Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмсана (тĕпĕ: сӑмса) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вут ҫутипе вылять пӗр чӳрече, Анне ҫӳрет тӗпелӗн кукринче: Вӑл чашкӑрта пуҫланӑ ҫатмана, Юсман шӑрши кӗрет ман сӑмсана.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Тӗпӗртетсе авӑракан арман тӗлӗнчен иртнӗ чух сӑмсана ҫемҫе ҫӑнӑх шӑрши ачашларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Краҫҫын шӑрши сӑмсана ҫурать.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ир енне сивӗ хӑлхапа сӑмсана самаях чӗпӗтме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Тӑварлӑ куҫҫульпе йӗпеннӗ пит-куҫа, сӑмсана, нӑш-нӑш тутарсах, кӗпе ҫаннипе типӗтетӗп.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Пиҫсе ҫитнӗ ыраш шӑрши сӑмсана кӑтӑклать, ҫул хӗрринчи тӗрлӗ чечек куҫа илӗртет…

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Ӑна кӑшт уҫсанах сӑмсана, куҫа йӳҫӗ тӗтӗм тӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Хӗлимун ун айӗнче сӑмсана лапчӑтса выртать, кӑшкӑрма тытӑнать: «Хурах! Хурах!»

Куҫарса пулӑш

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫӑмламас шуйттан нӑчлаттарать те нӑчлаттарать сӑмсана.

Куҫарса пулӑш

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Юр сӑмсана, ҫӑвара, куҫсене кӗрет, хаяррӑн тумтире лӑскать.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫивӗч ҫил ҫамкана, питҫӑмартисене, сӑмсана йӗплерӗ, рашпиль пек сивӗпе хӑшкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кирлӗ мар ҫӗре сӑмсана чикетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тутлӑ-тутлӑ шӑршӑ сӑмсана кӑтӑклать…

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Сӑмсана сулхӑнри вӗлтӗренпе чӗрӗ хӑмла шӑрши кӑтӑкларӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Сӑмсана, техӗмлӗн кӑтӑкласа, симӗс каптӑр тусанӗн шӑрши ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ан-ха лав ҫинчен, — эрех шӑршипе сӑмсана ҫурса, Энтри Тимуш умне пычӗ те ӑна хулӗнчен тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

«Пӗчӗк Кӗтерук та юрать мана. Хама кура. Кӗтерукран лайӑхраххи кам килӗштертӗр мана, лаптак сӑмсана, лутра тункатана, хура чикана!» — терӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Козӑр тузсем пек сӑмсана каҫӑртса ҫеҫ тӑр ҫав пӳрт-ҫурт тутаракансем умӗнче, хе-хе!

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Халь пӑх ӗнтӗ, кур Ҫтаппана: кӗве касса пӗтернӗ шлепке ун пуҫӗнче, тӗллӗн-тӗллӗн мамӑк курӑнса тӑракан фуфайка ун ҫийӗнче, темиҫе саплӑк лартса та сапласа ҫитеймен шӑтӑк-ҫурӑк атӑ ун уринче; вӑл фуфайка тӳмисене вӗҫертрӗ те, мӗн тӗслине ниепле те калама пӗлмелле мар тенниска курӑнса кайрӗ — ҫӳп-ҫап купи ӑшӗнче выртнӑскере туртса кӑларнӑ та тӑхӑнса янӑ, тейӗн; сӑмсана кӑвакарнӑ шӑршӑ кӳ! килсе ҫапнӑн та туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

чӑх-чӗп тушкине вакланӑ чухне резина перчетке тӑхӑнмалла, ку вӑхӑтра сӑмсана перӗнмелле мар, пӳрнене ҫӑвара чикмелле мар, какай вакланӑ хыҫҫӑн ывӑспа ҫӗҫҫе тата перчеткене вӗри шывпа, супӑньпе ҫумалла, шӑнтнӑ продукцие микрохумлӑ кӑмакара ирӗлтермелле — ҫакӑ вирусран пуҫӗпех упранма май парӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑк-кӗшӗк грипӗ — хӑрушӑ // Д.БАЙМУШКИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%ba%d0%b ... 83%d1%88a/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех