Шырав
Шырав ĕçĕ:
Йывӑҫсемпе хупланнӑ ҫыран айлӑмӗнче вигвамсем вырнаҫнӑ, вӑл айлӑм темиҫе километра тӑсӑлакан хӑйӑр сӑрчӗсемпе ҫурҫӗр енчен картланса тӑнӑ.
Бизонсене тӑмалли вырӑн // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Вӗсем пурте Силези урлӑ, Богеми сӑрчӗсемпе вӑрманӗсем витӗр хӑйсеннисем патне тӗрлӗ ҫулсемпе тухнӑ.
VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ӗлӗк чух хунта лавсем нӑчӑртатса тӑратчӗҫ, ҫынсем тӗркӗшетчӗҫ, тӗрткеленетчӗҫ; йӑрӑм-йӑрӑмлӑ арбуз куписем пӑсланакан ӑшӑ аш-какай сӑрчӗсемпе юнашар мӑкӑрӑлса тӑратчӗҫ; чӳлмексем сутакан ретре шӑратса якатнӑ макитрӑсем, глечиксем, кӑкшӑмсем йӑлтӑртататчӗҫ; вылямалли япаласем сутакан хӑйӗн шӑхличӗсене темӗн тӗрлӗ шӑхӑртатчӗ, — вӑл музыка пасар шавне кӗрсе хутшӑнатчӗ, тата пур шавсене, сассене, шӑхӑрнисемпе чӗриклетнисене хупласа, пасарти кайӑк-кӗшӗк ретӗнчи автансен калама ҫук савӑнӑҫлӑ, каҫса кайса кӑшкӑрнӑ сасси кӗрлесе тӑратчӗ, — автансӑр пасар та ҫук ҫав.
6 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Вӗсем Адун урлӑ темиҫе хутчен каҫрӗҫ кукӑр-макӑр вырӑнсене, пӗчӗк юханшывсемпе шыв юпписене, шывӑн икӗ енчи сӑрчӗсемпе айлӑмӗсене тӗпчесе тухрӗҫ.
Икӗ йӗлтӗрҫӗ // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Вӑл вулкан сӑрчӗсемпе гейзерсен тата кӳкӗртлӗ ҫӑлсен айӑккипе Ваихити-Рэнджран хӗвелтухӑҫнерех иртсе пырать.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Маунганаму сӑртне Ваихити сӑрчӗсемпе пӗрлештерекен ту хырҫи айлӑмалла вашмӑкланса анать.Горный хребет, соединяющий Маунганаму с цепью Ваихити, полого опускался к долине.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Симпсон сӑрчӗсемпе Торангуверӑн тӑвӗсем кунта Лоддо округӗн кӑнтӑр енчи чиккисене ҫӗр хӗрӗх градуслӑ долгота ҫинче палӑртса тӑраҫҫӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Тандиль сьерри, ҫӑра курӑкпа витӗннӗ гнейс сӑрчӗсемпе пӗрлешсе, ҫурункӑ пек пулса ҫавӑрӑнать.Сьерра Тандиль образует полукруг из гнейсовых холмов, покрытых густой травой.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ноябрьтен пуҫласа март уйӑхне ҫитичченех ку ҫӗршывӑн тӳпине пӗр пӗлӗт татки те салхуллантармасть, кунсӑр пуҫне Андо сӑрчӗсемпе хӳтӗленсе тӑракан мӗнпур ҫырансен тӑрӑшшӗпех ялан кӑнтӑр ҫилӗ вӗрсе тӑрать.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Кала ӑна, Яков, тӳррӗн, куҫран пӑхса: тӗрмесен подвалӗсенче ларнӑ чух е тупӑсем кӗрленӗ вӑхӑтра тата тӗнчипе паллӑ ҫапӑҫусен сӑрчӗсемпе хирӗсенче эсӗ ҫакӑн пек маттурсем питӗрсе хунӑ ещӗксене ухтарассишӗн тата вӗсен ӑпӑр-тапӑр пухакансене ют ҫын горжеткисене сутассишӗн ҫапӑҫатӑп, тесе шутланӑ-и?
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Унӑн хупӑ куҫӗсен тӗтреллӗ ытамӗнче юрпа витӗннӗ, инҫетри вӑрмансен хӑмӑр кӑвак сӑрчӗсемпе картланнӑ ҫеҫен хир пӗтӗрӗнсе тӑрать.
XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӑл, хӗвел анас умӗн румынсене Ховинески ялӗнчен хӗссе кӑларнӑ та, халӗ Голш сӑрчӗсемпе чикӗленекен «480-мӗш» высота патне ҫывхарса пырать.
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
- 1