Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сывлани (тĕпĕ: сывла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗпелти чаршав хыҫӗнче пӗр майлӑ сывлани ҫеҫ илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрӗ мӑшлатса сывлани ӑна каллех шухӑша ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сывлани те уҫӑ илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кӗҫех ҫӑткӑнсем уттине хӑвӑртлатрӗҫ, вӗсем хыҫрах сывлани те илтӗнет ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пур ҫӗртен те ахлатни, йывӑррӑн сывлани илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сывлани те мар, икӗ хутчен вӑрӑммӑн ӗсӗклесе илни пулчӗ ку.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Сывлани ҫеҫ те мар, ахлатни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хашлаттарса сывлани илтӗнессе илтӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Маншӑн ҫӗр ҫинчи чи пысӑк телей — санпа пӗр килте пурӑнни, санпа пӗр сывлӑшпа сывлани.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫӑлтӑрсем те куҫ хӗсмелле выляччӑр, вӑрман та шӑп пултӑр, туратсем те ан хускалччӑр, кӑкӑрта кӑна чӗре пӗр виҫеллӗ таптӑр та Володя сывлани ҫакӑн пек сисӗнсе тӑтӑр.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Кас-кас пуҫа ҫавӑрса ямалла тутлӑ шӑршӑ сисӗнсе каять, Аня ку мӗнне пӗлмест, ӑна халь пӗтӗм вӑрман ҫакӑн пек сывлӑшпа сывлани кӑна паллӑ…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Йӳҫӗ те пылак тӗтӗмлӗ сывлӑша сывлани ӑш-чике лӗклентерет, туртас килнине вӑйлатать.

Куҫарса пулӑш

16 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӗрарӑмпа ача пур чухне ун пек марччӗ, вӗсем мӑшлатса сывлани, пӗр-пӗринпе калаҫни илтӗнетчӗ те, чуна канлӗрехчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Акӑ, ӑна алла тытсанах район мӗнле пурӑнни, «сывлани» куҫ умне тухать, чун-чӗре ӑшӑпа тулать.

Куҫарса пулӑш

«Ял ӗҫченӗ — чи ҫывӑххи» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... /1/16/yal/

Ҫур ӗмӗр хушшинче пӗрне-пӗри мӗнле сывлани таранчченех пӗлсе ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Ҫурӑм хыҫӗнче такам тӑрать пек, вӑл сывлани те илтӗнет пек.

Куҫарса пулӑш

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Кашни кӗтесре, кашни утӑмра, кашни пӳлӗмре шеллевсӗр вӑрҫӑ сиввӗн сывлани сисӗнет, тепӗр чухне вара, ҫакнашкал тӗттӗм урамсемпе пынӑ чух, вӑрҫӑ хӑйӗн хура ҫуначӗпе пӗтӗм тӗнчене хупласа хунӑн туйӑнать…

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Кулас вырӑнне ассӑн сывлани, тӗлӗнсе пупленӗ сасӑсем илтӗнчӗҫ:

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халӑх хушшинче ирӗксӗртен ассӑн сывлани илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халӗ пӗр тикӗссен мӑш-мӑш сывлани ҫеҫ илтӗнсе тӑрать.

Но сейчас она не отозвалась — спала, мерно дыша

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех