Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмахӑма (тĕпĕ: сӑмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ акӑ эпӗ сирӗнтен канаш ыйтса тӑмасӑрах хуҫалӑх тӗлӗшпе юлашки сӑмахӑма каласшӑн.

А вот теперь мое последнее хозяйское распоряжение без вашего совета.

IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Халӗ, юлташсем, манӑн сире каламалли кӗске те питӗ кирлӗ сӑмахӑма итлӗр.

Теперь, товарищи, выслушайте мое краткое и важное слово к вам.

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Айӑплӑ мар эпӗ ун умӗнче, чӑн сӑмахӑма калатӑп!

— Не виноватый я перед ним, истинное слово!

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ыран ирхине юлашки сӑмахӑма калӑп.

Завтра утром скажу остатнее слово.

3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Таса сӑмахӑма паратӑп сана.

— Даю тебе честное слово.

III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

— Эпӗ Саньӑна чӑнах та юратмастӑмччӗ, ун ҫинчен сӑмахӑма пытарса тӑма та шухӑшӑм ҫук, — терӗ Ромашов малалла, — анчах эпӗ унӑн аманнӑ урисене курсан, ҫав таса мар теплушкӑра хайне хӑй персе вӗлересшӗн иккенне курсан, эпӗ ун ҫинчен мар, сирӗн ҫинчен шухӑшларӑм.

— Да, я не любил его — это правда, которую я не собираюсь скрывать, — продолжал Ромашов, — но когда я нашёл его с отбитыми ногами, с пистолетом у виска, в грязной теплушке, я подумал не о нём — о вас.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Стоматологически клиникӑра ӗҫлемешкӗн малтанхи вӑхӑтра мана пушшех те йывӑрччӗ, йывӑррине пула хавасланаттӑмччӗ те эпӗ, кашни калас сӑмахӑма шухӑшласа каламаллаччӗ, чӗрене пите йывӑр пулсассӑн та хама ҫирӗп тытма пӗлмеллеччӗ.

Мне было трудно в стоматологической клинике, особенно первое время, и я была рада, что мне трудно и что нужно так внимательно следить за каждым словом и держаться уверенно, даже когда очень тяжело на душе.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сӑмахӑма вӗҫленӗ чух — эпӗ Сталин каланине — Суворов ҫинчен, Кутузов ҫинчен — тепӗр хут астутартӑм.

Завершая речь, я снова вспомнила слова Сталина о Кутузове, о Суворове.

24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах сӑмахӑма тытма манӑн вӑйӑм та, вӑхӑтӑм та ҫитеймерӗ.

Но у меня не хватало ни времени, ни сил для этого.

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Халӗ ӗнтӗ манӑн сӑмахӑма итлӗр.

А теперь выслушайте меня.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Хаклӑ тусӑм эсӗ манӑн, Архип Савельич! — тесе пуҫларӑм эпӗ сӑмахӑма.

— Друг ты мой, Архип Савельич! — сказал я ему.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пӗррехинче эпӗ, ирпе вӑранса кайсан, хамӑн хаклӑ ултӑ сӑмахӑма калаймарӑм.

День, когда, проснувшись, я не сказал шести заветных слов,

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пирӗн тавра ытти ҫынсем кулкалани те пӑшӑлтатни ман сӑмахӑма вӑхӑтсӑр татрӗ, эпӗ ҫаврӑнса пӑхрӑм.

Хохот и шушуканье нас окружающих заставили меня обернуться и прервать мою фразу.

Майӑн 22-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Сӑмахӑма Треньел ял старостипе пуҫланӑран, ҫак тӑрӑхра халӑх вӑйӗпе йӗркеленӗ хӑш-пӗр ӗҫсене те аса илсе хӑварасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тунӑ ӗҫ сумне ҫухатмасть // А. ЕГОРОВА. «Авангард», 2019.06.07

Сӑмахӑма вӗҫленӗ май, Чӑваш Республикишӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ шутланакан йышӑну – «Шупашкар хулине йӗркеленӗренпе 550 ҫул тата Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине уявласси ҫинчен» калакан Раҫҫей Президенчӗн Указӗ пирки кӑштах асӑнса хӑварас тетӗп.

Завершая свое выступление, хочу сказать несколько слов о важном и значимом для Чувашской Республики решении – Указе Президента России «О праздновании 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области».

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Хамӑн сӑмахӑма та ҫак юрӑ йӗркисемпе вӗҫлес шухӑшӑм пур: Шӑнкӑр-шӑнкӑр шыв юхать те Шыв юхать те чул юлать.

И свои слова есть мысль закончить строчками из этой песни: Дзинь-дзинь течет вода, да течет Вода, да остается камень.

Кукамипе кукаҫи хӑма савалаҫҫӗ… // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2017.09.22

Сӑмахӑма татса калас-тӑк, кунта, сирӗн патӑрта паян пулса иртни пирки эпир ӗмӗтленме ҫеҫ пултаратпӑр.

Так вот, то, что происходит у вас сегодня, для нас - еще даже не будущее.

Шаймиев - Тутарстан бренчӗ пирки: Юланутҫӑ ҫӗр ҫинче шуса ҫӳреймест! // Хыпар. «Хыпар», 2015.03.11, 40-41№

Сӑмахӑма шӑпах Униҫҫи аппа ҫине куҫарассӑм килет.

Здесь разговор хочется перевести на Анисью.

Униҫҫи аппан савӑнӑҫӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2016.07.25

Мана хӗсӗрлерӗҫ пулсан, сире те хӗсӗрлӗҫ; Манӑн сӑмахӑма итлерӗҫ пулсан, сирӗнне те итлӗҫ.

Если Меня гнали, будут гнать и вас; если Мое слово соблюдали, будут соблюдать и ваше.

Ин 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Мана юратакана, Манӑн сӑмахӑма пурӑнӑҫласа тӑракана Аттем те юратӗ; Эпир вара ун патне пырӑпӑр та ун патӗнче пурӑнӑпӑр.

23. Иисус сказал ему в ответ: кто любит Меня, тот соблюдет слово Мое; и Отец Мой возлюбит его, и Мы придем к нему и обитель у него сотворим.

Ин 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех