Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑлтавпах (тĕпĕ: сӑлтав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑпах ҫак сӑлтавпах кӑҫал 4 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ, 34-ӑн суранланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Саккуна пӑсмалла мар // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60498

2022 ҫулта вара ҫак сӑлтавпах инспекторсем 14 аварие шута илнӗ, инкекре тӑватӑ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, унсӑр пуҫне 17-ӗн суранланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулӗ вӑрӑм е кӗске - пуриншӗн йӗрке пӗрре // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44180-cul-v ... -rke-p-rre

Водитель йӑнӑш тунине ӑнланса илмерӗ, каллех ку сӑлтавпах автоинспекторсен аллине лекрӗ пулсан, яваплӑх уголовлине куҫать.

Куҫарса пулӑш

Эрех ӗҫрӗн – руль умне ан лар! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10979-er ... mne-an-lar

Кирлӗ-кирлӗ мар сӑлтавпах Хусана ҫӳреме юратнӑ, «сӑлтавӗ» ҫамрӑк арӑм валли кӑна!

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫак сӑлтавпах ыттисене те итлеме тивнӗрен сӗтел хушшинчен часах тухаймарӑм, анчах, юлашкинчен, тӑрса тухрӑм та палӑка тӗсесе ҫаврӑнтӑм.

Еще некоторое время я не мог встать из-за стола, выслушивая кое-кого по этому же поводу, но, наконец, встал и обошел памятник.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Эпӗ халӗ хам мар; тӗрӗсрех — пӗр вӑхӑтрах эпӗ Лисс гаванӗнче те, кунта та, ҫак сӑлтавпах иртнӗлӗхе ҫак лару-тӑруран хам нихӑҫан та тутанса курман эрехӗн тӑнлантаракан сыпкӑмӗсемпе уйӑрма тивет.

Я не был собой; вернее, одновременно я был в гавани Лисса и здесь, так что должен был отделить прошлое от настоящего вразумляющим глотком вина, подобного которому не пробовал никогда.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Упӑшки те ӑна ҫав сӑлтавпах хӑнана ӑсатма янине ӑнланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Поездсем пыраҫҫӗ-пыраҫҫӗ те, ахаль сӑлтавпах пек, нумайччен чарӑна-чарӑна тӑраҫҫӗ.

Поезда двигались и снова подолгу стояли, казалось, по неизвестной причине.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ҫав сӑлтавпах вӑл ашшӗпе те ҫиллессӗн калаҫрӗ.

Он выпалил всё это, словно забыв, что говорит с отцом.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Вуттуна та ҫав сӑлтавпах илсе килсе тӑкрӑн-и?

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫав сӑлтавпах Чжао Юй-линь те Го Цюань-хай пекех хыпӑнса ӳкнӗ.

Чжао Юй-линь был расстроен не меньше Го Цюань-хая и по той же причине.

X // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Городничий ҫӗнӗ шпагӑпа пыни вӑл ун патне пысӑк сӑлтавпах килнине пӗлтерчӗ, ку ӗнтӗ Иван Ивановича пушшех те тарӑн шухӑшлаттарчӗ.

Тем более это его занимало, что дело казалось необыкновенной важности, ибо при нем была даже новая шпага.

V сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Ҫав сӑлтавпах, вӑл хими ҫинчен пӗлни те тӗссӗр газ тултарнӑ колба евӗрлӗ: шуйттан пӗлет ӑна, пур-и вӑл колбӑра мӗн те пулин, ҫук-и!

По этой же причине и сведения о химии походят на колбу с бесцветным газом: а чорт же ее знает, есть там что, в этой колбе, или нет!

Вунҫиччӗмӗш прохор, шуҫ ӑстисен королӗ // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.

Пур ҫӗрте те — килте те, хӑнара та, — кирлӗ-кирлӗ мар сӑлтавпах, старикпе ҫамрӑксем хушшинче вӗҫӗмсӗр тавлашусем тухнӑ.

Всюду, дома и в гостях, по самому ничтожному поводу между стариком и молодежью вспыхивали нескончаемые споры.

II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

— Ҫав сӑлтавпах.

— По этой же причине.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аялти хутра канцелярипе бухгалтери вырнаҫнӑ, ҫитменнине тата вӗсем Хворостянкин пулӑшнипе ҫур ҫул хушшинче тенӗ пек икӗ хут ӳснӗ, ҫавӑнпа вара чи пысӑк пӳлӗмре те сӗтелсем аран-аран вырнаҫнӑ, ҫак сӑлтавпах аслӑ бухгалтера пӳлӗм уйӑрса панӑ, кассир валли витере кашни лашана уйрӑммӑн тӑратма пӳлсе панӑ пек хӑмапа ҫапса пӳлӗм туса панӑ.

В нижнем этаже помещались канцелярия и бухгалтерия, причем с помощью Хворостянкина за какие нибудь полгода людей там стало вдвое больше, так что даже в самой большой комнате столам уже было тесновато; по этой же причине главному бухгалтеру был отведен кабинет, а кассиру устроена клетушка, напоминавшая собой денник в конюшне.

IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Ҫав сӑлтавпах

— Все по той же причине…

III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

«Александр III» тата «Бородино» хӑватлӑ броненосецсем ҫав сӑлтавпах шыва путнӑ.

Перевернулись и потонули сильнейшие броненосцы «Александр III» и «Бородино».

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Саня та ҫав сӑлтавпах пирӗнпе пырасшӑн.

Саня — тоже и с той же целью.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Тӑватҫӗрмӗш» 1940 ҫулта, II-А-1 отделӑн «делопроизводстви самаях сарӑлнӑ» вӑхӑтра ҫуралнӑ, Кунта «кинотеатрӑн» филиалӗ тунӑ, ҫакӑнта вара, допрос тӑвасса кӗтсе, подследственнӑйсем ларнӑ; ку филиал ятарласах коммунистсем валли пулнӑ, ӑна ытлашши чӑрмантарсан, арестленисене кашни сӑлтавпах пӗрремӗш хутран пиллӗкмӗш хута сӗтӗрмелле ан пултӑр тесе тунӑ.

«Четырехсотка» родилась в 1940 году, когда значительно «расширилось делопроизводство» отдела по борьбе с коммунистами, Здесь устроили филиал «кинотеатра», где, ожидая допроса, сидели подследственные, это был филиал специально для коммунистов, чтобы не приходилось таскать арестованных по всякому поводу с первого этажа на четвертый.

IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех