Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сӑмахусем чӑннипе мерчен тумлам, — терӗм.
«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
— Юлашки сӑмахусем тӗрӗс пулмарӗҫ сан, Укаҫ, — терӗ вӑл.
V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Сан сӑмахусем пирки калатӑп, Ҫтаппан.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Паян кун та виҫӗ тӑхлан татӑкӗ ларать манӑн кӑкӑрта, сан сӑмахусем — тӑваттӑмӗш тӑхлан пулчӗҫ, чӗрене пырса тӑрӑнчӗҫ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Хальхинче ӗнтӗ эсӗ текех ман ҫине йӑл кулса пӑхса калаҫаймарӑн, унччен айванрах туйӑнакан сӑмахусем халь санӑн текех пулмарӗҫ.
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
Эсӗ Ванькин сӑмахӗпе килӗшнӗ пулсан, нимӗн те пулман пулӗччӗ, эпӗ пуҫа усса, пӑрӑнса ҫеҫ кайнӑ пулӑттӑм, анчах санӑн сӑмахусем манӑн юлашки чӑтӑмлӑха пӗтерсе лартрӗҫ.
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
Сан сӑмахусем пирӗн ӑраскалсене ӗмӗрлӗхе пӗрле тӗвӗлӗҫ.
XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Комсомола илӗҫ-и, илмӗҫ-и те, сан сӑмахусем, эсӗ маншӑн ҫапла хыпса ҫунни вара маншӑн темрен те хаклӑ.
Савнисем каллех тӗл пулчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
— Сан сӑмахусем тӗрӗс те пуль, — килӗшрӗ унпа Туканаш.
7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Сӑмахусем сан ӑслӑ, сӑмахусем шерпет, Ман чӗрене йӗплеҫҫӗ чи ҫивӗч сӑнӑ пек.
7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Сӑмахусем ҫыпӑҫуллӑ.
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
— У-у, сӑмахусем ылтӑнран хаклӑ! — терӗ Сююнбике ӑш пиллӗн.
7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Анчах сан сӑмахусем мана ҫырлахтармарӗҫ-ха, чуна лӑплантармарӗҫ.
5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Сан сӑмахусем ятаган пекех касаҫҫӗ.
10. Пысӑк карачи сӑмахӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Ҫапла усаллӑн ан калаҫ; мана санӑн сӑмахусем хӑратаҫҫӗ!
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
— Ева, эсӗ яланах манса каятӑн, — лӑпкӑн, чӑнласах асӑрхаттарчӗ вӑл, — Мори — манӑн аппа, санӑн ҫавнашкал сӑмахусем маншӑн кӑмӑллах мар.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
— Эпӗ Стэнлие санӑн сӑмахусем пирки каласа паратӑп.
IX. Сӑпайлӑх урокӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
— Санӑн сӑмахусем тӗрӗс! — терӗ патша ывӑлӗ хӑй арӑмне.
Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Акӑ мӗн калатӑп эпӗ сана: пире текех сан сӑмахусем кирлӗ мар.
X // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
— Санӑн суя сӑмахусем кама кирлӗ?!
I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.