Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сывлӑхӗ (тĕпĕ: сывлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1940-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче Австралипе Ҫӗнӗ Зеландине ҫулҫӳреве тухма палӑртнӑ, анчах вӑл пурнӑҫланайман, сӑлтавӗ вара патшан сывлӑхӗ хавшанипе ҫыхӑннӑ пулнӑ.

В конце 1940-х годов запланированное путешествие в Австралию и Новую Зеландию не состоялось, потому что у короля ухудшилось состояние здоровья.

VI Георг // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/VI_%D0%93%D0%B ... 1%80%D0%B3

Тепӗр тесен, мӗне тӑрать вара вилме выртнӑ вунҫичӗ ҫулхи каччӑн арканнӑ сывлӑхӗ, сакӑрвунӑ ҫулхи старикӗн тӗреклӗ сывлӑхӗпе танлаштарсан?

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Вӑл хӑйне фронта яма ыйтнӑ, анчах ӑна, сывлӑхӗ тӗреклӗ маррине пула, Мускаври пӗр госпитале хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Сывлӑхӗ енчен Петр Петрович ним ыратнинех те шарламан, юлашки вӑхӑтра часах ывӑнма пуҫланине кӑна туйнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Унӑн пӗртен-пӗр пуянлӑхӗ — нимӗнле йывӑрлӑхра та хуҫӑлман ҫамрӑклӑхӗпе улӑпла сывлӑхӗ кӑна пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Сывлӑхӗ тӗреклӗ унӑн, ӑна никам та ҫитмӗлри ҫын теме пултарайман.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Сывлӑхӗ аванах пулман.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Сывлӑхӗ майӗпен чакни палӑрчӗ пулсан та, вӑл ялти юлташла суда, колхозниксене пенси пама хатӗрлекен совета ертсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

Ӑна та ӑнланас пулать, Семен Павӑлччӑ, сывлӑхӗ япӑх, — вӑрттӑн сӑмах каланӑн, асӑрхаттарчӗ Мария Тимофеевна.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сывлӑхӗ начарланни ҫине йӑвантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сывлӑхӗ пулсан, улача кипкепе чӗркесен те аван ӳсет.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ашшӗсем патӗнчен илсе килнӗ ҫӑкӑрӗ пӗтни ӑна каллех ывӑлӗн сывлӑхӗ пирки пӑшӑрхантара пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мишша тетен сывлӑхӗ хавшак пулнӑран вӗллесене Миккуль тете утарне куҫарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Миккуль тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 108–109 с.

Чирлӗ ҫыннӑн сывлӑхӗ малашне мӗнле пуласси вӑл тӗрлӗ анализсене тӗплӗ, вӑхӑтлӑ тума пултарнинчен нумай килет, тухтӑрсене те сыватмалли тӗрӗс мелсем тупма май парать.

Куҫарса пулӑш

Манӑн вӗренекенсем // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d0%bc%d0%b ... %b5%d0%bc/

1914 ҫулта Экснерӑн сывлӑхӗ хавшама пуҫланӑ, ҫавна май вӑл отставкӑна кайнӑ, консерватори директорӗ вырӑнне Юзеф Сливиньский йышӑннӑ.

В 1914 году Экснера, подавшего в отставку по состоянию здоровья, на посту директора консерватории сменил Юзеф Сливиньский.

Л.В. Собинов ячӗллӗ Сарӑту патшалӑх консерваторийӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B.%D0 ... 0%B9%C4%95

Ӳт-пӳ тата психика сывлӑхӗ ҫине витӗм кӳме ансат меслетсемпе усӑ курма май пур: сиенлӗ йӑласене пӑрахма, тӗрӗс ҫисе пурӑнма, шыв шайне тытса пыма, позитивлӑ шухӑш-кӑмӑла аталантарма.

Повлиять на состояние своего физического и психического здоровья можно простыми способами: отказаться от вредных привычек, правильно питаться, соблюдать водный баланс, развивать позитивное мышление.

Раҫҫейре психика сывлӑхне упраса хӑвармалли эрне стартлать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/syvl-kh/2023 ... at-3471170

Психика сывлӑхӗ - тӗрлӗ пӑшӑрхану ҫукки ҫеҫ мар, ҫын стрессене хирӗҫ тӑма, тухӑҫлӑ ӗҫлеме пултарать пулсан, ырлӑх туйӑмӗ те.

Психическое здоровье – это не только отсутствие различных расстройств, но и состояние благополучия, когда человек может противостоять стрессам, продуктивно работать.

Раҫҫейре психика сывлӑхне упраса хӑвармалли эрне стартлать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/syvl-kh/2023 ... at-3471170

Сывлӑхӗ ҫинчен ыйтса пӗлтӗм.

Куҫарса пулӑш

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пӗр эрне каялла вӑл пире пурӑнас пек, сывлӑхӗ пӗтӗмпех йӗркене кӗнӗ пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Сывлӑхӗ ҫирӗпленсе ҫитнӗрен, Васса хӑй те фермӑри ӗҫсем ҫинчен ытларах та ытларах ыйтса пӗлме тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех