Шырав
Шырав ĕçĕ:
29. Вӑл вӗсене ҫапла хушса хӑварнӑ: эпӗ хамӑн канӑҫлӑ халӑхӑмпа пӗрлешетӗп; мана хет ҫыннин Ефронӑн хирӗнчи сӑрт хӑвӑлне хамӑн аттемсем ҫумне пытарӑр, 30. ҫак сӑрт хӑвӑлне — Ханаан ҫӗрӗнчи, Мамре ҫывӑхӗнчи Махпела хирӗнчи [сӑрт хӑвӑлне] — Авраам хирӗ-мӗнӗпех хӑй валли хет ҫыннинчен, Ефронран, вилнисене пытармашкӑн туяннӑ пулнӑ; мана ҫав сӑрт хӑвӑлне пытарӑр; 31. унта Авраампа унӑн арӑмне Саррӑна пытарнӑ; унта Исаакпа унӑн арӑмне Ревеккӑна пытарнӑ; ҫавӑнтах эпӗ Лийӑна пытартӑм; 32. ҫав хире, ҫав хирти сӑрт хӑвӑлне хетсенчен туяннӑ, тенӗ.
Пулт 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Лаван Иакова татах каланӑ: акӑ сӑрт, акӑ эпӗ хампа сан хушшӑмӑра лартнӑ палӑк; 52. ҫак сӑрт та кӳнтелен, ҫак палӑк та кӳнтелен: усал тӑвас шухӑшпа эпӗ те сан патна ҫак сӑртран иртмӗп, эсӗ те ман патӑма ҫак сӑртран, ҫак палӑкран иртмӗн; 53. пирӗн хушшӑмӑрта Авраам Турри, Нахор Турри — вӗсенӗн ашшӗсен Турри — сут тутӑр, тенӗ.
Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Шӑпах пирӗн умра карап якорь ҫинче тӑракан вырӑн икҫӗр-виҫҫӗр фут ҫӳллӗш сӑртпа пӗрлешсе каять, ку сӑрт ҫурҫӗр енче Подзорная Труба тӑвӑн кӑнтӑр енчи айккипе пӗрлешет, кӑнтӑр енче скалаллӑ сӑрт пулса каять.
XXXI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Площадьре, ҫаврака ҫӑкӑр евӗрлӗ сӑрт патӗнче, коляска тӳнсе кайрӗ, Петр ҫӗре ӳксе пуҫне, чавсине хытӑ ыраттарчӗ те, сӑрт ҫинчи йӗпе ҫерем ҫинче ларса, кӗрен-кӑвак хӑлхаллӑ, хӗрлӗ ҫӳҫ-пуҫлӑ ҫын сӑрт ҫинчи мечеть карти патнелле упаленсе: — Кайӑр, эпӗ тутар тӗнне йышӑнасшӑн, Магомет пуласшӑн, ярӑр! — тесе мӗкӗрнине пӑхрӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Пӑхатӑн та, унта ҫынсен чылай пысӑк ушкӑнне тиенӗ полуторка тусан мӑкӑрлантарать — ҫеҫенхирте ҫав ушкӑн юрлани янӑрать: унта симӗс нӑрӑ пек «Москвич» тулӑ хушшипе вӗҫтерсе, сӑрталла улӑхать те, чечекленекен хӗвелҫаврӑнӑш ӑшне кӗрсе, нумай вӑхӑтлӑха ҫухалать; унта «Победа» сӑрталла ҫӑмӑллӑн та лӑпкӑн ярӑнса улӑхать; унта, пӑхатӑн та, шурӑмпуҫӑн кӗрен ҫути ҫине илемлӗ мӗлке пек ӳксе, бурка тӑхӑннӑ икӗ юланутҫӑ иртеҫҫӗ; унта авӑ, тӑвайккинчен вӑрӑм урапа чупса анать, вӑл ытла хытӑ чупнипе ҫамрӑк ача-кучер урапан малти хӑми ҫине урипе тӗреленсе, тилхепине пӗтӗм вӑйран туртать; унта сӑрт хыҫӗнчен икӗ самӑр ҫӳрен ӑйӑрсене кӳлнӗ тачанка чупса тухса, ҫил пек малалла чуптарать; ӑйӑрӗсем витере тӑрса йӑлӑхнӑ та халӗ ҫилхисене вӗҫтерсе чупма тӳр килнишӗн хӗпӗртеҫҫӗ.
XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
5. Тухӑҫ енчи чикӗ [тӑршшӗпех] Тӑварлӑ тинӗс хӗррипе пырса Иордан вӑррине ҫитиччен тӑсӑлать; ҫурҫӗр енчи чикӗ вара тинӗс авринчен, Иордан вӑрринчен пуҫланать; 6. ҫакӑнтан чикӗ Беф-Хогла патнелле улӑхать, ҫурҫӗр енчен Беф-Арава патнелле кайса тӑвалла Рувим ывӑлӗн Боганӑн чулӗ тӗлне ҫитичченех пырать; 7. унтан Ахор айлӑмӗнчен пуҫласа Давир патнелле улӑхса каять, ҫурҫӗр енче Галгал еннелле — юхӑм шывӑн кӑнтӑр енче вырӑнаҫнӑ Адуммим тӳпемӗ тӗлне — пӑрӑнать; унтан чикӗ Ен-Шемеш шывӗнчен иртсе Ен-Рогел патне ҫитет; 8. унтан чикӗ, Иевус теекен Иерусалимӑн кӑнтӑр енӗпе иртсе кайса, Енном ывӑлӗн айлӑмне улӑхать, вара сӑрт тӳпине — Енном айлӑмӗнчен анӑҫалла, Рефаим айлӑмӗ хӗрринчен ҫурҫӗрелле вырӑнаҫнӑ сӑрт тӳпине — хӑпарать; 9. сӑрт тӳпинчен чикӗ Нефтоах ҫӑлкуҫӗ патнелле пӑрӑнать, Ефрон тӑвӗ ҫинчи хуласем патне ҫитсе Ваал еннелле пӑрӑнать, вӑл ӗнтӗ Кириаф-Иарим хули пулать те; 10. вара чикӗ Ваал патӗнчен тинӗс патнелле пӑрӑнать [те] Сеир тӑвӗ енне [каять], Кесалон теекен Иеарим тӑвӗн ҫурҫӗр енӗпе иртсе Вефсамис патнелле анать, Фимна витӗр тухать; 11. унтан чикӗ Екронӑн ҫурҫӗр енӗпе кайса Шикарон патнелле пӑрӑнать, Ваал [ҫӗрӗнчи] ту урлӑ каҫса Иавнеила ҫитет, вара чикӗ вӗҫӗ тинӗс хӗррине пырса тухать.
Нав 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗр пӗчӗк юханшывран тепӗр пӗчӗк юханшыв патне, пӗр сӑрт ҫинчен тепӗр сӑрт ҫине тайга тӑрӑх утать, вӑл хӑйӗн ҫивчӗ куҫӗсемпе витӗр курать, пур сас-чӗвве те илтет.От речки до речки, от вершины до вершины идет он, зоркий и чуткий, по тайге.
Кайӑкҫӑ эвенксем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Ҫак сӑрт тӗнчери чи ҫӳллӗ, чи илемлӗ сӑрт мар.
Эпилог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Сӑртпа сӑрт тӗл пулаймаҫҫӗ, ҫынпа ҫын курнӑҫатех, — терӗ Яким Якимч.
1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.
Ял сӑрчӗн хӑрах ҫыранне кураксем пырса ларчӗҫ; унтан сывлӑша ҫӗкленчӗҫ те — мӗлкесем те сӑрт аяккипе вӗҫнӗ май — курак ушкӑнӗ сасартӑках икӗ хут йышланнӑ пек курӑнчӗ.
12 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Ват йӑмрасем хӑйсем юрлама пуҫлаҫҫӗ те — юррине, кӑштах ҫӑтса юлнӑ хыҫҫӑн, сӑрталла параҫҫӗ; сӑрт та ӑна кӑшт хӑй ӑшне сӑрхӑнтарса илет, юлашкине малалла ӗнерсе парать, юрӑ сассине вӑл улӑх тӑрӑх анаталла ярать, шывсене, хирсене сапалать.
4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Умра Карӑш сӑрчӗ ҫӗкленсе тӑрать-ха унта, ҫав сӑрт ҫине чипер хӑпарасчӗ.
VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Вӗсене эпӗ тепӗр темиҫе ҫултан ак ҫак ҫуртра — шурӑ колоннисемпе сӑрт хӗррине тӗревленсе ларакан ҫуртра, сӑрт хӗрринче халь-халь ҫӗкленсе, вӗҫсе каяс кайӑк пек ларакан ҫуртра, арфа хӗлӗхӗсем пек колоннисемпе чечен кӗвӗ-ҫемӗ шӑрантаракан ҫуртра — театрта курӑп.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Кӗтӳҫ ларать сӑрт ҫинче те, Кӗтӳҫ ларать сӑрт ҫинче, Хӗвел ҫути айӗнче.
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Сӑртпа сӑрт тӗл пулаймасть — ҫынпа ҫын тӗл пулатех теҫҫӗ.
Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.
Фашистсем сӑрт ҫийӗпе, вӗсен ӳпли тӑрринченех, утса иртрӗҫ, анчах кӳлӗ хӗрне, сӑрт сӑмсахне анмарӗҫ, ҫакӑ кӑна совет ҫыннисене хӑтарса хӑварчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Атӑл тӑрӑх сылтӑмра — сӑрт, сулахайра — сӑрт.
10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Пӗрре пӑхсах паллӑ, хула икӗ пайран тӑрать: ҫӳлте, сӑрт ҫинче, пуҫлӑхсем, чаплӑ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ, сӑрт айккине, аяла хура халӑх вырнаҫнӑ.
12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Сӑртпа сӑрт тӗл пулас ҫук, ҫынпа ҫын хӑҫан та пулин тӗл пулаҫҫех.
7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Вӑрман хӗринчи сӑрт ҫинче ватӑ юман хаяррӑн шатӑртатса ларать; сӑрт айӗнче ҫырма хӗрӗнче пӗчӗк лаҫсем сапӑнса ларнӑ.
I // Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫырнисен пуххи. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 355 с. — 162-177 c.