Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмаха (тĕпĕ: сӑмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн ҫӑварӗнчен тухакан хӑш-пӗр сӑмаха выҫ хырӑмпа ӑнланаймӑн.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Праски инке «ЭНЗЕрен» сӑмаха «ӗнсерен» тенӗ пек ӑнланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗнсерен панӑ преми // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 31–32 с.

Тен, ман майлисем те пур пулӗ те, камӑн сӑмаха кӗрес килет — хутшӑнмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑй ирӗкӗпе чӗлхесӗрленнӗ этем // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 26–27 с.

Эпир «каҫармастпӑр» сӑмаха тӗрӗс мар персе янине ҫийӗнчех ӑнлантӑмӑр вара.

Куҫарса пулӑш

Калля пичче култарать // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 9 с.

Халӗ вӑл тухса калаҫма хӑнӑхса пырать, малтанхи евӗр аптраса тӑмасть, вӑрманта йывӑҫсене пӗр майлӑ тӳнтернӗ пек, сӑмаха майӗпен, йӗркипе илсе пырать.

Куҫарса пулӑш

58 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Шӳт пулӗ-ха ку тесе шутларӗ Раман, сӑмаха кула-кула ирттерсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

54 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман кашни сӑмаха шӑл витӗр сӑрхӑнтарса каларӗ:

Куҫарса пулӑш

52 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Лишайкин пӗтерет-ха мана, — кулкаласа сӑмаха ӗҫ еннелле пӑрчӗ Тарин.

Куҫарса пулӑш

51 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сӑмаха Якку хускатрӗ:

Куҫарса пулӑш

49 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Саламӑра аттене калӑп, — сӑмаха татасшӑн пулмарӗ Миша.

Куҫарса пулӑш

22 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ун чухнех, пӗрле ӗҫленӗ кунсенче, Раман чӑнласа калас тенӗ сӑмаха шӳтлесе-йӗкӗлтесе ирттерсе яратчӗ те, халӗ те савӑн евӗрлех пулса тухрӗ ун.

Куҫарса пулӑш

17 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Вӑрҫӑ хыҫҫӑн та выртатчӗҫ-ха вӑл пукансем клубра, — сӑмаха сыпӑнтарчӗ Раман.

Куҫарса пулӑш

1 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ман сӑмаха манмарӑн апла, килсе курас терӗн? — тинех чарӑнса тӑчӗ хайхискер.

Куҫарса пулӑш

1 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Аслӑ Кузнецов, «вилӗм» сӑмаха илтсен тайӑлса кайрӗ, чутах ӳкмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тен, шӑпах Ваҫиле ҫинчен каланӑ ҫав сӑмаха?

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ҫар комиссариатӗнчен? — персе ячӗ вӑл юлашкинчен Елинкаран тин илтнӗ сӑмаха, сивӗ те ютскере, унтан чӗнмесӗр тӑчӗ те кӑшкӑрма пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Алӑкра юратнӑ сӑна курсан вӑл унтан тахҫантанпах, кунсем, эрнесем, уйӑхсем тӗл пулса ҫав пӗртен-пӗр вӑрттӑн упракан сӑмаха илтессе кӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Эсӗ нихӑҫан та ҫак пылак, сӑваплӑ «атте» сӑмаха каласа курман.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хальлӗхе эсӗ аннӳне курсан кулатӑн, хӑвӑн тулли тутусемпе пӗрремӗш сӑмаха — «анне» калама хӑтланатӑн.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Парторг салтак арӑмне ҫурҫӗр тӗлӗнче хӑй патне чӗнтернӗ текен сӑмаха ҫуратаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех