Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑлтавсӑрах (тĕпĕ: сӑлтав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Михха сӑлтавсӑрах шикленнӗшӗн тем таранах эрленчӗ, тус-йышӗсене нимӗн пулман пек кӑтартма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Директор Арсентьева итлесе пӗтерчӗ, сӑлтавсӑрах плащ тӳмисене вӗҫертсе тӳмелерӗ, ҫамкине картлантарчӗ, вара татӑклӑн: «Лишайкин ҫитменлӗхӗсене эпӗ хам та лайӑх пӗлетӗп, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

27 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вара сӑлтавсӑрах савӑннӑ пек пулатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Эпӗ вара каллех, ним сӑлтавсӑрах тенӗ пек, чӗрене хӗсекен туйӑмсем сӑрхӑнма пуҫланине туйса илтӗм.

И опять, бог весть почему, тяжело стало у меня на душе.

XXV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ман шутпа, вӑрттӑн сарӑлакан усал сӑмахсем, ним сӑлтавсӑрах ҫынна шанми пулни ҫын пурнӑҫне пӑсса, хуҫса тӑкма пултарнӑ вӑхӑт иртсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫак сӑмахсене вӑл хӑйне кивҫен илнӗ укҫана сӑлтавсӑрах вӑхӑтра паманшӑн ӳпкеленӗ пек каласа ячӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьялов, ытла нумай вӑхӑтах мар пулин те, унпа ҫывӑх пулнӑ-ҫке-ха, ку хӗрарӑм ӑна, ҫав териех мар пулин те, ҫапах та юратать, анчах Завьялов халь ӑна ним сӑлтавсӑрах, сасартӑк, кӗтмен ҫӗртен пӑрахать.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ним сӑлтавсӑрах йӑл-йӑл кулатчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫӑлтӑрсем ку эрнере хӑвӑра япӑхрах туяссине, сӑлтавсӑрах пӑшӑрханассине систереҫҫӗ.

Неблагоприятное расположение планет на этой неделе сулит ухудшение самочувствия, а также необоснованное беспокойство.

29-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӗр-тантӑшӗсене ним сӑлтавсӑрах кӳрентернӗшӗн профкома пӗрре кӑна мар чӗнсе пӑскӑртнӑ ӑна.

Куҫарса пулӑш

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Пӳрт ҫине витнӗ хӗҫтимӗр, вӗриленсе кайнӑскер, ним сӑлтавсӑрах чӑнк-чанк туса илет.

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Укахвин те ним сӑлтавсӑрах куҫӗ нӳрелме хӑтланать.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Танго ташланӑ чух, хӑйӗн чӑн-чӑн кӑмӑлне пытарса, сӑлтавсӑрах ҫав тери хавасланса кайнӑ пек курӑнма тӑрӑшрӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Славик хӑйне кӗтмен ҫӗртен сӑлтавсӑрах кӳрентернӗ ҫын вырӑнӗнче туйма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ларсан-ларсан, чунӗ пӗрре хурланса, тепре сӑлтавсӑрах хӑпартланса килнӗ пек пулчӗ, ыратупа ылмашрӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Сӑлтавсӑрах кулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Пӗлме хӗн: те куҫӗ ҫавӑн пек унӑн, те хӑй сӑлтавсӑрах кулса ҫӳрет…

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Пӗр сӑлтавсӑрах ҫапа-ҫапа ячӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Пултарусӑр, талантсӑр ҫынсене, вӗсен шутне хам та кӗретӗп пулин те, эпӗ юлашки вӑхӑтра чӑтма пултараймастӑп, манӑн, вӗсене курсан, темшӗн сӑлтавсӑрах ҫилӗ тӑвӑлса килет.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Автобус чарӑннӑ тӗле пырса, ним сӑлтавсӑрах пӗр ҫынна ҫӗҫӗпе чиксе амантса пӗтерчӗҫ, эпӗ ун хутне кӗме тӑрсан, хама хӗнесе тӑкрӗҫ…

Куҫарса пулӑш

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех