Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сценари сăмах пирĕн базăра пур.
сценари (тĕпĕ: сценари) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юлашкинчен Ю. Збанацкий ҫырнӑ сценари тӑрах Довжешко ячӗпе хисепленекен киностуди «Ҫеҫпӗл» ятлӑ фильм ӳкерсе кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Туслӑх кӗперӗ // Стихван Шавлы. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 77–79 с.

Сценари тӑрӑх, Тевлет кил-ҫурчӗ Чӑрмӑшраччӗ — вӗҫӗнчи уй хапхипе юнашар.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Акӑ сана сценари, Павлуш, ыранччен паллашма хӑваратпӑр, — терӗ Иоаким Степанович.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Пӗлетӗн-и, эпӗ писатель е журналист пулсан, фильм валли сценари ҫырӑттӑм.

— Вы знаете, если бы я была писателем или хотя бы журналистом, я написала бы сценарий для фильма.

Иккӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Ятарласа хатӗрленӗ сценари тӑрӑх уява Кӗтеснерти библиотека заведующийӗ С.Скворцова, Вӑрмарти тӗп библиотека ӗҫченӗ Р.Иванова, Вӑрмарти культура ҫурчӗн ӗҫченӗ В.Степанова улшӑна-улшӑна ертсе пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ыр ҫын хыҫҫӑн пин ҫын утать // Э. Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2019.10.18

Сценари авторӗ тата лартаканӗ Александр Расщепей.

Сценарий и постановка Александра Расщепея.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Нина Панина режиссерӑн тата сценари авторӗн «Йӑх йывӑҫӗ» илемлӗ фильмне куҫҫульсӗр пӑхма ҫук.

Куҫарса пулӑш

Йӑх тымарӗ ҫирӗп-ха // Хыпар. «Хыпар», 2017.11.20

Саврӑшпуҫ ялӗн библиотекарӗ Татьяна Максимова уява интереслӗ ирттерес тесе нумай хатӗрленни куҫкӗрет, кӑсӑк сценари хатӗрленӗ.

Куҫарса пулӑш

Саврӑшпуҫсем ӗҫлесе те, канса та ӗлкӗреҫҫӗ // Вера Александрова. http://suvargazeta.ru/news/aksu-aksubaev ... -ta-lkrecc

Ушкӑнри хӗрсем ытларах чухне администратор ӗҫне пурнӑҫлаҫҫӗ, каччӑсем вара шӳтсем ҫыраҫҫӗ, сценари хатӗрлеҫҫӗ.

Девушки из группы в большинстве случаев выполняют работы администратора, а парни пишут шутки, готовят сценарии.

Шӳт пурнӑҫра пулӑшать // Хыпар. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

И.Максимов-Кошкинский те вырӑс хаҫат журналисчӗпе А.Чистяковпа «Хир хумханать» сценари ҫырма пикеннӗ.

И.Максимов-Кошкинский вместе с русским журналистом А.Чистяковым начинает писать сценарию "Волнуется нива".

Малтанхи чӑваш фильмӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Сценари авторӗ — И.Максимов-Кошкинский.

Автор сценария - И.Максимов-Кошкинский.

Малтанхи чӑваш фильмӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Ӗпхӳ хулинчи чӑваш вырсарни шкулӗнче чӑваш чӗлхине вӗрентекен Ирина Ягодкина хатӗрленӗ сценари тӑрӑх Римма Макарова, Галина Скоробогатова, Мария Гаврилова, Леонид Михайлов «Нарспи» поэмӑри сыпӑксене илемлӗн шӑрантарчӗҫ пулсан, Приютово поселокӗнчен килсе ҫитнӗ педагогика ӗҫӗн ветеранӗ Зоя Смолькина хӑй ҫырнӑ сӑввипе паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Слакпуҫ ялӗнчи поэзи кунӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

Унта сценари ҫырма, режиссер, ӳкерӳ, монтаж ӑсталӑхӗсене, сасӑпа ӗҫлеме вӗрентӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чӑваш киновӗ камит енне сулӑнчӗ // Владимир КАРСАКОВ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Ҫапах та Тани Юнӑн «Аса илес килменнисем» кӗнекине вуланӑ хыҫҫӑн пӗр-пӗр чӑваш режиссёрӗ Тани Юнпа И. Максимов-Кошкинский ҫинчен сценари ҫырса илемлӗ чӑваш фильмӗ ӳкерессе ӗненес килет.

Куҫарса пулӑш

Хапха ҫинчи пӗрремӗш кадрсем // Михаил Игнатьев. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

— Хӑвӑн та сценари ҫырас кӑмӑл ҫуралмасть-и?

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Выляв фильмӗн чи лайӑх сценари авторне жюри уйрӑм парнепе тата грантпа наградӑлать.

Куҫарса пулӑш

Фестивале хутшӑнма васкӑр // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Унсӑр пуҫне фестиваль темипе выляв фильмӗсен сценари проекчӗсен конкурсӗ те иртӗ.

Куҫарса пулӑш

Фестивале хутшӑнма васкӑр // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех