Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сыпнӑччӗ (тĕпĕ: сып) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сыпасса эпир «Рислинг» текен эрехе кана сыпнӑччӗ, хам эпӗ йӑлтах урӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Куҫӗсемпе кӗнекене тӗлленӗскер, кача тӑвар шыва пӗр мӑн кашӑках сыпнӑччӗ Юрий.

Куҫарса пулӑш

Уй — куҫлӑ, вӑрман — хӑлхаллӑ // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Вӗсем иккӗшӗ те сыпнӑччӗ, — арӑмӗ кулкалатчӗ, пурне те пуҫ таятчӗ тата дьякӑн пек сасса палӑртса калатчӗ.

Обе они были выпивши, — баба улыбалась, кланялась всем и говорила на о́, точно дьякон:

V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Улашка чарӑнма та, майӗпенрех кайма та шутламасть пулас, иккӗмӗш лине пӗрремӗшпе сыпнӑччӗ ӗнтӗ, вӑл та ҫавӑн пекех хӑвӑрт сӳтӗлме пуҫларӗ.

Полосатик, видимо, не собирался ни останавливаться, ни умерять быстроту своего хода, второй линь был подвязан к первому и начал разматываться с той же скоростью.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Сыпнӑччӗ эпир капитанпа иксӗмӗр кӑштах, ну, хӑвӑрах ӑнланатӑр ӗнтӗ, ун пек чух ҫын вӑл яланах хӗрӳ…

Дернули мы с капитаном, ну и, сами понимаете, завелись чуток…

1942-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Анчах эп ӳсӗр марччӗ, мӗн ӗҫессе те аслӑ летчик сывлӑхӗшӗн пӗр стакан хӗрлӗ эрех кӑна сыпнӑччӗ

Но я не был пьян – был выпит только один стакан вина за здоровье великого летчика и моего старшего друга…

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех