Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑтӑрса (тĕпĕ: сӑтӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапах та вӑл хӑйӗн таврашӗнчи ҫынсене хӑнӑхса ҫитме пуҫларӗ, сестрасене пире валли апат, чей йӑтма пулӑшма тытӑнчӗ, йӗпе тутӑрпа алӑк хӑлӑпӗсене, кантӑксене сӑтӑрса тасататчӗ, эмел панӑ чухне те сестрасенчен юлмастчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Ах, — куҫне уҫса сӑтӑрса ларчӗ Иван.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Богданов уна-куна юплемесӗр: — Хисеплӗ сударьсем, хӑвӑрах куртӑр ӗнтӗ, эпир ҫӗнтертӗмӗр. Укҫа пирӗн пулмалла! — терӗ те, барьер патне пырса, укҫапа хаклӑ япаласене сӑтӑрса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сивве туймасӑр хура пӳрт хӑрӑмӗ ҫыпӑҫнӑ пит-куҫа, алӑсене юрпа сӑтӑрса тасатрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Утар пӳртне янратнӑ кулӑ сассипе Хӗлимун чалтах сиксе тӑчӗ, пит-куҫне сӑтӑрса, ун-кун пӑхкаларӗ, Хӗветӗрӗн карса пӑрахнӑ ҫӑварне курчӗ те хирӗҫ лаплаттарса хучӗ:

Куҫарса пулӑш

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Михала, пит-куҫне сӑтӑрса, вырӑнӗ ҫине ӗнтӗ ҫывӑрмаллах кайса выртрӗ, арӑмӗ еннелле куҫ шурри кӑларса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

43 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫтаппан пӑчкӑ ҫине ӳкнӗ ҫулҫа илсе пӑрахрӗ те сӑнчӑра пӳрнипе сӑтӑрса тӗрӗслерӗ.

Куҫарса пулӑш

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ним те пулман, — чышкипе сӑтӑрса типӗтрӗ вӑл куҫҫульне, — чун кӳтсе килнипе чӑтаймарӑм.

Куҫарса пулӑш

7 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман сисмесӗрех питне аллипе сӑтӑрса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Сысна ҫӑвӗпе сӑтӑрса янӑ тейӗн, — ӳтне аллипе ачашлакаларӗ вӑл хӑйне.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Ванюша пӗлтермелле, унсӑрӑн темӗскер шутлама пултарӗ», — сӑтӑрса илчӗ вӑл аллипе палӑрма пуҫланӑ хырӑмне.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Питне, тӑнлавӗсене сӑтӑрса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Йӗпе куҫӗсене тепӗр хут сӑтӑрса илчӗ, пӑр татӑкӗсене тасатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Нимех те мар, куҫа ҫӳпӗ кӗчӗ, ҫавӑ ҫеҫ… — питне ал тупанӗсемпе сӑтӑрса типӗтрӗ хӗр, анчах та куҫҫулӗсем, юри тенӗ пек, тата та вӑйлӑрах шӑпӑртатма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Асаплансах ҫитнӗ ача варне алӑпа тыткаласа сӑтӑрса пӑхать, шӑтнӑ пушмак пуҫӗнчен тухса тарма тӑнӑ ура пӳрнисене пытаркалать.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫав пулӑсем тарӑн шывсем тӑрӑх та, ӑшӑх вырӑнсемпе те, чуллӑ шарлаксем урлӑ та, шыв сикки урлӑ та нумай ҫӗршер километр каяҫҫӗ; шыв хӑвӑрт юхни вӗсене кансӗрлет, вӗсем хӑйсен хуппине сӑтӑрса пӗтереҫҫӗ, аманаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Лена хӑйӗн шупкаланнӑ тутине юлашки хут ваткӑпа сӑтӑрса илет, хӗрелнӗ ватка чӑмӑрккипе тӗкӗрне сумка ӑшне хурать те Завьялов еннелле ҫаврӑнать.

Куҫарса пулӑш

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Туй ячӗпе урай хӑмисене сукна татӑкӗпе сӑтӑрса ҫутатнӑ.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Васса курӑк пуҫне сӑтӑрса татрӗ те Якур умне тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Васса курӑк тӑррине сӑтӑрса татрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех