Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑмаха (тĕпĕ: сӑмах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӑх ҫак сӑмаха ҫеҫ кӗтнӗн шавласа кайрӗ:

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кузнецов сӑмаха урӑххи ҫине куҫарма шут тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Каламалла мар сӑмаха персе ятӑм.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Акӑ вара ҫӑл патӗнче сӑмаха ҫаптарса тӑракан хӗрарӑмсем Анука курсанах темрен хӑранӑн хӑвӑрт саланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь, хӗрӗн аллинче укҫа пуррине кур-сан, ирӗксӗрех халӑх хушшине сарӑлнӑ сӑмаха ӗненсе, ҫилли авӑкланчӗ:

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнтах: — Эй, аппа, сӑмаха пула йӑлтах манса кайнӑ, ман яшка пиҫнӗччӗ. Халех антарса ҫийӗпӗр, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ирӗксӗр хускалнӑ сӑмаха пӗтерес шутпа: — Ун ҫинчен пӗтӗм ял калаҫать! — терӗ Анук.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку сӑмаха вӑл ашшӗ килӗнче чухне те кашни кунах илтнӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Богданов каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те «катемпи» сӑмаха леш ырхан хӗрарӑм каланине асӑрхаса илме ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Миллионер» тенӗ сӑмаха илтсен, Ҫтаппан тавра ҫӗкленнӗ шав тӑруках шӑпланчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ман сӑмаха, эпӗ мӗн хушнине итлесен тата нумайрах тупӑн.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Инкек-синкек тухсан, айӑпне малтанах хӑй ҫинчен сиресшӗн пек: — Чунна турӑ ирӗкне пама тивсен, мана ан ӳпкеле. Ещӗке пӑрахут ҫине йӑтса ҫитерсен, аллӑ тенкипех тӳлӗп. Хам сӑмаха улӑштармастӑп, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Илтместӗн-и, пурте сан сӑмаха кӗтеҫҫӗ!

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шалти сасӑ сире ӑҫта сӑмаха хӑлха хӗррипе ҫеҫ итлемеллине, ӑҫта малалла талпӑнмаллине кӑтартӗ.

Тонкая интуиция позволит отличить, где нужно пропустить выпад мимо ушей, а где — смело ввязаться в бой.

45-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тӗрмере ларнӑ ҫынсем васкама юратмаҫҫӗ, пуплессе те васкамасӑр, кашни сӑмаха виҫсе пуплеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Изосимыч — хӑвӑрт-хӑвӑрт, сӑмаха ҫӑтса калаҫакан ҫинҫе саслӑ вӑр-вар йӗкӗт.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Сӑмаха нумая тӑсмасӑр эпӗ Лорӑна мана качча тухма ыйтрӑм.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

— Мӗншӗн тесен ваттисем ялти сӑмаха киле илсе килме хушман.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Татьяна, сӑмаха укҫапа туянманскер, общежитинче пӗрле пурӑнакан хӗрсемпе хӑвӑрт паллашрӗ-туслашрӗ, пӗр чӗлхе тупрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Кирлӗ-кирлӗ мартан карсакланас вырӑнне, арҫынсем ялта ӗҫре ҫук чухне вӗсене улӑштарнӑшӑн ырӑ сӑмаха тивӗҫ мар-и вара вӑл?

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех