Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑхса (тĕпĕ: сӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Малтан эпӗ унран хӑраттӑм, унпа, вӑл чӗнсен, ниҫта тухмастӑм… — сӑмахӗсене чӑх сӑхса ҫитермелле мар васкаса калаҫрӗ Римма.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Иртейместӗн иккен чӑнлӑхран, — Чун сисет — капкӑна ҫакланан, Сисрӗҫ эсӗ хура юнлине, Пире вӑрттӑн сӑхса тӑнине…

Куҫарса пулӑш

Ҫӑхавҫӑ // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 20 с.

Кама та пулин сӑхса вӗсем чунне кантараҫҫӗ.

Кого-нибудь ужалить для них удовольствие.

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Шыва тата ҫӗр те сӑхса илет.

А часть воды просочилась в землю.

Ҫӗр айӗнчи шыв // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Типсе кайнӑ ҫӗр ҫумӑрӑн малтанхи тумламӗсене хӑвӑрт сӑхса илет те исленсе каять.

Сухая земля быстро впитывает первые капли дождя и намокает.

Ҫӗр айӗнчи шыв // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Унӑн ҫав юратӑвне, хуйхи-суйхине, юррине ҫӗр хӑй ӑшне сӑхса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Хутран-ситрен тем сӑхса илсе ҫӑтать: ахӑртнех, пулӑ тытать пулас.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Йывӑҫ вуллисемпе кантӑксем ҫинче тачка ҫӗр сӑхса илме ӗлкӗреймен шыв кӳлленчӗкӗсен ҫути вылять, хӗвел ӑшшинче хускалмасӑр ларакан улмуҫҫисемпе ҫырла тӗмӗсем хушшинчен палӑри-палӑрми пӑс ҫӗкленет.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Пыл хурчӗсем сӑхса пӗтернӗ тӑватӑ ҫулхи арҫын ачана госпитализациленӗ, унӑн сывлӑхӗ пит йывӑр.

Госпитализировали с укусами четырехлетнего мальчика, он находится в тяжелом состоянии.

Пыл хурчӗсем ултӑ ҫынна вӗлернӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34953.html

— Сире, Соломон Егорович, чи малтан историллӗ тупмалли юмах парам-ха: авкаланать, хуҫкаланать, ҫӗр ҫинчи мӗнпур чӗрчуна сӑхса, наркӑмӑшлӑ сӗлекипе вӗлерет — мӗн вӑл?

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫӗлен сӑхса илнӗ пек, ун алли перӗнсенех Укаслу сиксе ӳкрӗ те кӗлетӗн тепӗр кӗтессине чупса кайса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чечек ӑшне тӗкӗлтура ҫывӑрма выртнӑ-мӗн те мана сӑхса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Туння аппа // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӗр тӗлте Пурис аллине суккӑр вӗлтӗрен евӗрлӗ вӑрӑм курӑк (кашкӑр тымарӗ пулчӗ пулинех?) ҫӑтӑрр! вӗтелесе сӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӑпар чӑх ҫавӑнтах ӑна сӑхса ҫӑтса ячӗ те ытти чӑхсемпе пӗрле автан хатӗрленӗ апата пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Ак вӑл ҫӗр ҫинчен тулӑ пӗрчи сӑхса илчӗ, анчах ҫӑтса ямарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Пыл хурчӗсем сӑхса пӗтернипе шыҫӑнса хӗсӗннӗ хӑрах куҫне уҫма та хӑтланкаларӗ — уҫаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Чи малтанах вӑл, вите умне тиесе килнӗ 7 фестметр йывӑҫа сӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтӑ пыр // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 70–72 с.

Ара, малашне хамӑн та ҫав чӗпӗ пек пӗчӗккӗн сӑхса тӑранма пуҫлас мар-ши?

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтӑ пыр // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 70–72 с.

Ҫамрӑклӑх вӑл губкӑпа пӗрех: усаллине те ыррине те тиркемесӗрех сӑхса илет.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Пӗтӗм пурлӑхне туртса илнӗ хыҫҫӑн мӑйӑр тӗшши ҫитерсе самӑртаҫҫӗ, тет те, кӗркунне вара юнне сӑхса ӗҫеҫҫӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех