Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сывлатчӗ (тĕпĕ: сывла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫанталӑк лӑпкӑн та тарӑннӑн сывлатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

Вӑл пирӗнпе, — чирлисемпе, — пӗчӗк ача пекех ахӑлтатса кулнӑ ҫӗртех, сасартӑк кулма чарӑнатчӗ те, тӗксӗмленсе каятчӗ, тем аса илсе, йывӑррӑн сывлатчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Кӗскен, туртӑнчӑклӑ сывлатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

Ваҫиле фермӑран киле чупса ҫитнӗ ҫӗре амӑшӗ аран-аран сывлатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тепӗр ҫынни вара куҫ умне хайхи ҫамрӑк хӗрарӑм тухса тӑрсан ҫамкине хурлӑхлӑн картлантарса ҫине-ҫинех ассӑн сывлатчӗ:

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Маншӑн вӑрҫӑ пӗтрӗ те, — хаштах сывлатчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

— Аннӳсен укҫине вӑрларӑр пулӗ-ха, — хаштах сывлатчӗ Вихтӑр мучи.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Чирлӗ ҫын икӗ минтер ҫинче таянса ларатчӗ, ахлата-ахлата сывлатчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вӑл пирӗн пата ҫитнӗ ҫӗре Воронок хӑвӑрттӑн сывлатчӗ, ун мӑйӗпе ҫурӑмӗ тарланипе тӗксӗмленнӗччӗ.

Когда он подъехал к нам, Воронок сопел, а шея и лопатки потемнели у него от пота.

Ватӑ лаша // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 43–46 с.

Вӑл васкаса сывлатчӗ, ун айӑкӗсем вылянса кӑна тӑратчӗҫ.

Он торопился, не поспевал дышать, бока его так и прыгали.

Булька // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 16–18 с.

Пӗр минут каялла ҫеҫ вӑл пурӑнатчӗ, сывлатчӗ, ман ҫине чӗрӗ куҫсепе пӑхса калаҫатчӗ.

Минуту назад он еще был жив, дышал, смотрел на меня живыми глазами и разговаривал.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Алӑкран кӗнӗ чух вӑл пашкаса сывлатчӗ ӗнтӗ.

Войдя в дом, она никак не могла отдышаться.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Хӑй вара, чӑнкӑ ту ҫине хӑпаракан ҫын евӗрле йывӑррӑн та хӑвӑрттӑн сывлатчӗ.

Дышал он тяжело и быстро, как человек, взбирающийся на крутую гору.

III сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Анчах ҫакӑн пекки те пулкаласа илетчӗ: амӑшӗн урисем тайӑлса анатчӗҫ, кӑмака хӗрри ҫумне пырса ҫатлатса, вӑл ҫӑварне карса пӑрахса, чӗлхине пӗҫертсе янӑ пек, хыттӑн сывлатчӗ те вара пӗҫертекен сӑмахсем сиксе вӗресе тӑратчӗҫ:

Но бывало и так: ноги её подгибались, шлепнувшись на край печи, она, открыв рот, громко дышала, точно обожгла язык, и клокотали жгучие слова:

IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ҫывӑрса кайсан, тикӗс сывлатчӗ.

Как заснут, то дышат ровно.

I // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Анне пӗрмай юрлакаласа, ӑна сулласа ларатчӗ; хӑй аран-аран сывлатчӗ, ҫапах юрлам пек тӑватчӗ.

А мамушка все баюкает, припевает; сама кряхтит, а все поет.

Салтак арӑмӗн пурӑнӑҫӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫавӑнпа вара вуласа ларнӑ хушӑрах алӑк ҫине ӑшӑ куҫпа пӑха-пӑха илсе тарӑннӑн сывлатчӗ.

И он то и дело тяжело вздыхал, косясь на дверь.

Пурте пӗрле // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

— Хам аппа куҫ хупнине астӑватӑп, вӑл та ҫакӑн пек йывӑр сывлатчӗ, ҫавӑнтан кайран икӗ талӑк пурӑнчӗ те вилсе кайрӗ.

— Помню, как сестре своей глаза закрывала, она тоже тяжелая была, так она, милая, еще двое суток промаялась…

XXII. Амӑшӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Сӑмси ҫуначӗсем унӑн чарӑлса кайнӑччӗ, кӑкӑрӗ пашкаса сывлатчӗ.

Ноздри у него раздулись, грудь порывисто дышала.

XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Хӑй ӑшталанса сывлатчӗ, куҫне мӑчлаттара-мӑчлаттара илетчӗ.

Он ещё пыхтел и моргал от волнения.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех