Шырав
Шырав ĕçĕ:
Лидия Алексеевна пӗрре ассӑн сывларӗ, тепре сывламасӑр тӑнӑ, пукан ҫинчен сике-сике тӑнӑ, аллипе пӗрре ҫамкине, тепре кӑкӑрне тытнӑ.
5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
Халиччен нихӑҫан та ӗҫсе курманскер, хальхинче вӑл пӗр стакан портвейна сывламасӑр тенӗ пекех ӗҫсе ячӗ.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Эпир сывламасӑр итлесе ларатпӑр.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Халӑх ним калама пӗлмесӗр, сывламасӑр тенӗ пек, хытса кайса пӑхса тӑрать.
Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Самаях выҫӑхнӑ Ҫӗпритун Кулюкка ҫине пӑтранчӑк куҫӗпе пӑхса илчӗ те ҫинҫе мӑйлӑ чӳлмекри сӗте пӗр сывламасӑр ӗҫсе ячӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хӗрсем вара, ял хӗрӗсем, пӑрчӑкан пек яка пӗсехеллӗскерсем, ҫӑварӗсене карса хытса тӑнӑ, сывламасӑр итлеҫҫӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Шыв хӗррипе шӑтса тухнӑ сарӑ-сарӑ чечеклӗ ама хупах хушшинче пӗр кана сывламасӑр тенӗ пек шӑпӑрт выртрӗҫ.
Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Хырӑмӗ ҫинче шуса шӑтӑк хӗррине ҫитнӗ те сывламасӑр выртнӑ, шывран тюлень тухасса кӗтнӗ.
Эскимоссем кайӑка ҫӳрени // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Тӗлпулу икӗ сехете яхӑн пынӑ пулин те, пӗр сывламасӑр иртнӗ.
Дина Гаврилова писательницӑпа тӗлпулу иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... tn-3438570
Сывламасӑр, пӗр хускалмасӑр ларчӗ Хветура.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Ҫапах та эпӗ ӑна питӗ хӑвӑрт, сывламасӑр тенӗ пек вуласа тухрӑм.
XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Сывламасӑр, антрактсенче те вырӑнтан хускалмасӑр, куҫа самантлӑха та сцена ҫинчен илмесӗр лартӑм.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Пӗр хушӑ вӑл тутине ҫӑт ҫыртса сывламасӑр ларчӗ.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Пӗр сывламасӑр, пӗр канмасӑр лӑнкӑртаттарать вӑл.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Катӑк стакана, пӗр кана хӑрӑмлӑ аллипе йӑваланӑ хыҫҫӑн, эрех тултарчӗ те пӗр сывламасӑр ӗҫсе ячӗ.
Пурнӑҫ тулӑх // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 45–46 с.
Анчах эпӗ ӑна анчӑк ҫине сиксе ларма памарӑм: чӑматанпа хӳтӗленсе, чӗрӗп пек пуҫтарӑнса, хӑма таткипе хӑмса яра-яра, чуна хытарсах, сывламасӑр тенӗ пек, сӗмсӗр ҫӑткӑн патнелле йӑпӑшт-йӑпӑшт йӑпшӑнтӑм.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Вӗҫне ҫитиех, сывламасӑр тенӗ пек, сӑмахӗсене куҫҫуль витӗр ҫӑта-ҫӑта тимлерӗ Павӑл юрра.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Чӑх ҫӑмарта тунӑ вӑхӑтах выртрӗҫ вӗсем ҫапла — сывламасӑр тенӗ пек, ҫепӗҫленсе, тӗпсӗр пылак тинӗсе путса, хӳхӗм ӗмӗтпе илӗхсе, ҫак ҫут тӗнчери этем пурнӑҫӗн чӑн-чӑн тӗллевне, чӑн-чӑн ырлӑхне, чӑн-чӑн илемне, чӑн-чӑн телейне туйса: Павӑл аялта, Лена — ун ҫинче.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Пурис васкамасӑр пакетран пуҫламан иккӗмӗш эрех кӗленчине кӑларчӗ, ҫиелти хутне ҫуркаласа, тутин пластик пӑккине шӑлӗпе ҫыртса панк! туртса кӑларчӗ, вара эрехе сывламасӑр ҫур кӗленче ытла ӗҫсе ячӗ, эхлетсе илчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пурис, шанк хытса, пӗр талккӑм сывламасӑр та тӑчӗ, унтан, туххӑмрах чун-чӗре хӗлӗхӗсене — ҫиппи-кантрисене — лӑшах пушатса ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ:
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.