Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑлтавсем (тĕпĕ: сӑлтав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак сӑлтавсем пурӗ пӗрле халӑх тумӗн чӑпар та кӑткӑс сӑнарне шӑратса кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Несӗлӗпе ӳсӗмӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Колхоз ӗҫӗнчен вӑл хӑйӗнчен Гриша сарӑмсӑр кулма пӑхнишӗн е унпа председатель сахал интересленнишӗн ҫеҫ пӑрӑнма шутламан, кунта унӑн урӑх сӑлтавсем пулнӑ: сӑмах майӗн каласан, правленинчи тайӑнмалли пукана ҫӗклесе кӑтартнӑ хыҫҫӑн та, каярахпа килти йывӑртарах ӗҫсене тусан та, унӑн суранлӑ алли ыраткалама тытӑнни сисӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Чӗри тата витӗмлӗрех сӑлтавсем тупрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунта вӑл, юратакан тус-йышӗсем патӗнче, чӗрине ыраттаракан сӑлтавсем ҫинчен те каласа пама пултарать.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫакна ӑнлантарса пама сӑлтавсем те пур: пӗрремӗшӗнчен, пысӑк федерациллӗ патшалӑх провинцийӗн тӗп хулинчи патшалӑх ӗҫченӗсем пулнӑ май хулара пурӑнакансемпе вӗсен ҫемйисенчи ҫынсем ӗҫ вырӑнӗсене тата Канадӑн федераллӑ фончӗсемпе ҫыхӑну ҫухатасран хӑраҫҫӗ; иккӗмӗшӗнчен, хулара акӑлчанла калаҫакансен йышӗ пысӑк мар пулни ҫакӑ вӗсене хумхантарма пӑрахнӑ.

Этому есть свои объяснения: во-первых, будучи госслужащими столицы провинции крупного федеративного государства, многие жители города и члены их семей боятся потерять рабочие места и доступ к федеральным фондам Канады; во-вторых, немногочисленные англофоны города уже не рассматриваются как непосредственная угроза.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

Эс тӗрӗс калатӑн: халь ҫӗнӗ сӑлтавсем ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

13. Павликӑн вӗҫес килет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Мӗнле сӑлтавсем сана ҫав Горяева пытарма хушаҫҫӗ-ха?

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах унӑн прогрессивлӑ ӗҫӗсем вырӑнти влаҫсен кӑмӑлне кайман, ҫавӑнпа вӗсем, тӗрлӗ сӑлтавсем тупса, 1907 ҫулта ӑна Шупашкар уесӗнчен кӑларса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Хусанкайпа тепре курнӑҫма сӑлтавсем те пур ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

«Эс те аллӑ, эп те аллӑ…» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ун валли сӑлтавсем нумай пулаҫҫӗ вӗт: пӗрин ача ҫуралать — ят хумалла, теприн хуняма карчӑкӗ вилет — ӑна асӑнмалла, пӗри ывӑлне авлантарать — туй тумалла, тепри тата хӑйӗн карчӑкӗпе ЗАГСра ҫырӑннӑранпа ҫирӗм пилӗк ҫул ҫитнине аса илсе «кӗмӗл туй» тӑвать…

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Чылай чухне ҫак сӑлтавсем малти вырӑна тухаҫҫӗ: ачасене асӑрхаса тӑманни, ҫырантан аякка ишсе кайни, ҫиллӗ ҫанталӑкра шыва кӗни, шӑнӑр туртни, организм шӑнса кӳтни, ӳсӗрле шыва кӗни.

Куҫарса пулӑш

Ачасене пӗчӗклех ишме вӗрентӗр! // Артемий МЯСНИКОВ. http://kanashen.ru/2023/06/09/%d0%b0%d1% ... 82e%d1%80/

Чи пултаруллӑ, чи мухтавлӑ бригадира тиркеме сӑлтавсем шыраса аппаланчӗҫ пулсан, вак-тӗвекшӗн ҫӗткеленекенсем тесех каламалла вӗсем пирки.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Кунсӑр пуҫне Георгий ашшӗнчен сивӗнсе пынинче урӑх сӑлтавсем те пур, уйрӑмах пӗлтӗртенпе…

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Ҫав вӑхӑтрах хамӑр ҫӗршыври наци чӗлхисен куҫа курӑнакан малашлӑхӗ ҫинчен калаҫма сӑлтавсем пур.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Тӗрлӗрен сӑлтавсем чӑрмантараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑрнар муниципаллӑ округӗнче пурӑнакансен мухтанма сӑлтавсем пур.

Куҫарса пулӑш

Малалла - кӑтартусене лайӑхлатса // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Ун валли 760 млн тенкӗ илессе шанатпӑр, ҫакна ҫирӗплетекен сӑлтавсем пуртан.

Рассчитываем здесь получить 760 млн рублей, то есть уже имеем соответствующее подтверждение.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Иккӗмӗшӗнчен, ҫак икӗ вӑйлӑ ҫыннӑн пӗр-пӗрне курайми пулма урӑх сӑлтавсем те пур.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пазухинпа Левашовӑн хирӗҫмелли сӑлтавсем самаях пысӑк.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Коля Люсьӑпа тӗл пулма сӑлтавсем шырарӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех