Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Хӗветӗр Ваҫлейчӑ, эсӗ пултӑн мар-и, нумай пулать сана курманни, епле пурнан, мӗнле сывлан? — алӑ пачӗ тачка питлӗ хура ҫын, шӗвӗр сӑмсаллӑ шакла пуҫлӑскерне, — ачаран пӗрле ӳсрӗмӗр, кайран, пӗр-пӗринпе ҫапӑҫса уйрӑлнӑ пекех, мантӑмӑр.
Алла — алӑ ҫӑвать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 39–41 с.
Хӗрача ҫине пӑхса мӗн чухлӗ ытларах хаш та хаш сывлан, ҫавӑн чухлӗ килӗшместӗн ӑна.Чем больше на девчонку глядишь и вздыхаешь, тем меньше ей нравишься.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Огнянов калама ҫук тарӑхса ҫитрӗ, сывлан сывлӑшӗ те тытӑннӑ пек туйӑнчӗ.
I. Вӑрансан // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Ӑҫта ура ярса пусан — курӑк ӳсмест, ӑҫта сывлан — шӑна вӗҫмест.— Куда ни ступишь — трава не растет, куда ни дыхнешь — муха не летает.
Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.
Ӑна ӑсласа кӑларнӑ асамҫӑ, ҫак тӗнчере янрама пуҫличчен ӑна чӗринче ҫеҫ илтнӗ этем, пӗлнӗ пулас: кашни пиртен ҫак ӑрӑмлӑ сассене илтсе, вӗсене, вӑхӑтне кура, мӗнле кирлӗ — ҫапла ӑнланасса, ассӑн-ассӑн сывлан кӗпҫесем тата сӗрме купӑссем пире мӗн ҫинчен каласса.
14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
20. Пирӗн сывлан сывлӑшӑмӑр, Ҫӳлхуҫа ҫу сӗрнӗ ҫын, эпир ун ҫинчен: «халӑхсем хушшинче унӑн хӳттинче пурӑнӑпӑр» тенӗскер, вӗсен шӑтӑкне лекнӗ.
Хӳх 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эсир этеме шанма пӑрахӑр, сывлан сывлӑшӗ те унӑн сӑмси шӑтӑкӗнче ҫеҫ: мӗнех ӗнтӗ вӑл?22. Перестаньте вы надеяться на человека, которого дыхание в ноздрях его, ибо что он значит?
Ис 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ху чӗрӗ чухне, сывлан сывлӑшу пур чухне хӑвна ху никампа та ан улӑштар: 22. ывӑлусен куҫӗнчен пӑхса пурӑниччен ачусем хӑвӑнтан ыйтни лайӑхрах.
Сир 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫуралсассӑн эпӗ те пурте сывлан сывлӑшпах сывлама пуҫланӑ, ҫак ҫӗр ҫинех ҫуралнӑ, ыттисем пекех чи малтан макӑрса сасӑ панӑ, 4. мана та кипкепе пиелесе, кӑкӑр парса ӳстернӗ; 5. пӗр патша та урӑхла ҫуралман: 6. пурӑнӑҫа пурте пӗр пекех килеҫҫӗ, пӗр пекех каяҫҫӗ.
Ӑсл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эпир ӑнсӑртран ҫуралнӑ, кайран та халиччен пулман пекех пулӑпӑр: пирӗн сӑмсари сывлан сывлӑш — тӗтӗм ҫеҫ, ӑстӑн та — пирӗн чӗре таппин хӗмӗ ҫеҫ.
Ӑсл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Шухӑшларӑм вара: туратран турата ҫакланса улӑхасчӗ манӑн пальма ҫине; кӑкӑру пулӗ иҫӗм сапаки вырӑнне, панулми шӑршиллӗ пулӗ сывлан сывлӑшу; 10. туту-ҫӑвару — чи тутлӑ эрех.
Юрӑ 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Суя тӗнлисен йӗрӗхӗсем — ылтӑнпа кӗмӗл, этем алли тунӑ япала: 16. ҫӑварӗ те пур — калаҫмаҫҫӗ; куҫӗ те пур — курмаҫҫӗ; 17. хӑлхи те пур — илтмеҫҫӗ, ӑшӗнче сывлан сывлӑшӗ те ҫук.
Пс 134 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Паратӑн та — илеҫҫӗ, аллуна уҫатӑн та — ырӑлӑхупа тӑранаҫҫӗ; 29. Хӑвӑн сӑнна кӑтартмастӑн та — аптӑраса ӳкеҫҫӗ, сывлан сывлӑшне илетӗн те — вилеҫҫӗ, каллех тӑпра пулаҫҫӗ; 30. Хӑвӑн сывлӑшна яратӑн та — чӗрӗлеҫҫӗ, ҫапла Эсӗ ҫӗр питне ҫӗнететӗн.
Пс 103 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Вӑл вара, Ырӑскер, вӗсен ҫылӑхӗсене каҫарнӑ, вӗсене тӗппипех пӗтермен, Хӑйӗн ҫиллине нумай хутчен пусарнӑ, Хӑйӗн хаярлӑхне пӗтӗмпех кӑларман: 39. Вӑл вӗсем ӳт иккенне, сывлан сывлӑш — пӗр кайсан каялла килмен сывлӑш — иккенне астуса тӑнӑ.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Унӑн сывлан сывлӑшӗ кӑмрӑка кӑварлантарать, унӑн ҫӑварӗнчен ҫулӑм ялкӑшса тухать.13. Дыхание его раскаляет угли, и из пасти его выходит пламя.
Иов 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Сывлан сывлӑшӑм хам ӑшӑмра чухне, сӑмсара Турӑ сывлӑшӗ пур чухне 4. манӑн чӗлхем тӗрӗс маррине калас ҫук, ҫӑварӑмран суя сӑмах тухас ҫук.
Иов 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Сывлан сывлӑшӑмран арӑмӑм йӗрӗнет, ӑна ӗнтӗ тӑван ачасен ячӗпе йӑлӑнатӑп.17. Дыхание мое опротивело жене моей, и я должен умолять ее ради детей чрева моего.
Иов 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫав вӑхӑтрах Иисус, каялла таврӑнса, Асор хулине туртса илнӗ, унӑн патшине хӗҫпе касса вӗлернӗ, [Асорӗ вӑл ӗлӗк таврари патшалӑхсен чӑн аслӑ хули пулнӑ]; 11. унти мӗнпур сывлан чуна хӗҫ айне тунӑ, [пурне те] тупаланӑ: пӗр чӗрӗ чун та юлман; Асора вӑл вут-ҫулӑмпа ҫунтарса янӑ.
Нав 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри хушнӑ пек, Иисус ҫапла сӑртлӑхри, кӑнтӑр енчи, айлӑмри пӗтӗм ҫӗре, ту аркисенчи ҫӗре тата вӗсенӗн пӗтӗм патшине ҫӗмӗрсе тӑкнӑ: никама та чӗрӗ халлӗн хӑварман, мӗнпур сывлан чуна тупаласа тӗп тунӑ; 41. Иисус вӗсене Кадес-Варни хулинчен пуҫласа Газа хулине ҫитиччен тӗп тунӑ, Гошен ҫӗрне те Гаваон таранчченех пӗтӗмпех ҫӗмӗрсе тӑкнӑ; 42. ҫав патшасене, вӗсенӗн мӗнпур ҫӗрне Иисус пӗрре тытӑнсах ҫӗнсе илнӗ, мӗншӗн тесессӗн Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри Израиль хутне кӗрсе ҫапӑҫнӑ.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Унтан Иисус пӗтӗм Израиль халӑхне ертсе Давир хули патне ҫитсе ӑна хирӗҫ ҫапӑҫнӑ; 39. хулана туртса илсе, унӑн патшине те, ҫывӑхри пур ялне те хӗҫ айне тунӑ, унта мӗн пуррине, [вӗсене,] мӗнпур сывлан чуна тупаланӑ: пӗри те ҫӑлӑнайман; Хевронпа унӑн патшине мӗн кӑтартнӑ, Ливнӑпа унӑн патшине мӗн кӑтартнӑ, Давирпа унӑн патшине те ҫавнах кӑтартнӑ.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2