Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑрталла (тĕпĕ: сӑрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ар урамӗнчен тӗрлӗ япала ҫыххисем тиенӗ урапасем сӑрталла хӑпарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анчах та каҫалапа ҫул сӑрталла хӑпарма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Завьялов ҫав сукмак тӑрӑх сӑрталла улӑхма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ват йӑмрасем хӑйсем юрлама пуҫлаҫҫӗ те — юррине, кӑштах ҫӑтса юлнӑ хыҫҫӑн, сӑрталла параҫҫӗ; сӑрт та ӑна кӑшт хӑй ӑшне сӑрхӑнтарса илет, юлашкине малалла ӗнерсе парать, юрӑ сассине вӑл улӑх тӑрӑх анаталла ярать, шывсене, хирсене сапалать.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Малтан вӑл катка хыҫнелле, унтан сӑрталла тинкерсе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Тимуш лавӗ сӑрталла хӑпарма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ачасем текерлӗк ҫӑмартине шырама шикленчӗҫ — тихасем пек ӗрӗхсе сӑрталла хӑпарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ӑҫта кӑна каймастӑп — хырлӑхпа пыратӑп-и е ӑвӑслӑх ҫуммипе иртетӗп, сӑрталла улӑхатӑп-и е вӗтӗ хурӑнлӑ шурлӑх хӗррипе анатӑп — пур ҫӗрте те кӑмпа.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

«Ҫапӑҫнӑ пирки мар пулӗ-ха. Уншӑнах халӑха пухма кирлӗ мар», — шухӑшларӗ те вӑл сӑрталла хӑпарма васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл, васкавлӑн сиксе тухса, киммине ҫыранарах туртса хӑварчӗ те сӑрталла ҫул тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах сӑрталла пӑхрӗ те пӗр вырӑнта хытса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унтан мӑрсасем хӗр пӑхма килнӗ каччӑсем пек юсанкаларӗҫ те вырӑс ҫӗрпӗвӗпе пӗрле сӑрталла, патша ӗҫки валли юри лартса тухнӑ вӑрӑм сӗтелсем патнелле утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тутарсемпе вырӑссен ушкӑнӗ васкамасӑр сӑрталла, кремль хапхи патнелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Телее, хуҫа ӑна лашапа мӗн тӑвать-ха ку тесе сӑнаса тӑмарӗ, йӗнер ҫинче йывӑррӑн сиккелесе пылчӑклӑ урампа сӑрталла васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чарӑнса тӑрсан, машина чупнине те чакаратӑн, хӑпар-ха кайран кӗпертен тӑмлӑ сӑрталла икӗ ҫухрӑм хушши.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Утӑ тиеме тара тытса килнӗ Ҫатрӑк ҫыннисем хурӑн ҫулӗ ҫине тухнӑ, сӑрталла хӑпараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пилӗк ҫын — Ухтиван, кӳпшек питлӗ старик, чӑваш хӗрӗпе ҫармӑс каччи, чирлӗ чӑваш — калаҫса татӑлнӑ пек, анчах пӗр сӑмах чӗнмесӗр сӑрталла утаҫҫӗ.

Пятеро — Ухтиван, полнолицый старик, девушка-чувашка, парень-черемис и Ярак — будто сговорившись, молча поднимаются на высокий берег.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл кӳлӗ хӗррипе васкамасӑр утса тухрӗ, юнашар ҫырмари пӗвене пырса тӗрӗслерӗ, унта ҫӗннине нимӗн те тӗл пулмасӑр, кӗпер урлӑ каҫса, сӑрталла ҫул тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чӳрече патӗнче тӑракан Ятман, тарланӑ кантӑка шӑлса, Сехре Иванӗн пахчи урлӑ ҫырма леш еннелле, Тутаркас ялӗн сӑрталла тӳп-тӳрӗ хӑпаракан урамӗ ҫинелле тинкерет.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ахтупай ҫийӗнчи чаппанне сирсе пӑрахнӑ та ӳпне выртнӑ, нумайранпа ӗнтӗ вир-вир кукамай сӑрталла мӗнле тапаҫланнине сӑнать.

Куҫарса пулӑш

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех