Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сыпмалла (тĕпĕ: сып) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эп ҫапла шутлатӑп: Улӑп-вундеркинд ҫуралнӑ ятпа пӑртак сыпмалла мар-и тетӗп? — шӑлавар кӗсйинчен коньяк кӗленчин пуҫне кӑтартрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Сыпмалла кӗпе те пурччӗ-ха ман…

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сан вырӑнта пулсан, эпӗ кашни кун хӗвел ҫути курмиччен сыпмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫывӑрмалӑх ӗҫленӗ паян // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чи лайӑх мел: ҫӑвара шыв сыпмалла, ӗҫтешсемпе тавлашасран пӑрӑнмалла.

Лучшая тактика: быть тише воды, ниже травы и избегать конфликтов с коллегами.

25-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эпир Ястребацран кайнӑ чухне питӗ выҫӑхса ҫитнипе ман пуҫра пӗр шухӑш кӑначчӗ: мӗнле те пулин вӗри пашалӑва ҫырта-ҫырта нимӗҫ пӑрҫи яшкине, ҫуллӑ та сивӗннӗскерне, ӑса-ӑса сыпмалла!

Когда мы уходили с Ястребца, я так отощал, что у меня круги прыгали перед глазами, вот, думаю, впиться бы зубами в горячую буханку, хлебнуть бы густой фасоли — с маслом, холодной.

25 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Шикленни сӑлтавсӑрах пулман, трубопроводӑн вӗҫӗсене пӗр-пӗринпе пролив варринче сыпмалла.

Тревога была не напрасной, осталось соединить концы трубопровода в середине.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Аял енчен миҫе сыпӑк шӑратса сыпмалла пулать, хисеплесе пӑхӑр-ха?

Посчитайте: сколько придется сварить стыков «потолком»?

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Шыва янӑ трубан пӗр тӑрӑхне тепринпе шыв ҫинче шӑратса сыпмалла, ку вара пит те кансӗр ӗҫ пулнӑ, мӗншӗн тесен кунта механизмсемпе та усӑ курма май килмен.

Приваривание конца опущенной в пролив плети к новой намеревались вести непосредственно на воде, что было крайне неудобно И не давало возможностей применить механизм.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Вунпӗр метр тӑршшӗ трубасене, проект тӑрӑх, ҫуллахи вӑхӑтра ҫыран хӗрринче ҫӗршер е икҫӗршер метр тӑршшӗ шӑратса сыпмалла пулнӑ.

По проекту предполагалось сваривать летом на берегу одиннадцатиметровые цельнотянутые трубы в плети по сто-двести метров длиной.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Тепӗр пилӗк минутран виҫҫӗмӗш лине те сыпмалла пулчӗ, вӑл та шывалла анма тытӑнчӗ.

Через пять минут пришлось подвязать третий линь, и он тоже стал уходить в воду.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Пирӗн кӑшт сыпмалла марччӗ-и вара?..

— Как же нам немножко не пригубить?

XVI. Ял ҫывӑрмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Лука Александрычӑн заказ паракансем калама ҫук инҫетре пурӑннӑ, ҫавӑнпа вӗсенчен кашнин патне ҫитиччен столярӑн темиҫе хутчен хупаха кӗрсе сыпмалла пулнӑ.

Заказчики Луки Александрыча жили ужасно далеко, так что, прежде чем дойти до каждого из них, столяр должен был по нескольку раз заходить в трактир и подкрепляться.

I. Хӑйне хӑй япӑх тыткаланӑ // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.

Унӑн арӑмӗ те ҫав тери ӗҫлӗ: вӑл виҫӗ сехет хушши ӗнтӗ ҫӗвӗҫ Аверкипе пӗрле упӑшкин фуфайкинчен Илюшӑна пиншак ҫӗлесе парасси ҫинчен сӳтсе явать, хӑех пурӑпа йӗрлет, Аверки пустава вӑрласран сӑнаса тӑрать; унтан, хӗрсен пӳлӗмне кӗрсе, кунне мӗн чухлӗ чӗнтӗр ҫыхмаллине кашни хӗрнех хушса хӑварать; унтан Настасья Ивановнӑна е Степанида Агаповӑна, е хӑйне ҫывӑх хӗрарӑмсенчен кама та пулин хӑйпе пӗрле ертсе сад пахчине ӗҫпе ҫӳреме каять: панулмисем мӗнле пиҫеҫҫӗ, ӗнерхи, пулса ҫитнӗ панулми ҫӗре ӳкмен-и, ҫавсене пӑхмалла; кунта турат сыпмалла, лере турат иртмелле тата ытти те.

И жена его сильно занята: она часа три толкует с Аверкой, портным, как из мужниной фуфайки перешить Илюше курточку, сама рисует мелом и наблюдает, чтоб Аверка не украл сукна; потом перейдет в девичью, задаст каждой девке, сколько сплести в день кружев; потом позовет с собой Настасью Ивановну, или Степаниду Агаповну, или другую из своей свиты погулять по саду с практической целью: посмотреть, как наливается яблоко, не упало ли вчерашнее, которое уж созрело; там привить, там подрезать и т. п.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Анчах ун пек калаҫни нумаях пулӑшаймасть ӑна, каллех буфет патне пырса юратнӑ эмелне вӑрттӑн ҫеҫ сыпмалла

Но недолго действовали на нее эти самоуговоры — и снова нужно было бежать к буфету и украдкой пить лавровишневые капли…

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл маркерпа вылять, маркерӑн выляса илнӗ хыҫҫӑн пӗрер черкке эрех сыпмалла, выляса ярсассӑн — тӑватӑ уран сӗтел айӗнче упаленмелле.

Он играл с маркером, который при выигрыше выпивал рюмку водки, а при проигрыше должен был лезть под биллиард на четверинках.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех