Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑна сăмах пирĕн базăра пур.
сӑна (тĕпĕ: сӑна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
23. Эй Турӑҫӑм, сӑна мана, чӗреме пӗлсе ҫит; сӑна мана, шухӑшӑмсене пӗлсе ҫит; 24. эпӗ усал ҫул ҫинче мар-ши — пӑхсамччӗ, мана ӗмӗрлӗх ҫул ҫине тӑратсамччӗ.

23. Испытай меня, Боже, и узнай сердце мое; испытай меня и узнай помышления мои; 24. и зри, не на опасном ли я пути, и направь меня на путь вечный.

Пс 138 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

— Пӑх-ха эсӗ, сӑна.

— Ты вот гляди, примечай.

32-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗрремӗш сӑна М.Ястран 1935 ҫулхи ноябрӗн 3-мӗшӗнче ӳкерӗннӗ.

Первую фотографию М.Ястран сделал 3 ноября 1935 года.

Максим Ястран // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/4892-%D0%9C% ... D0%BD.html

Куҫкӗскине чемодана хуриччен, кӑшт ҫеҫ хам сӑна пӑхса илтӗм.

Прежде чем укладывать зеркало, успела глянуть в него.

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Капустин чӗлӗмӗнчи кӑвар пӗрре ҫутӑлчӗ, тепре сӳнчӗ, Алексей кашнинчех хӑй умӗнче мӑн сӑмсаллӑ, ӑслӑ та витӗрех куракан куҫлӑ, сарлака сӑна курчӗ.

Вспыхивал и гаснул огонек в трубке Капустина, выступало из синей мглы и вновь таяло в ней широкое толстоносое лицо с умными, проницательными глазами.

10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Чӗлхӳпе сӳпӗлтетиччен — сӑна лайӑхрах.

Чем зря языком трепать, наблюдай.

13 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Кайран ӳсӗр пекех тайкаланса тӑтӑн, ҫӗҫӗ илтӗн те, лӑп вӑл сӑна шутсӑр хытӑ ҫапса янӑ тапхӑрта, эсӗ ӑна ҫӗҫӗпе яш тутартӑн.

Потом вскочил, а сам шатаешься, едва на ногах держишься, выхватил нож и всадил в него в ту самую минуту, как он ударил тебя во второй раз.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Прокатри тусӗсемпе ҫулҫӳревре пулнӑ май Фролова ултавҫӑ паспорчӗн ксерокопийӗнчи сӑна таҫта курнӑ пек туйӑннӑ.

Пока Фролов с друзьями по прокату был в путешествии ему показалось, что фотографию на ксерокопии паспорта мошенника где-то видел.

Прокат Грознӑя та илсе ҫитерет // Ольга ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

12. Иисус ӑна ҫапла хуравланӑ: «хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна ан сӑна» тесе каланӑ, тенӗ.

12. Иисус сказал ему в ответ: сказано: не искушай Господа Бога твоего.

Лк 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Иисус ӑна каланӑ: «хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна ан сӑна» тесе те ҫырнӑ, тенӗ.

7. Иисус сказал ему: написано также: не искушай Господа Бога твоего.

Мф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Сут пуличчен хӑвна ху сӑна, килсе пӑхнӑ чухне вара каҫару тупӑн.

20. Испытывай себя прежде суда, и во время посещения найдешь милость.

Сир 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Апата патшапа пӗрле лартӑн пулсассӑн, умӑнта мӗн пуррине тимлӗн сӑна, 2. ху апатшӑн антӑхакан ҫын пулсассӑн, карланкуна тӗкӗле.

1. Когда сядешь вкушать пищу с властелином, то тщательно наблюдай, что перед тобою, 2. и поставь преграду в гортани твоей, если ты алчен.

Ытар 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, тӗрӗсле мана, сӑна мана; ӑшӑм-чиккӗме, чӗреме шӑратсах тӗрӗсле: 3. Санӑн ырӑлӑху — куҫӑм умӗнчех, эпӗ Санӑн чӑнлӑху ҫулӗпе ҫӳрерӗм, 4. суеҫӗ ҫынсемпе лармарӑм, чее ҫынсемпе те каяссӑм ҫук; 5. усал шухӑш тытнисен эшкерне курайми пулса ҫитрӗм, йӗркесӗр ҫынсемпе пӗрле ларассӑм ҫук; 6. эй Ҫӳлхуҫамӑм, хам айӑпсӑррине кӑтартса алла ҫӑвам та парне вырӑнӗ тавра ҫаврӑнам, 7. Сана янӑравлӑн мухтаса калаҫам, Санӑн мӗнпур кӗтретӳ ҫинчен пӗлтерем.

2. Искуси меня, Господи, и испытай меня; расплавь внутренности мои и сердце мое, 3. ибо милость Твоя пред моими очами, и я ходил в истине Твоей, 4. не сидел я с людьми лживыми, и с коварными не пойду; 5. возненавидел я сборище злонамеренных, и с нечестивыми не сяду; 6. буду омывать в невинности руки мои и обходить жертвенник Твой, Господи, 7. чтобы возвещать гласом хвалы и поведать все чудеса Твои.

Пс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

— Ҫапах та сирӗн сӑна манман.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Ан пӑхкала, ан сӑна хусах арҫын пӳртне.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хунямӑшӗ вӑрттӑн куҫпа сӑна пуҫларӗ кинне:

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Шанмастӑн пулсан, манпа тӑванлӑ пулассу килсен, Ҫӗпритун шӑллӑм, ху сӑна.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Алӑкра юратнӑ сӑна курсан вӑл унтан тахҫантанпах, кунсем, эрнесем, уйӑхсем тӗл пулса ҫав пӗртен-пӗр вӑрттӑн упракан сӑмаха илтессе кӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӑка ҫулҫисем тӳлеккӗн чӳхеннине сӑна.

Куҫарса пулӑш

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Сӑна эсӗ, вӑхӑтра та тӗрӗс параҫҫӗ-и ҫавсене хӗрсем.

Куҫарса пулӑш

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех