Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сывлӑхшӑн (тĕпĕ: сывлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫынсем ҫӗнӗ япалапа усӑ курасси сывлӑхшӑн хӑрушӑ пулма пултарать тесе шухӑшланӑ та унпа ярӑнса пӑхма килӗшмен.

Публика сочла новинку травмоопасной и не пожелала прокатиться на таком снаряде.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

— Ваше сиятельство, сирӗн сывлӑхшӑн, телейшӗн! — терӗ Михха.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Степа, сан сывлӑхшӑн! — стакансене шаклаттарса хаваслӑн шавларӗҫ крючниксем.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чи пысӑкки, ман шутпа, пирӗн сывлӑхшӑн ҫине тӑрса тимлени, пире санаторири пурнӑҫпа усрама тӑрӑшни.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ытлашши ҫисе тултарни сывлӑхшӑн сиенлӗ, ҫавна манмалла мар.

Куҫарса пулӑш

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

Ачасен умне электронлӑ презентаци тӑратнӑ, ҫав презентаци пулӑшнипе вӗсем сывлӑхшӑн усӑллӑ тата сиенлӗ хӑнӑхусем ҫинчен, наркоманипе токсикомани йышши усал йӑласем ҫинчен аса илнӗ.

Ребятам была представлена электронная презентация, с помощью которой они вспомнили о полезных привычках и наиболее опасных для здоровья вредных, таких, как наркомания и токсикомания.

Пурнӑҫ илемлӗ – ан пӗтер ӑна // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/narkotiksene ... na-3480261

Ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн, пирӗн сывлӑхшӑн тӑрӑшнӑшӑн вӑрмана тав тунӑ.

Сказали спасибо лесу за доброту и заботу о нашем здоровье.

Кӗрхи вӑрмана экскурси // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... si-3446368

Кайӑксене сассинчен уйӑрса илме, топографи карттине вулама, компьютерпа сывлӑхшӑн сиенлӗ пулмасӑр ӗҫлеме вӗреннӗ.

Научились определять птиц по голосам, читать топографическую карту, работать за компьютером без вредных последствий для здоровья.

«Эколятасем — ҫамрӑк ҫутҫанталӑк хӳтӗлевҫисем» урок иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekologi/2023 ... tn-3432254

Мероприятие вӗҫленӗ май ачасем библиотекарьпе пӗрле ҫапла пӗтӗмлетӳ тунӑ: пирӗн сывлӑхшӑн зарядка тумалла, тасалӑха пӑхӑнмалла, тӗрӗс апатланмалла, уҫӑ сывлӑшра уҫӑлса ҫӳремелле, спортпа туслашмалла.

Завершая мероприятие дети вместе с библиотекарем сделали вывод, что для нашего здоровья очень важно делать зарядку, соблюдать чистоту, правильно питаться, гулять на свежем воздухе и заниматься спортом.

"Эпир сывӑ пурнӑҫ йӗрки майлӑ" конкурспа вӑйӑ программи // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/syvl-khl-pur ... mi-3372821

Урмаел ялӗн ҫыннисем хӑйсем пурӑнакан вырӑнта, сывлӑхшӑн сиенлӗ пулни ҫине ярса, спутникрен илекен ҫыхӑну вышкине ларттарассине хирӗҫ иккен.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳ ҫулне хатӗрленесси – тӗп ыйту // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%b2%d3%9 ... %82%d1%83/

Физкультурӑпа спорт темине сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн патшалӑх лидерӗ сывлӑхшӑн тулӑх апат-ҫимӗҫ, ҫав шутра тинӗс продукчӗсем те пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ.

Обсудив тему физкультуры и спорта, лидер государства обратил внимание на то, что для здоровья не менее важно и полноценное питание, в том числе потребление морепродуктов.

Путин Раҫҫей ҫыннисем пулӑ сахал ҫинине палӑртнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... tn-3392220

Пушӑ вӑхӑта уҫӑ сывлӑшра ирттерни сывлӑхшӑн та усӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Ытарайми ҫуллахи савӑк кунсем // Людмила АЛЕКСЕЕВА. https://ursassi.ru/news/%C3%87%D1%8B%D1% ... em-3388943

Ҫӗрнӗ май, батарейкӑсенчи сӗлтӗсем (щелочь), тӑхлан, кадми, цинк тата сывлӑхшӑн хӑрушӑ ытти япаласем тӑпрана, ҫӑлкуҫсемпе юханшывсене варалаҫҫӗ, кайран ӳсен-тӑрансемпе чӗрчунсене лекеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗлсе тӑма // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%bf%d3%9 ... %bc%d0%b0/

Сывлӑхшӑн питӗ усӑллӑ хура вӑлчана 20% йӳнӗрех туянма пулать.

Куҫарса пулӑш

Камчатка тӑрӑхӗнчи тутлӑ пулӑсем — Чӑваш Енре // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=fTMvoaSW5Ro

Тасалӑхра пурӑнни кӑмӑл-туйӑма ҫӗкленине, сывлӑхшӑн усӑллӑ пулнине шута илсе йӗркене ҫирӗп пӑхӑнасчӗ, ҫӳп-ҫапа юраман вырӑнсене пӑрахас марччӗ.

Куҫарса пулӑш

Тавралӑха варалар мар // Е.КРЫЛОВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%82%d0%b ... 0%d1%80-2/

Анчах эрнен пӗрремӗш ҫурринче сывлӑхшӑн хӑрушлӑх пур е ӗҫри партнерпа хирӗҫме пултаратӑр.

Однако, первая половина недели представляет опасность для здоровья либо конфликтные отношения с партнёрами по работе.

21-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Синхронлӑ ишев элеменчӗсемпе ачасене шывра ташлама вӗрентни сывлӑхшӑн питӗ паха.

Куҫарса пулӑш

Синхронлӑ ишевре ӑмӑртрӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60770

— Ку — манӑн сывлӑхшӑн.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Сывлӑхшӑн ӳпкелешетӗн пулсан — ан турт! — сигарета тӑпӑлтарчӗ Виссарион Игнатьевич.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пӑлханни-хумханни сывлӑхшӑн сиенлӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех