Шырав
Шырав ĕçĕ:
Апла пулсан, ҫавӑн пек туспа туслаш, анчах тӑшмантан сыхланнӑ пек сыхлан!
XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Кун пек сӑмах каланӑшӑн… сыхлан! — тенӗ.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Сыхлан хӗрсенчен!
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
— Сыхлан!
20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Сыхлан!
XLV. Ҫиле май // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Сыхлан, Грушницкий, шахвӑртать вӑл сана…
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Сыхлан, йӗркеллӗн асӑрханса кай, нимӗҫсем ҫине пырса ан тӑрӑн.
14 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
15. Унран эсӗ те сыхлан: вӑл пирӗн сӑмаха хирӗҫ вирлӗн тӑчӗ.15. Берегись его и ты, ибо он сильно противился нашим словам.
2 Тим 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Сыхлан, сана чӗлхӳ-ҫӑвару ан такӑнтартӑр, санӑн усал сунакан умне ӳкмелле ан пултӑр.30. Берегись, чтобы не споткнуться ими и не пасть пред злоумышляющим.
Сир 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Тӑнсӑр ҫынпа нумай ан калаҫ, ӑссӑр-тӑнсӑр патне ан ҫӳре; 13. унран сыхлан — инкек курмалла ан пултӑр; вӑл силленсе тасалнӑ чухне санӑн вараланмалла ан пултӑр; 14. пӑрӑн унран — хӑвна канлӗ пулӗ, унӑн ӑссӑрлӑхне пула кулянмӑн.
Сир 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тӑшманна ӗмӗрне те ан ӗнен: унӑн усаллӑхӗ — пӑхӑра ҫиекен тутӑх пек: 11. йӑвашланать-и вӑл, пуҫне пӗксе ҫӳрет-и — эсӗ чунупа сыхӑ тӑр, сыхлан унран, вара ун умӗнче эсӗ тӗкӗр тасатакан пек пулӑн: вӑл тутӑх йӑлтах тасалманнине курать; 12. тӑшманна хӑвӑн ҫумна ан тӑрат — хӑвна тӗртсе ярса сан вырӑнна ан тӑрайтӑр; ӑна хӑвӑнтан сылтӑм енне ан ларт — хӑҫан та пулин санӑн пуканна ан сӑхлантӑр, кайран ман сӑмахӑма ӑнланса илӗн те хурлана-хурлана ман ӳкӗтӗме аса илӗн.
Сир 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Усал ҫынран сыхлан, — вӑл усал шухӑш тытать, — хӑҫан та пулин санӑн ятна ӗмӗрлӗхех ан варалатӑрччӗ вӑл.33. Остерегайся злодея, - ибо он строит зло, - чтобы он когда-нибудь не положил на тебе пятна навек.
Сир 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Хӑрушӑ самантра хӑвна тӗрӗс тыт, усалтан сыхлан — 24. вара чунушӑн намӑс пулмӗ: 25. намӑсланни хӑш чухне ҫылӑх патне илсе пырать, тепӗр чухне мухтавпа тивлет парать.
Сир 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫакӑнтан ытлашшийӗнчен вара, ывӑлӑм, сыхлан: нумай кӗнеке ҫырас тесессӗн вӗҫӗ те пулмӗ, нумай вулани хӑвнах ӗшентерет.
Еккл 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ӑссӑра ӑссӑрла ан хуравла — унпа пӗр шайра пуласран сыхлан; 5. ӑссӑра ӑссӑрлӑхне кура хуравла — вӑл хӑйне хӑй ӑслӑ ҫын вырӑнне ан хутӑр.
Ытар 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хӑвна ху ӑсчах вырӑнне ан хур; Ҫӳлхуҫаран хӑра, усалтан сыхлан: 8. ҫакӑ ӳт-пӗвне сывлӑхлӑ тӑвӗ, шӑмму-шаккуна вӑй хушӗ.
Ытар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ывӑлӑм, пур тӗрлӗ аскӑнлӑхран та сыхлан.
Тов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Турӑ ҫынни вара Израиль патшине асӑрхаттарса калама ҫын янӑ: ҫав-ҫав вырӑнпа иртсе ҫӳресрен сыхлан, унта Сири ҫыннисем пытанса ларнӑ, тенӗ.
4 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Сана Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, паракан ҫӗрӳ ҫинче хӑвӑн пӗр-пӗр килӳ-ҫуртунта тӑванусенчен кам та пулин кӗлмӗҫе юлса пурӑнсассӑн, эсӗ чӗрӳне ан хытар, кӗлмӗҫ тӑвану умӗнче хыт кукар ан пул, 8. уҫӑ кӑмӑллӑ пулса, ӑна мӗн ҫитменнине кирлӗ таран кивҫен пар; 9. сыхлан, чӗрӳне: «акӑ ӗнтӗ ҫиччӗмӗш ҫул, каҫармалли ҫул, ҫывӑхарса килет» текен ҫылӑхлӑ шухӑш ан кӗтӗр, ҫавна май кӗлмӗҫ тӑвану ҫине хӗрхенмесӗр пӑхасси ан пултӑр санӑн, памасӑр тӑрасси ан пултӑр; унсӑрӑн вӑл, сана ӳпкелесе, Ҫӳлхуҫана тилмӗрсе йӑлӑнӗ те, эсӗ [пысӑк] ҫылӑха кӗрӗн; 10. пар ӑна, [мӗн чухлӗ ыйтнине, мӗн чухлӗ кирлине кивҫен пар ӑна,] анчах панӑ чухне чӗрӳ пӑшӑрханнӑ ан пултӑр: ӑна панӑшӑн сана Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, пур ӗҫӳнте те, ху аллупа мӗн тӑвас тенине те пӗтӗмпех пиллӗх парса тӑрӗ; 11. кӗлмӗҫсем [санӑн] ҫӗрӳ ҫинче пурӑнакансем хушшинче яланах пулӗҫ, ҫавӑнпа хушатӑп та сана: хӑвӑн ҫӗрӳ ҫинче тӑвану умӗнче, чухӑн умӗнче, кӗлмӗҫ умӗнче уҫӑ кӑмӑллӑ пул.
Аст 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Эсӗ пӑхӑнтарма каякан халӑхсене Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, сан умӑнтан пӗтерсе тӑксассӑн, ҫапла эсӗ вӗсен ҫӗрне илсе ҫавӑнта вырӑнаҫса тӗпленсессӗн, 30. сыхлан вара, ҫав халӑхсене хӑвӑн умӑнтан пӗтерсе тӑксассӑн, санӑн вӗсем хыҫҫӑн кайса серепене лекмелле ан пултӑр, «ҫак халӑхсем хӑйсен туррисене мӗнле пӑхӑнса тӑнӑ, эпӗ те ҫапла тӑвам» тесе вӗсен туррисене шырамалла ан пултӑр; 31. Ҫӳлхуҫашӑн, хӑвӑн Туррушӑн, апла ан ту, вӗсем хӑйсен туррисемшӗн Ҫӳлхуҫа мӗнрен йӗрӗннине, Вӑл мӗне курайманнине туса тӑраҫҫӗ: туррисемшӗн вӗсем хӑйсен ывӑлӗсемпе хӗрӗсене те вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтараҫҫӗ.
Аст 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.