Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмахӗнчен (тĕпĕ: сӑмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Авланиччен Петр Васильевич ашшӗ пуҫӗпе пурӑннӑ, Инессӑпа пӗрлешнӗ хыҫҫӑн уншӑн Карсаков Турӑ пулса тӑнӑ, унӑн сӑмахӗнчен нихҫан та тухман.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Лида хӑй сӑмахӗнчен хӑй кулса илчӗ те унтан ҫапла ӑнлантарса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Ҫемен ҫирӗп кӑмӑллӑ ҫын пулнӑ, кӳршӗсем унӑн сӑмахӗнчен иртмен.

Семен был строгим человеком, и соседи слушались его.

117 ҫулхи старик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/548

— Эс хушнине яланах тума хатӗр эпӗ, таса атте, — хӑй ун сӑмахӗнчен нихҫан та тухманнине пӗлтерчӗ пуян.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Психологпа канашламалли пур тӑк ҫын сӑмахӗнчен хӑрамасӑр консультацие ҫырӑнмалла.

Если имеется потребность в общении с психологом, стоит просто записаться на консультацию, не боясь общественного порицания.

9-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Евсей Антоныч, такамран йӗрӗннӗ пек, аллине сӳрӗккӗн сӗлтрӗ, унтан, ҫав самантрах тем аса илсе, хӑйӗн сӑмахӗнчен именнӗ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӗсем ҫинчен ял калаҫать, Санюк вӑтанмасӑр, ҫын сӑмахӗнчен хӑрамасӑр, Парамун юратӑвӗпе киленет.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ку вара вӗсем пӗр-пӗрне чунтан юратса, вӗр-пӗрин сӑмахӗнчен тухмасӑр пурӑннине пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑй сӑмахӗнчен хӑй именсе, вӑл ушкӑн варрине кӗрсе пытанчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хальхинче ҫак ҫӳҫӗ-пуҫӗ тусӑлнӑ, тӑпрапа ҫӑрӑлса-вараланса пӗтнӗ хӗрарӑм Сахара ун сӑмахӗнчен иртмесӗр ӗмӗрӗпе итлесе пурӑннӑ арӑмӗ пек мар, таҫти шуйттан шӑтӑкӗнчен сиксе тухнӑ тухатмӑш карчӑкӗ пек курӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эпӗ, авӑ, Чутей Шаккурӗнчен те хӑрамарӑм, хам ун сехрине хӑпартса хӑвартӑм, аннерен вара ҫаплах, ача чухнехи пекех, хӑратӑп, тата Сахар тете сӑмахӗнчен иртейместӗп эпӗ, — терӗ те Петӗр, Сергей умнех пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Философсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Апла Чӑваш Яшминче те никамӑн та Уҫӑп сӑмахӗнчен иртмелле мар.

Куҫарса пулӑш

Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑй сӑмахӗнчен тухман хаяр ашшӗн ҫав сӑмахӗсене аса илсе-и, Тилӗ ҫӗлӗкӗ, тарҫӑран аван мар пулин те, ирӗксӗрех лаши патне пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ашшӗ ӑна вырӑссене хирӗҫ кӗрешме пилленӗ, вӑл ашшӗ сӑмахӗнчен тухмасть.

Куҫарса пулӑш

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аттеней хӑйӗнчен хӑй тӗлӗнет: тарҫӑра ытла нумаях ӗҫлемен пулин те вӑл ку таранччен Сарри мӑрсана чӑн-чӑн хуҫа вырӑнне хурса пурӑннӑ, хисепленӗ ӑна, юрама тӑрӑшнӑ, ун сӑмахӗнчен нихҫан та тухман; халь чун туртмасть ак, калаҫас та килмест унпа.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чылайччен хистесе тӑчӗ мӑрса Туринкене, Кӑрмӑша тухса кайиччен унран мӗн те пулин ҫӗнни пӗлсе юлма тӑрӑшрӗ, лешӗ хӑйӗн сӑмахӗнчен тухмарӗ, ырри-усаллине нимӗн те каламарӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем сана вырӑссен сӑмахӗнчен тухнӑшӑн пуҫран шӑлмӗҫ, — систереҫҫӗ ял ҫыннисем.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӳ-сирен ҫыпӑҫуллӑрах пулнӑран (тем тесен те вӑл ытти тӗкӗрҫӗсенчен ҫамрӑк-ҫке-ха!) тата нихҫан та хуҫа сӑмахӗнчен тухманнине кура мӑрса ӑна хӑйпе пӗрле час-часах тӗрлӗ пуҫлӑхсем патне илсе ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унӑн сӑмахӗнчен Алексей Петрович пӗрре те иртсе курман.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 131–134 с.

Ваттисен сӑмахӗнчен.

Куҫарса пулӑш

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех