӑвас-ха ӗнтӗ халь. Паллах, каяс пулать. Шыв тӑрӑх ҫуран чупса каяс ҫук, тен, ҫак нимӗҫ шуйттанӗнчен мӗн те пулин ыйтса пӗлӗпӗр-пӗлӗпӗрех, — тенӗ.

Дыма посмотрел на Матвея, Матвей посмотрел на Дыму и говорит: — А что ж теперь делать. Конечно, надо идти. Пешком по воде не побежишь, а от этого немецкого чорта все-таки, может, хоть что-нибудь доберемся…

II // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Сӗрӗм: ӗҫе чышкӑпа пулӑшмаллаччӗ, — тет, Матвей Сӗрӗмӗн пуҫне айӑплать.

Дыма говорит: надо было помочь кулаком, Матвей винит голову Дымы.

II // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Шӑп та шай ҫавӑ кирлӗ те ӗнтӗ халь! — кӑшкӑрнӑччӗ кӑна Сӗрӗм, анчах ҫак вӑхӑтра иккӗшӗ те вӑркӑнса кайнӑ, Сӗрӗм урисене ҫӳлелле тӑратсах кайса ӳкнӗ.

Как раз теперь это и нужно! — закричал было Дыма, но в это время оба отлетели, и Дыма упал, задравши ноги кверху.

II // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

1960 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗнче вӑл, 33 ҫул тултарнӑскер, Ваньли поселокӗнчи Чжунчжун кӑмрӑк шахтинче сӗрӗм газӗпе наркӑмӑшланса вилнӗ.

8 декабря 1960 года он умер от отравления угарным газом в угольной шахте Чжунчжун в поселке Ваньли в возрасте 33 лет.

Лай Циндэ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B0%D ... 0%B4%D1%8D

— Эс туртнипе пире сӗрӗм тивес ҫук.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗре кӗчӗ тенӗрен, ҫутӑ тӗнчерен ҫамрӑклах Ҫеҫпӗл Ҫерушӗ, Ҫӑпӑртта Коли, Венюк Исаев уйрӑлса кайрӗҫ: Венюк ҫемйипех — сӗрӗм тивсе, Сергей — хӑйӗн сывлӑхне упрама пӗлмесӗр, Коля — Кавказ вӑрҫи хыҫҫӑн мирлӗ пурнӑҫ тутине ӑша хывса киленме Гена пултараймасӑр.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Иккӗмӗш ҫул ҫунать, сӗрӗм кӑларать, хӑйӗн ҫулӗ ҫинче пӗтӗмпех ҫӗмӗрсе пырать Раҫҫейӗн Анлӑ хирӗнче вӑрҫӑ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӗтӗм е сӗрӗм пек япала пулчӗ ку.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Поэзие хӑйне сӗрӗм темерӗм эп.

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Нит тенине аса илетӗн-и пуҫ тӳпинчен пӗрмаях сӗрӗм мӑкӑрлансан?

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Карук Михали сӑмахӗнчен е аллинчи наганран ытларах хӑранӑ-ши ман аттепе анне — ҫавна тӗрӗссипе пӗлекен никам та ҫук ӗнтӗ, анчах вӗсем мунчара сӗрӗм тивнипе вилме шут тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— «Сулагаевсен ашшӗпе амӑшӗ мунча кӗме кайсан ӑнсӑртран сӗрӗм тивнипе вилнӗ», — ҫапларах калаҫҫӗ ялти ватӑсем, ман аттепе аннене (ялти пек каласан, Петӗр пиччепе Марье инкене) аса илсен.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех